Чăваш чĕлхисĕр тунсăх та кичем
"Темиçе пин çухрăмри инçетре пурăнсан та çын тăван чĕлхене манаймĕ. Çак шухăшпа килĕшменнисене ĕненместĕп", – çирĕппĕн палăртать Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара пурăнакан Александра Прокопьевна Лесковская.
Вăл асăннă районти Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ те инçете тухса кайнă. Шăпа ăна тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ: Владимир облаçĕ, Казахстан тата ытти те. Мăшăрĕпе пĕрле халĕ ют çĕршыв шутланакан Казахстан тăрăхĕнче сахал мар пурăннă. "Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кунтан хохолсем, нимĕçсем куçса кайма тытăнчĕç. Çакă ытахальтенех пулманнине ăнкарса эпир те вырăнтан тапранма шухăшларăмăр", – тет хĕрарăм. Анчах Лесковскисем тӳрех Чăваш Ене лекеймен. Кил хуçи хĕрарăмĕ чирлесе ӳкни чăрмантарнă. Кайран хăйсен хваттерне çуралнă тăрăхрипе улăштарайман. Çавăнпа малтан Новосибирск облаçне куçнă, ун хыççăн – Иваново хулине. "Унта чăвашсем нумайччĕ. Çакă савăнтарчĕ", – аса илет Александра Лесковская.
Хăй чăваш чĕлхисĕр пурăнайманнине пытармасть. Çавăнпа вăл 1965 çултанпа кашни отпуска тăван ялне çӳренĕ. "Пĕччен чух пĕрер эрнене килеттĕм те чăвашла калаçса тăранаймастăмччĕ. Инçетри хулана таврăнсан та мăшăрпа Геннадипе тăван чĕлхепе пуплеме пуçлаттăм. Вăл – вырăс çынни. "Ты что сказал?" тесен кăна тăна кĕреттĕм. Тепĕр эрнерен тин вырăс чĕлхи çине куçма хал çитереттĕм", – палăртать чылай вăхăт строительте тăрăшнă хĕрарăм.
Яла канма килсен те вăл ыттисем пек хăна тăрăх çӳреме юратман. Тавралăха сăнаса киленнĕ, ишĕлсе пыракан çырма хĕррипе лартнă йывăçсене çулсерен кайса курма васканă. Чăваш халăхĕ лайăх пурăнма тытăннишĕн пĕтĕм чунтан хĕпĕртенĕ. Вăл ялтан тухса кайнă чух 1957 çулта улăм витнĕ пӳртсем пулнă. Тепĕр пилĕк çултан тимĕр витнĕ çуртсене асăрханă. "Чăваш таса мар халăх тетчĕç. Халĕ пăх та кур: мĕнле чаплă пурăнать вăл. Ĕлĕк те çапла пулнă. Таса маррине вара кашни халăхрах тĕл пулатăн", – тет 52 çул ытла Чăваш Енрен инçетре ĕмĕр ĕмĕрленĕ Александра Прокопьевна.
Иваново облаçĕнчен куçса килсе Лесковскисем тăван Чăваш Тăрăмĕнче тĕпленесшĕн пулнă. Анчах унта та, Елчĕкре те сутăн çурт тупайман. Кӳршĕри Аслă Таяпара туяннăранпа пилĕк çул пурăнаççĕ. Ăна май çитнĕ таран юсаса çĕнетнĕ. Халĕ тăван тăрăхра Александра Прокопьевна чăваш сăмахне, юрри-ташшине кунĕ-кунĕпе итлеме хатĕр.
Упăшки ăна тăван чĕлхепе калаçнăшăн ӳпкелемест, унсăрăн пĕрле куçса килмен те пулĕччĕ.
Чăваш ялĕнче, амăшĕн сĕчĕпе чуна кĕрсе вырнаçнă тăван чĕлхепе пурăнсан чир-чĕре парăнтарма çăмăлрах пуласса, çапла майпа ĕмĕрне вăрăмлатасса шанать Александра Лесковская.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментировать