Шкул умĕнчи мăнаçлă чăрăш
Тухăç енчен шăранса тухакан хĕвел курăннă. Çул хĕрринчи курăксем, тырă пучахĕсем çинчи сывлăм тумламĕсем асамат кĕперĕн мĕнпур тĕсĕ евĕр йăлтăртатнă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕрчун тутлă ыйхăран вăраннă. Тавралăха ирхи таса тĕс çапнă, çĕнĕ кун пуçланнă.
Çут çанталăкĕ калама çук хитре пулнă. Анчах вăрçăри салтаксен унăн илемне пăхса киленме вăхăчĕ пулман. Вĕсен аллинче çурла е сухапуç мар — пăшал, пулемет пулнă. «Эпир мирлĕ хирти ĕçченсем мар, çар çыннисем. Пуç çийĕн ши! в-шш! шăхăраççĕ пульăсем, кантăр ани çинчи çерçисем пекех «чĕвĕлтетеççĕ». Çук, темле йывăр пулсан та, вăрмана кайса, чĕрĕп пек чăмăртанса, çулçă айне кĕрсе вырт-мăпăр. Тăван çĕршывшăн кар тăрса нимĕçсене çапса аркататпăрах», — тенĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнчи çамрăксем.
Вăрçă чарăнсан тăван тăрăха таврăнма тытăннă çамрăксем. Ĕнтĕ кашнин тĕрлĕ шăпа пулнă. Уксаххи, йывăр суранланни, суккăрри... Юнлă хирте выртса юлнисемшĕн тăван-пĕтенĕ ĕсĕклесех макăрнă... 1967 çулта вара шкул ачисем паттăрсене асра тытса чăрăш лартнă. Кашни кун сăнаса-асăрхаса тăнă пуриншĕн те хаклă йывăçа. Черетленсе шăварнă, çумкурăкран тасатнă. Кĕркуннесерен хуçăлса ӳкнĕ турачĕсене пуçтарнă. Çĕнĕ шкул тума тытăнсан строительсем хăйсене чăрăш кан-сĕрленине пĕлтернĕ, ăна касма тăнă. Анчах педагогсемпе вĕренекенсем хирĕçленĕ. «Чăрăш — пирĕн йăх-несĕле аса илтерекен йывăç. Ăна никамăн та хуçма-ватма ирĕк çук. Пирĕн ăна упрамалла, сыхламалла», — тесе çирĕплетнĕ.
Паян та çӳллĕ те мăнаçлă йывăç кирек камăн кăмăлне çĕклет. Шкула хăнана пыракан та тӳрех чăрăш пирки калаçу пуçарать. Унăн кун-çулне вара паянхи ăру лайăх пĕлет.
Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерӳ кунĕнче, çак йывăç умне пухăнать халăх. «Вилĕмсĕр полк» та çак вырăнтан пуçланать те паттăрсене халалланă çĕнĕ палăк патĕнче чарăнать.
Ăслăлăхпа практика конференцийĕнче Даша Александровăпа Марина Максимова та çак чăрăш пиркиех «Чĕрери астăвăм» тĕпчев ĕçĕ çырса çĕнтерӳçĕсен йышне лекнĕ. Ертӳçи, Елена Николаевна Порфирьева, хăйĕн вĕренекенĕсем пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăрнăран хĕпĕртет, мăнаçланать. «Шкул умĕнчи йывăç çавăн пекех ачасене çут çанталăка юратма, ăна упрама вĕрентет», — çирĕплетет вăл.
Элиза ВАЛАНС.
Етĕрне районĕ,
Кăкшăм.
Комментировать