Туртăм пулсан — вĕренетĕн
«Санăн чун юрлать пулсан — сассине пысăклат», — çапла çырнине вулама тӳр килчĕ пĕррехинче. Ку сăмахсенче темĕн пурах. Малашне çапла тăвăп та. Муркаш районĕнчи Москакасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Рада Васильевăн вара чунĕ кăна юрламасть, шăнкăрав пек илемлĕ сассипе тĕрлĕрен юрă шăрантарма кăмăллать вăл. Амăшне сăнанипе çуралнă пулĕ çак иленӳ, пултаруллăскертен хĕрача сахал мар тĕслĕх илет-çке. Çитменнине, кукамăшĕ те юрра ăста. Маттурскерсем ялти фольклор ушкăнне çӳреççĕ.
Амăшĕ Марина Вячеславовна шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăлах — хĕрне юрă ăсталăхне хăнăхтараканни те. Çакна питĕ лайăх йăла теме юрать пулĕ. Тĕслĕхрен, килте пĕри ӳсĕрме тытăнсан ыттисене те ерет çак чир. Васильевсен çемйинче вара юрă та ырă чир пекех — Радăна вăл аслисенчен çакланнă, ăна кура халĕ пĕчĕк шăллĕ те час-часах юрă ĕнĕрлет. Епле пултаруллă çемье!
Рада тĕрлĕрен конкурс-ăмăртăва хастар хутшăнать. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче район шайĕнче иртнĕ акăлчанла юрăсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл ташлама юратать, ултă çултанпа ташă кружокне çӳрет. Чăваш тата вырăс ташшине вĕреннĕ ĕнтĕ, халĕ удмуртсенне те хăнăхасшăн.
— Ташă пурне те кирлĕ, — пысăк çын пекех ăслă калаçать Рада. — Унсăр май çук. Вăл пуçа лайăхрах ĕçлеттерет. Пурнăç çине ырăрах пăхма пуçлатăн, мĕнпур япăххине манса каятăн вара. «Манран пулмасть», — тесе алă сулни аван мар. Туртăм пулсан юрлама та, ташлама та вĕренетĕн. Тепĕр тесен, вĕренеймесен те темех мар, хăвна спортра е пултарулăхăн ытти енĕпе кăтартма пулать.
Хавхалантаракан пурри пурнăçра питĕ пулăшать иккен. Рада тавра та пур ун пек çынсем. Çемье, паллах, пĕрремĕш вырăнта. Ун хыççăн — юратнă класс, çывăх туссем. Хĕрача Наташа Никитинăна уйрăмах тав тăвать, тăван пекех-çке вăл уншăн.
— Наташа мана ялан малалла талпăнма, усал чунлă çынсене тарăхмасăр пурăнма вĕрентет. Эпĕ те «Тантăш» вулаканĕсене çавнах сунатăп. Хăвăр пултарулăха кăтартма ан вăтанăр, конкурссене хутшăнса çĕнтерĕр. Тӳрех çĕнтереймесен те кулянмалла мар, теприн çитĕнĕвĕшĕн савăнмалла, — терĕ те Рада ăшă кăмăллăн йăл кулчĕ.
Лариса ПЕТРОВА.
Комментировать