Ĕçке хирĕç

3 Ноя, 2016

Халăх ĕçкĕпе иртĕхни, алкоголь продукцийĕпе наркăмăшланни - çак ыйтусем тавра эрнекун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕнче тĕплĕ те çивĕч калаçу пулчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енри "разливайка" текен хупахсенче кăна 102 преступлени пулнă, ÿсĕрле тăвакан преступленисен тÿпи питĕ пысăк, Чăваш Енре "фанфурик" текен спиртлă шĕвексем сутасси анлă сарăлнă.

Киревсĕр пулăмсемпе кĕрешес енĕпе йышăнакан мерăсене сÿтсе яврĕç - вĕсем пирки тĕплĕнрех "Хыпарăн" çитес ытларикунхи номерĕнче вуласа пĕлĕр.

Н.КОНОВАЛОВ.

 

Рубрика: