Никама та манман

9 Ноя, 2016

Пакунлă çынсен туслă йышĕнче астăвăм тени пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем историе хисеплеме пĕлеççĕ. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи пулăм шăпах çакна çирĕплетет. РФ шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ умĕн унта Патăрьел уесĕн пĕрремĕш районĕн милици пуçлăхĕсен Борис Александровăн тата Петр Андреевăн асăну хăмине уçрĕç.

Ырă ĕç пуçаруçи — Василий Нягин. Хăй паян Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн тытăмĕнче ĕçлет пулин те республикăн шалти ĕçсен органĕсен историйĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсемпе пулăмсене çывăха илет. Пушарсемпе кĕрешекен ведомство унччен ШĔМ тытăмне кĕнĕ вĕт. Тепĕр енчен — Василий Николаевич хăй те Энĕшпуçĕнчен, эппин, ентешĕсемпе, тăван ялĕпе çыхăннă ĕç-пуç пушшех чуна çывăх.

Унăн пуçарăвне ял тăрăхĕн администрацийĕ ырласа йышăннă, полицин вырăнти участок пункчĕн стени çине асăну хăми вырнаçтарас енĕпе ĕçлеме тытăннă. Акă кĕтнĕ кун та çитрĕ — ăна уçма шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, вырăнти влаç представителĕсем, паттăр милиционерсен тăванĕсем пухăнчĕç.

Энĕшпуç ялĕнче çу­ралнă Борис Александров пурнăçĕ 1927 çулта республика территорийĕнче нумай иртĕхнĕ, пĕтĕм таврана хăратса тăнă Антон Калюковăн хурахсен ушкăнне сиенсĕрлетес тĕллевлĕ ятарлă операцие пурнăçланă чух татăлнă. Хурахсен ушкăнĕн пĕр пайĕ çĕр каçма çавăнта чарăннă текен хыпар çитнĕ те — асăннă çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Александров милиционерсен ушкăнĕпе унта çул тытнă. Операци планне тĕплĕ хатĕрленĕ. Пĕр саманта кăна шута илмен — сутăнчăк пулма пултарасса асра та тытман. Хурахсене милици килесси пирки такам маларахах асăрхаттарнă-мĕн. Перкелешÿ пуçланнă. Тан мар çапăçура аслă милиционер Петр Орлов вилнĕ. Ирхине вара ялти çынсен хуçалăхĕн пĕр пахчинче тискеррĕн вĕлернĕ милици пуçлăхĕн Борис Александровăн ÿтне тупнă. 1928 çулта Калюков ушкăнĕн членĕсене суд туса персе вĕлерме йышăннă.

Вилнĕ милиционерсене вара Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче чысласа пытарнă. 60-мĕш çулсенче вĕсен ячĕпе палăк та лартнă. «Заря» колхоз музейĕнче милиционерсен паттăрлăхне халалланă тематика стендне уçнă.

Петр Андреев та Энĕшпуçĕнченех. Патша çарĕнче пулнă — унтер-офицер таран ÿснĕ. 1918 çулта килне таврăннă, Хĕрлĕ Çара çырăннă. Çапăçусене хутшăнса Хусантан Монголие çитнĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне харсăр та паттăр пулнăшăн 1919 çулхи пуш уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 1992 çулта вăл Çĕрпÿ уесĕн пĕрремĕш участокĕн милици пуçлăхĕн должноçне йышăннă. Каярахпа ăна Патăрьел уесĕн милици пуçлăхне лартнă, ВКП/б/ Патăрьел районĕн секретарьне суйланă. Анчах 1937 çулта элеке пула репрессиленĕ. Таса ятне 1954 çулта тин тавăрнă.

...Асăну хăмине уçма пухăннисем Борис Александровпа Петр Андреев ячĕпе пĕр минут шăп тăчĕç. Йĕркелĕхпе саккунлăх хуралĕнче хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тунă çынсене тав туса ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, чечексем хучĕç.

К.АНТОНОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.