Кăтарту кунсерен лайăхланать
Ака уйăхне кĕнĕренпе çĕр ĕçченĕ канăçа çухатрĕ: акана тухас вăхăт кунсерен çывхарать мар-и? Çав вăхăтрах хатĕрленÿре пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ самаях пысăк. Лайăх вăрлăх янтăланă хушăрах пĕрчĕллĕ удобрени, солярка, автобензин çителĕклĕ кÿрсе килмелле, техникăна хире кăларма йăлтах хатĕрлемелле.
Çур акине вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттерес ыйтупа Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХОра пулнă канашлура кун пирки çирĕп асăрхаттарнăччĕ. Унтанпа 5 кун иртрĕ.
Кĕске хушăрах Улатăрпа Красноармейски районĕсем вăрлăха кондицие çитерессипе кăтартăва 9% лайăхлатрĕç, Куславкка, Пăрачкав тата Йĕпреç тăрăхĕсем вара - 12-13%.
Минерал удобренийĕ кÿрсе килессипе те Йĕпреçсемпе /14,7%/, Шăмăршăсем /8,9%/ тата Çĕрпÿсем /7,5%/ ăна пысăклатнă, çав хушăрах 11 районти ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем вырăнтан та хускалман.
Çак кунсенче 12 районта - кĕрхисене, улттăшĕнче нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ. Кĕрхисен пуссинче Вăрнар /2142 га/, Елчĕк /1201 га/, Патăрьел /950 га/, Красноармейски /774 га/, Комсомольски /659 га/ районĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Акара хире кăлармалли техникăна - трактора, сеялкăна, плугпа культиватора - хальлĕхе пĕр район та йăлтах хатĕрлеймен. Улатăрсем вара ку енĕпе аван ĕçлеççĕ: тракторсене - 97%, ытти техникăна 100 проценчĕпех юсанă. Республикипе пĕтĕмĕшле кăтарту 88-93 процентпа танлашать.
Тăвайсем - трактор /54%/ тата сеялка /67%/, Муркашсем культиваторпа /74%/, плуг /81%/ юсассипе юлса пыраççĕ.
Çур акине йĕркеллĕ ирттерес тĕллевпе республикăра ЧР Ял хуçалăх министерствин, предприятисемпе организацисен представителĕсенчен штаб йĕркеленĕ.
Комментировать