Тупăшура самбистсем кăна

7 Ноя, 2016

Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Олимп резервĕсен самбо тата дзюдо спорт шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри çамрăксен хушшинчи «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕ» самбо турнирне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

«Самбо — Раççейĕн наци пуянлăхĕ», — тенĕ вăл спортсменсемпе куракансене саламланă май. Михаил Васильевич самбо Чăваш Енре спортăн никĕс шайĕнчи тĕсĕ пулни çинчен каланă. Республикăра 10 спорт шкулĕнче самбо уйрăмĕсене уçнă — 2,5 пин спортсмен ăсталăха туптать. ЧР Пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн вице-президентне, республикăри самбо федера-цийĕн президентне Евгений Селиванова спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă, Ришат Нигматуллинпа Сергей Григорьев спортсменсене «Самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕ» удостоверенисемпе паллăсем парса чысланă.

Финал ăмăртăвĕ вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ тупăшăвăн пĕрремĕш кунĕн çĕнтерÿçисене наградăланă. Тĕрлĕ виçере Сюмер Шалданов /Алтай/, Сергей Толчеев /Пенза облаçĕ/, Артем Агаджанян /Чулхула облаçĕ/, Антон Лебедев, Андрей Уваров /Мускав/ çĕнтернĕ. Палăртма кăмăллă: призерсен шутĕнче Чăваш Ен представителĕсем те пур. Александр Пегасов, сăмахран, 65 килограмлă виçере «бронза» çĕнсе илнĕ.

Самбистсем ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тăххăрмĕш хут тупăшнă. Ку хутĕнче ăмăртăва Раççейри 17 регионтан тата Казахстанран килнĕ 200 яхăн спортсмен хутшăннă.

М.АНДРЕЕВ

Рубрика: 
Автор: