Чей кăмпи

10 Ноя, 2016

Чей кăмпин шывне ĕçсе курнă-и? Вăл лавккара туянса ĕçекен напитоксенчен нимпе те кая мар, тутлăрах та. Шыва хăвăра килĕшнĕ пек кăштах сахăр хушма юрать. Пылак йÿçенкĕлĕхĕ çуллахи шăрăхра кăмăла уçать.

Тутлă, сиплĕ кăмпа чейĕ хатĕрлесси кăткăс мар. Кăмпана пăхасси те ансат. Ун чейĕллĕ пулас тесен çак кăмпаран çÿхе сий вистесе илмелле те 3 литрлă банкăра çитĕнтермелле. Хура е симĕс чей заварки яланхиллех хатĕрлетпĕр те заваркăна вĕретнĕ шывпа хутăштарса кăштах сахăр ярса пăтрататпăр. Сахăр йăлтах ирĕлсе пĕтсен чее банкăна яратпăр, пÿлĕмри температурăна çитиччен сивĕтетпĕр. Унта кăмпана яратпăр. Çÿхе сий çеç пулсан чей хăвăртах хатĕрленеймĕ. Кăмпа аталаннăçемĕн чее хăвăртрах йÿçенкĕлетекен пулать. Банкăри чей кивелесрен ăна çĕнеткелесех тăмалла. Уçăлтаракан, кăштах йÿçенкĕ пылак чей сывлăхшăн усăллă. Ăна хăвăра килĕшнĕ пек, апат умĕн е апат хыççăн ĕçме юрать. Кунне виçĕ хутчен апатчен 1 сехет маларах 1-ер стакан ĕçни вар-хырăм ĕçне лайăхлатать, иммунитета çирĕплетет.

Кăмпа валли чее лавккара туянакан чейрен çеç мар вĕретме пулать. Чее вĕлтрен çулçи, шăнăр курăкĕ, çĕр çырли е хурăн çырли çулçи, çăка чечекĕ, ама хупахĕ, шăлан çырли вĕретсе хушма юрать. Чее банкăна яриччен сĕрсе тасатмалла. Кăмпа эфир çăвĕ нумай ÿсен-тăрана юратмасть. Салтак тÿми /ромашка/, хурлăхан, эмел шур курăкĕ ăна япăх витĕм кÿреççĕ.

Кăмпа чейĕпе çеç мар кăмпипе хăйĕнпе те сипленеççĕ. Ура пÿрнисен чĕрнисем япăхланман-и? Чĕрнесене кăмпа чирĕ пăссассăн чей кăмпипе сипленни пулăшать. Каçхине кăмпаран çÿхе сий вистесе илмелле те япăхнă чĕрне çине хурса полиэтилен хутпа чĕркесе çыхмалла. Чăлха тăхăнса выртмалла. Пĕрремĕш кунхине, тен, пÿрне канăçсăрлантарĕ. Ирхине компреса илмелле, урана ăшă шывпа çуса тасатмалла, хăйпăнакан япăх чĕрнене, ÿте касса тирпейлемелле, марганцовка шĕвекĕпе сĕрмелле. Çак процедурăна кун сиктерсе 6-7 хут ирттерни урари кăмпа чирĕнчен хăтăлма май парать. Япăх чĕрне йăлтах исленсе пĕтет, ун вырăнне таса, сывă чĕрне пĕчĕккĕн çитĕнет. Кăмпа чирĕ вăр-вар иртекенскер мар. Профилактика тĕлĕшпе урана ик-виç эрнере пĕрре чей кăмпипе сиплесе илмелле е аптекăри фунгицид препаратсемпе усă курмалла.

Гастрит чухне кăмпа чейне пылпа хутăштарса ĕçни пулăшать. 1 стакан чее пĕр чей кашăкĕ пыл хушса кунне 3 хут апатчен 30-40 минут маларах ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 2-3 эрне. Кăмпа чейне хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухне, язва, сахăр диабечĕпе чирлекенсен ĕçме юрамасть.

Кăмпа тĕсĕ хăмăрланма пуç­ласан банкăри чее йăлтах тăкса çĕнĕ чей ямалла, ăна çумалла, хăмăрланнă сие вистесе пăрахмалла. Чей мĕн чухлĕ кирлине кура кăмпа хулăнăшне йĕркелесе тăмалла. Сывă кăмпа чейре путмасть. Енчен те кăмпа путнă тăк çак чее ĕçме юрамасть. Кăмпа йăлтах виличчен таса лĕп шывпа çуса çăлма тăрăшмалла. Çĕнĕ чейре кăмпа вăй илсессĕн — вăл сывалнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.