Мускаври тĕл пулусем

3 Апр, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă.

Премьер-министр Раççей Строительство, Экономика аталанăвĕн министерствисенче, федерацин пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвне пулăшакан фондĕнче тĕл пулу ирттернĕ. РФ строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕпе Андрей Чибиспа Иван Моторин Чăваш Республики федерацин «Таса шыв» программине хутшăнас ыйтăва сÿтсе явнă.

Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин ятарлă экономика зонисен, регионсемпе монохуласен аталанăвĕн проекчĕсен департаменчĕн директорĕпе Андрей Соколовпа республикăн монопрофильлĕ йĕркеленĕвĕсене пулăшассин тата Чăваш Енĕн юбилейлă датисене уявламалли мероприятисен планне кĕртнĕ объектсене тумашкăн федераци укçи-тенкине явăçтарассин ыйтăвĕсене хускатнă.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.