Хаяр тымар

10 Ноя, 2016

Хаяр тымар мĕнле курăк вăл, вырăсла ячĕ мĕнле? Ун çинчен çырса пĕлтереймĕр-ши?

Хаяр тымар тесе имбирь /импĕр/ тымарне калаççĕ. Импĕре çынсем 4-5 пин çул каяллах сиплев тĕлĕшпе усă курнă. Хăшпĕр халăх ăна мĕнпур чиртен сыватакан тесех хаклать.

Импĕрĕн тăван çĕршывĕ — Индипе Китай, Тайланд тăрăхĕ. Ăна шăрăх çĕрсенче ирĕкре çитĕнтереççĕ пулсан, сивĕрех тăрăхсенче теплицăсăр май килмест. Килте куршакра çитĕнтерекенсем те пур.

Импĕр — хăмăш евĕрлĕ курăк. Çулçисем хăмăшăнни пек çинçе те вăрăм. Çеçке туни çÿллĕ, чечекĕ хĕрхĕлтĕм тĕслĕ, ирис чечекĕ евĕрлĕрех. Ирĕкре çÿллĕ 1,8 метра çитиех ÿсет. Куршакра — 70-100 см. Ÿсен-тăранран лимон шăрши кĕрет.

Çут çанталăкра ирĕклĕн ÿсекен импĕр вуçех çуккине палăртаççĕ ботаниксем. Ÿсен-тăрана сĕм авалах культурăлласа пăхнипе çыхăнтараççĕ çакна. Ăна вăрăран ĕрчетме май çук. Пĕртен-пĕр меслет — тымара пайласа ĕрчетесси. Пирĕн патра килте импĕр çитĕнтерекен сайра. Французсемпе итальянсен, голландецсен хушшинче импĕре куршакра çитĕнтересси йăлана кĕнĕ.

Импĕр сорчĕсем, тĕсĕсем. Ăшă çĕршывсенче ирĕкре çитĕнекен импĕрĕн çамрăк тымарне çисе киленме пултараççĕ. Çамрăк тымарăн йÿçеклĕхĕ çук, вăл ырă шăршăллă, пылакрах. Пирĕн пата пулса çитнĕ тымара кÿрсе килеççĕ. Вăл чĕпĕтет, хаяртарах тейĕпĕр. Çавăнтан унăн ячĕ — хаяр тымар. Унăн хуппи сарă хăмăр, варри сарă тĕслĕ.

Тĕрлĕ сортсем пур. Хуппи — сарă, шалти — шурă е çутă симĕс, сарă çинче сенкер йĕрлĕ сортсем. Кашниех хăйнеевĕр шăршăллă. Апельсин, лимон, тĕрлĕ курăк шăрши кĕрет вĕсенчен, краççын шăршилли те пур.

Мĕншĕн хаклаççĕ? Импĕр тымарĕ сывлăхшăн питĕ усăллă. Витаминсемпе, тĕрлĕрен микро-, макроэлементсемпе, эфир çăвĕсемпе, органика йÿçеклĕхĕсемпе пуян вăл. Унра магни, кальци, фосфор тăварĕсем, В ушкăнри витаминсем, тимĕр, цинк, кали, натри, алюмини, аспарагин, кальци, хром, марганец тата ытти минералсем пур. Унта натри апельсинринчен 32 хут ытларах, магни — 18 хут. Импĕрте этеме кирлĕ веществосем питĕ нумай. Ăна апатра усă курни иммунитета çирĕплетме, вар-хырăм ĕçне лайăхлатма, организма мĕн пур енчен тĕреклетме пулăшать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.