Культурăра – туслăх, хутшăну никĕсĕ
Нумаях пулмасть Шупашкарта регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум иртни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Ултă кун хушшинче республикăри, тĕрлĕ регионтан килнĕ литературăпа искусство ĕçченĕсем, декораципе хушма искусство маçтăрĕсем, кинематографистсем, библиотека ĕçченĕсем этника ушкăнĕсен культура пуянлăхне уçса памалли, Раççей хутлăхĕнчи халăхсен çыхăнăвне, хутшăнăвне культура урлă аталантармалли меслетсене сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе Наци библиотекинче тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Пурин çинчен те харăсах çырса кăтартма май пулмарĕ, çавăнпа паян форумăн хăшпĕр саманчĕ пирки чарăнса тăрăпăр.
Наци поэзийĕн фестивалĕ
Наци библиотеки çак кунсенче çĕр-çĕр çынна йышăнчĕ. Вулакансем кăна мар, форум ĕçне хутшăнакансем те, Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш «Асам» кинофестивальне килсе çитнисем те питĕ йышлăччĕ. Асамлă сăмах ăстисем тенĕ пулăттăм поэтсем пирки. Вĕсен вырăнлă, «çиччĕ виçсе пĕрре каланă» сăмахĕ пурнăçа хитрен те питĕ тĕрĕс, чун-чĕрери шухăша уççăн та ирĕклĕн уçса пама пулăшать.
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ Наци поэзийĕн фестивальне Виктор Куллэ /Мускав/, Алия Каримова /Хусан/, Лилия Сагидуллина тата Марсель Салимов /Ĕпхÿ/, Татьяна Мокшанова /Саранск/, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Людмила Селиванова, Дмитрий Воробьев, Светлана Березкина, Бассам доктор /Шупашкар/ хутшăнчĕç. Фестивале общество хастарĕ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕн пулăшуçи Елена Светлая поэт ертсе пычĕ.
Фестивале хутшăнакансемпе хăнасене ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов саламларĕ. Вăл поэтсене Шупашкарта пуçтарăнма май тупнăшăн тав турĕ. «Хăвăрăн сăввăрсенче чунăрсенчи туйăмăрсене ĕмĕрлĕх пурнăç паратăр, калас тенĕ шухăшăрсене миллион çын патне çитеретĕр, çав вăхăтрах хăвăрпа хăвăр пулса юлатăр. Çапла тума поэзи кăна пултарать», — терĕ вăл.
Раççей поэчĕсен чун кĕввийĕ чăвашла, вырăсла, пушкăртла, тутарла, мордвалла, арабла янăрарĕ, анчах ăна куçарусăрах ăнланма май килчĕ.
Ачасем — пирĕн пуласлăх
Çакăн пек ăшă тĕлпулу ачасемпе çамрăксен республика библиотекинче те иртрĕ. Марсель Салимов /Ĕпхÿ/, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата Елена Светлая шкул ачисемпе тата çамрăксене хăйсен пултарулăхĕпе, Раççейĕн паянхи прозипе тата поэзийĕпе паллаштарчĕç.
Юрий Сементер асăннă вулавăшра пĕрремĕш хут мар. Халăх поэчĕн сăввисемпе поэмисене Раççейĕн, тĕнчен çирĕм ытла чĕлхине куçарса пичетленĕ. Унăн пуçарăвĕпе чăвашсен хальхи поэзин антологине Украинăра, Беларуçре, Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине Таджикистанра кун çути кăтартнă. Юрий Семенович ачасене чăваш чĕлхи тăван халăхшăн мĕн тери кирлине, пĕлтерĕшлине каласа кăтартрĕ. Ачасем унăн ачалăхĕ пирки, литературăпа кăсăкланасси мĕнрен пуçланни çинчен ыйтса пĕлчĕç. Поэт хăйĕн сăввисене вуланă хыççăн залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç.
Марсель Салимов — тĕрлĕ-тĕрлĕ преми лауреачĕ, Раççей тата Пушкăртстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хальхи вăхăтри паллă сатирик — пĕрремĕш сăввине сакăр çулта çырнă, вунвиççĕре вара юрату çинчен шăрçалама пуçланă иккен. Марсель Шайнурович ачалăхра çырнă сăввисене вуласа кăтартрĕ. Шÿтлеме юратакан çынпа калаçу та кăмăллă иртрĕ.
Елена Светлая та асăннă библиотекăн тусĕ. Вăл çавăн пекех тĕрлĕ проект — социаллă тата литература ĕçĕсен — авторĕ. Çавăнпа ачасене тата çамрăксене те пултарулăх конкурсĕсене хутшăнма сĕнчĕ.
Тĕрĕпе тум та çыхăнăва туптаççĕ
Форум уçăлнă кун Наци библиотекинче регионсен хушшинчи «Тĕрĕпе тумра — культурăсен хутшăнăвĕ» курав ĕçлеме пуçларĕ. Вăл унта хутшăннисене кăна мар, çав самантра вулавăша пынисене те хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнларĕ.
Экспозицире — Атăлçи халăхĕсен тĕрри-эрешĕсем, тумĕсем, пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсем, ювелир искусстви, батик, сувенирсем, живопиç произведенийĕсем. Курава паллă художниксем, декораципе хушма искусство маçтăрĕсем, ÿнер вузĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.
Çав йышра — Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова, Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ÿнер пултарулăх кафедрин доценчĕ Зинаида Воронова. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Фомиряков, Пушкăртстан ÿнерçи Венера Галиакбарова, Мордва патшалăх университечĕн доценчĕ Вера Ковалева, Мари Эл тава тивĕçлĕ художникĕ Алла Орлова, Мордва патшалăх педагогика институчĕн аслă преподавателĕ Лариса Мелешкина, ЧР халăх промыслисен маçтăрĕ Людмила Балтаева, ЧР Ремесленниксен гильдийĕн членĕ Геннадий Степанов, ыттисем.
Курава хутшăннисене ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, культурологи докторĕ, ЧР Халăхĕсен ассамблейин председателĕн заместителĕ Владимир Васильев, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Андрей Анохин саламларĕç. Республикăри паллă живописецсем — ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Александр Федоров, Николай Андреев, Викентий Лукиянов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Ольга Леонтьева Наци библиотекине хăйсен картинисене парнелерĕç.
Çĕньял поэтсене йышăнчĕ
Форума хутшăннă поэтсен, куçаруçăсен, журналистсен, ăслăлăх ĕçченĕсен тата общество хастарĕсен пĕр пайĕ /Виктор Куллэ, Атнер Хусанкай, Светлана Гордеева, ыттисем/ Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин тăван ялне — Патăрьел районĕнчи Çĕньяла — çитсе килчĕç.
Литература тĕлпулăвĕ Çĕньялти Г.Н.Айхи ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта иртрĕ. Ентеш произведенийĕсене куçару авторĕсем тутарла, пушкăртла, чăвашла тата вырăсла вуларĕç. Шкул директорĕ Н.Еремеева хăнасене поэт музейĕпе /ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Мадюкова ертсе пырать/ паллаштарчĕ. Вĕсем халăх поэчĕн пултарулăх еткерлĕхне пропагандăлас тĕлĕшпе шкулпа музей еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕç. Хăйсем те парнеллĕ пулчĕç: Геннадий Айхине халалланă кĕнекесене вĕсен авторĕсем алă пусса, халал сăмахĕсем çырса пачĕç.
Мероприяти вĕçĕнче пурте пĕрле ял масарне çитсе, унта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă ентеше пуç тайрĕç. Хăнасен шухăшĕпе — çакăн пек официаллă мар тĕлпулусем юратнă поэтăн пултарулăхне, унăн кăткăс произведенийĕсене тарăнрах ăнланма, куçару ĕçне самай çăмăллатма пулăшаççĕ.
Чăваш киновĕн малашлăхĕ
Шăпах çак ыйтупа иртрĕ те Наци библиотекинче «çавра сĕтел». Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ кăçал регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум хÿттипе иртрĕ. Çавна май кинофестивале ютран хăнасене чĕнме те, программăна пуянрах тума та майсем тупнă.
«Çавра сĕтеле» ЧР Кинематографистсен союзĕн членĕсем, республика тулашĕнчен килсе çитнĕ хăнасем, вырăнти режиссерсемпе продюсерсем хутшăнчĕç.
Сăмах илекенсем — ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ Николай Медведев, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Сергей Щербаков, Раççей Кинематографи искусствисен «Ника» академийĕн, Европа киноакадемийĕн членĕ, Хусан патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн киноискусство кафедрин преподавателĕ Денис Осокин сценарист, Санкт-Петербургри «ЛОМО» АУО генеральнăй директорĕн заместителĕ Лазар Залманов, ыттисем — Раççей, çавăн пекех Чăваш киноне чĕртсе тăратас ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç.
Кино отраслĕ питĕ анлă. Вăл кино ÿкерессипе танах ăна ăçта тата мĕнле майпа кăтартассипе те çыхăннă. Сăмахран, Николай Медведев каланă тăрăх — Чăвашкинона салатса яриччен республикăра кино кăтартакан 1,5 пин вырăн пулнă. Çакскерсене вырăнти влаçа парсан вĕсенчен пĕри те упранса юлман. Тĕп хулари пысăк кинотеатрсен шăпи те тĕрлĕрен килсе тухрĕ: хăшне хупрĕç, теприне кану центрĕ туса хучĕç, виççĕмĕшĕ çĕр çинчен пачах çухалчĕ...
Республикăра кино ÿкерес ĕçре кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать тейĕ хăшĕ-пĕри. Тĕрĕсси те çук мар çав сăмахсенче. Çапах та ятарлă пĕлÿ илнĕ Юрий Сергеев, Марат Никитин пек сатур каччăсем тата иккĕн-виççĕн пулсан пăр вырăнтан çăмăллăнах тапранмалла пек. Тата вĕсене ĕçлеме майсем туса парасси, хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтересси çинчен те манмалла мар. Кам пурнăçлĕ ăна? Режиссерсемпе операторсем хăйсем е патшалăх? Ыйту уçă-ха.
Надежда СМИРНОВА,
Елена СВЕТЛАЯ
Комментировать