УХМАХ ЙЫВĂÇÇИ

2 Ноя, 2016

Ухмах йывăççин /багульник болотный/ пур пайĕ те наркăмăшлă, анчах виçене çирĕп пăхăнсан çамрăк хунавĕсемпе çулçисенчен хатĕрленĕ препаратсем чылай чиртен пулăшаççĕ.

Вĕретсе

Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчине лартса 15 минут вĕретмелле, кăштах пăтраткаласа илмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла.

Ÿпке туберкулезĕпе, ларингитпа, трахеитпа, çивĕч тата вăрах бронхитпа, бронх астмипе аптрасан кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Пиçĕхтерсе

Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ курăка пÿлĕм температуриллĕ вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа сакăр сехет лартмалла, сăрăхтармалла.

Сыпăсем ыратсан, сыпă ревматизмĕ, подагра чухне кунне 3 хут ĕçмелле. Курс — ыратни иртиччен.

Сурана, тăртаннă, çапăнтарса ыраттарнă, пиçсе кайнă ÿте, хурт-кăпшанкă çыртнă вырăна шĕвеке кунне темиçе хут сĕрмелле.

Курăк пуххи

Вĕтетнĕ типĕ 4 пай ухмах йывăççине, 2 пай матрÿшкене /душица/, 1-ер пай хурăн папкине, вĕлтрен çулçине хутăштармалла. 2 пай пухха тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла.

Вăрах бронхит аптратсан кунне 3 хут апат хыççăн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Сиплĕ çу

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ ухмах йывăççине 100 миллилитр хĕвелçаврăнăш е олива çăвне ямалла. Ăшă вырăнта кашни кун силлесе илсе 3 эрне лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

Сунас чухне пĕрремĕш хут кашни сăмса шăтăкне 2-шер тумлам ямалла. Малалла — кунне 3-4 хут 1-ер тумлам. Курс — 1 эрнерен ытла мар. Радикулит, артрит тертлентерсен çак çупа ыратакан сыпăсене кунне темиçе хут сăтăрмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.