Халь-халь пырса кĕрессĕн туйăнать

8 Ноя, 2016

Наци библиотекин ĕçченĕсем Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн Шупашкарти пÿлĕм-музейне çитсе курнă. Тĕп хулари Ленин проспектĕнчи хваттерĕнче халĕ поэтăн хĕрĕ Ольга Яковлевна пурăнать.

2016 çул Ухсай Яккăвĕн кун- çулĕпе тачă çыхăннă. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ çуралнăранпа 105 çул çитет. 30 çул каялла — 1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăнтăрла иртсе тăватă сехетре унăн чĕри тапма чарăннă.

Ухсай Яккăвĕ çинчен илтмен, ун сăввисемпе поэмисене вуламан çын республикăра çуках пулĕ. Чăваш Ен тулашĕнче те унăн сăввисем, поэмисем ирĕклĕн янăраççĕ. Çуралнă кĕтесĕнче — Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуçĕнче — поэтăн музейĕ пур. Унти экспозицие Ольга Яковлевна хатĕрленĕ. Яков Гавриловичпа Мария Дмитриевнăн музейĕ çавăн пекех Куславкка районĕнчи Карачри библиотекăра та пур. Ăна та Ольга Ухсай вăйĕпе йĕркеленĕ.

Шупашкарти хваттерĕ те музее аса илтерет. Хăнасене йышăнакан пÿлĕмре — картинăсем, çемьепе пĕрле ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксем. Яков Гавриловичăн ĕç пÿлĕмĕ поэт пурăннă вăхăтри пекех. Калăн, унăн хуçи вăхăтлăха пÿлĕмрен тухнă, халь-халь пырса кĕрессĕн, алла пушкăрт халăх инструментне — курая — ярса илессĕн е сехете, йĕппи тăваттă тĕлĕнче чарăнса ларнăскере, ĕçлеттерсе ярассăн туйăнать.

Пÿлĕмри кашни япалан хăйĕн историйĕ, шăпи. Вĕсене Ольга Яковлевна лайăх пĕлет, çавăнпа вăл вулавăш ĕçченĕсене кашнин çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Поэтăн ĕç кабинетĕнчен хулан шавлă пурнăçĕ курăнса тăрать. Тен, шăпах çак чÿречерен пăхса тăнă май çуралнă çак йĕркесем:

Кĕрхи çĕрле хăватлă

çиллĕ çумăр

Асар-писер кĕрленĕ чух мана

Ачаш килте аса килеççĕ

хамăр

Тÿссе ирттернисем

ансат кăна...

Вулаканăмăра аса илтерер: Ухсай Яккăвĕ тăван халăхăмăра 60 ытла кĕнеке çырса парнеленĕ. Унăн пултарулăхĕнче «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул», «Акăшкÿл» поэмăсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче поэт чăваш халăхĕн кун-çулне сăнласа кăтартнă.

Надежда СМИРНОВА.