Савăнăçлă уяв

3 Ноя, 2016

Иртнĕ шăмат кун Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче савăнăçлă уяв пулчĕ. Нумай-нумай хăна шкул 130 çул тултарнине паллă тума килсе çитрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов, Чăваш халăх писателĕ А.И.Кипеч, район администрацийĕн ĕçченĕсем, «Акконд» фабрикăран, Канаш телевиденийĕнчен, Чăваш радиора тăрăшакан, пирĕн шкулта вĕреннĕ К.Н.Архипов тата ыттисем те пухăнчĕç.

Маншăн вара асра юлмалли çакă пулчĕ: хисеплĕ хăнасене этнографи музейĕпе паллаштарасси питех те хумхануллă-çке. Эпĕ ытти ачасен шухăш-кăмăлне те пĕлес терĕм. «Юбилей каçĕнче чи асра юлнă самант мĕн пулчĕ?» — тесе ыйтсан нумайăшĕ хăнасем аякран килсе çитнине палăртрĕ. Кунтан вĕренсе тухнисене тата хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илни те асра юлнине каларĕç. Паянхи шкул пурнăçĕпе паллаштарма экскурсовод пулса тăрăшни те асра юлнă иккен. Интереслĕ самант паллах! Куракансене вара Анатолий Кипеч сăвă вулани, сценăна ачасем тăрăшса илемлетни, вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни килĕшнĕ.

Ял халăхне вара çамрăк ăру ăшă кăмăлпа, кашнине чечекпе кĕтсе илни, шкул музейĕ пуян пулни , ветеран учительсене тарават йышăнни питех те килĕшнĕ. Вĕсем çакăн пек уявсем малашне те пуласса шанчĕç.

Шкул юбилейне анлăн паллă тума нумай çын килнĕ. Ачасен вĕренĕвне татах та интереслĕрех, пуянрах тума Кияметдин Мифтахутдинов шкула 50 пин тенкĕ укçа пачĕ. Вĕрентекенсене те парнесемпе хавхалантарчĕ. Ытти хăнасем те пушă алăпа килмен. Принтер, çĕвĕ машини, кĕнекесем, савăт-сапа, пылак кучченеçсем парса хисеп турĕç. Ача садне пластик кантăк лартма пулăшнишĕн Вячеслв Михайлович Григорьева ырлăх-сывлăх сунчĕç.

130 çул тултарнă шкул ĕмĕрĕ татах та вăрăм пултăрччĕ. Манăн та, ыттисен те шкулăн çавра çуралнă кунĕсене килсе савăнмалла пултăрччĕ.

Юля АХМЕТОВА,

8-мĕш класс вĕренекенĕ.

Канаш районĕ,

Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕ.

 

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: уявра.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.