Çамрăксемшĕн яланах çул уçă

10 Ноя, 2016

Шупашкарта паян "Раççейри çамрăк предприниматель-2016" конкурса хутшăннă, республикăра çĕнтернĕ бизнесменсемпе "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Федерацин "Эсĕ — предприниматель" программине республикăра 2008 çулта пурнăçлама пи-кеннĕ. Унăн тĕллевĕ — бизнесра пуçламăш утăм тăвакан çамрăксене пĕлÿ парасси, патшалăх енчен пулăшса ура çине тăма пулăшасси. Тăватă çул хушшинче 5 пин çамрăка вĕрентсе хатĕрлени сая кайман. Вĕсем 100 ытла бизнес проекта пурнăçа кĕртнĕ. Паян программа Раççейри 53 регионта ăнăçлă ĕçлет. Унта 18-30 çулсенчи çамрăксем хутшăнаççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин "Вĕрентĕве аталантарасси" патшалăх программине улшăнусем кĕртесси çинчен" 135-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикинчи çамрăксем" çумпрограммăна "Çамрăк предпринимательсене пулăшасси" мероприятие те кĕртнĕ. Ăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 3,9 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çамрăксене предприниматель ĕçне явăçтарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ. Сăмахран, 14-17 çул-сенчи ачасен хушшинче олимпиада йĕркеленĕ. Финала 38 вĕренекен тухнă. Предпринимательсемпе вĕсен сотрудникĕсене, шкул ачисене тăхтавсăр тата тÿлевсĕр вĕрентекен тытăм туса хума па-лăртнă.

Кашни çулах "Эсĕ — предприниматель" программăпа килĕшÿллĕн "Раççейри çамрăк предпринима-тель" конкурс иртет. Унта 42 çамрăк хутшăннă. Пилĕк çĕнтерÿçĕ Мускавра иртекен çĕршыв шайĕн-чи ăмăртăва кайĕ.

"Çавра сĕтеле" хутшăнакансене Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ. Вăй хурас кăмăллă, бизнеса кÿлĕнсе хăйĕн пултарулăхне туллин уçас текенсемшĕн Чăваш Енре çул яланах уçă пулнине палăртрĕ, çамрăксене çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕ, конкурс çĕнтерÿçисене наградăсем пачĕ.

Василий СОРОКИН.

 

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ