Каникул иртсен те тĕлпулу манăçмĕ
«Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасене Тутарстанри планетарие илсе каймалла. Унта кинофильм кăтартĕç, экскурси йĕркелĕç», — ăшталанать Шупашкарти 56-мĕш шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ. Сăмах май, хамăр та ача чухне Мускав таранчченех çитнĕ, паллă вырăнсемпе паллашнă.
Çула тухмашкăн хăвăртах автобус тупрĕç. Кашниех кутамккана апат-çимĕç чикрĕ — капла кафе-столовăй шырамалла мар. Кÿршĕ республикăна пĕр кунрах кайса килчĕç вĕсем. Ачасем çÿлçÿревпе питĕ кăмăллă. Çакнашкал экскурси шкул программине çăмăллăнах ăша хывма пулăшĕ. «Тăван тавралăх» урокра планетăсемпе спутниксем çинчен каласа кăтартнă вĕсене. Çавăнпах йăлтах кăсăклă пулнă кĕçĕн класра пĕлÿ илекенсемшĕн.
Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкулти 10-мĕш класс вĕренекенĕсем те Тутарстана çул тытнă. Çамрăксем Хусан историйĕпе, халăх йăли-йĕркипе, архитектура палăкĕсемпе кăсăкланнă.
Вăрмар вăтам шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекенсем те каникулта Тутарстанри истори музейĕнче пулнă. Ачасем «Паллах, наука!» ярăмри шоу программăна хутшăннă. Вĕсене хими тата физика эксперименчĕсемпе тĕлĕнтерсе тыткăнланă. Çакăнтах Çĕр планета историне каласа кăтартнă. Çул çÿрени, паллах, вĕсен тавракурăмне аталантарать.
Шупашкарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ республикăн тĕп хулинчи Чăваш наци музейне, Ÿнер галерейине, Василий Чапаев музейне, Трактор историйĕн музейне кайса курмашкăн вĕренекенсене ушкăнсене пуçтарать. Унсăр пуçне вĕсен Козьмодемьянскри, Шуршăлти музей экспоначĕсемпе паллашма май пур. Ку ĕç республика гранчĕ пулăшнипе пурнăçланса пырать.
Чăваш Енри хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче, спорт комплексĕсенче, культура керменĕсенче викторинăсем, конкурссем, ăмăртусем ирттернине палăртмалла. Апла тăк кĕркуннехи каникула кашниех усăллă ирттерме пултарать.
Элĕкри физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи «Хĕлхем» шкулта, тĕслĕхрен, ГТО нормине тултарас тĕллевлисен фестивальне йĕркеленĕ. Çакăнта 302 вĕренекен хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхнă.
Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕн педагогĕ Надежда Степанова «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче ачасем валли ăсталăх класĕ йĕркеленĕ. Хурăн хуппинчен тĕрлĕ хатĕр тума вĕрентнĕ вăл. Çакăнтах кружокра хăйсен ăсталăхне туптакан ачасен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Чăваш юмахĕсемпе халапĕсен сăнарĕсем уйрăмах килĕшÿллĕ пулса тухнă.
Ольга Антипова хăйĕн ĕçĕсене илсе пынă. Кружокра ăсталанă япалисем пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтернĕ. Вăл ачасен ыйтăвĕсене хаваспах хуравланă. Çакнашкал тĕлпулу хыççăн хурăн хуппипе ĕçлекенсен йышĕ пысăкланасса шанас килет. Тен, камăн та пулсан хушма укçа ĕçлесе илес килĕ? Хурăн хуппинчен тунă япала кĕсьене хулăнлатма май парĕ.
Пăрачкаври Николай Мишутин ячĕллĕ ача-пăча библиотекин специалисчĕсем 7-мĕш класс вĕренекенĕсемпе тĕлпулăва полици ĕçченĕсене чĕннĕ. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор Антонина Глухова йĕрке хуралçин профессийĕ çинчен каласа кăтартнă, йăнăш утăм тăвасран асăрханма ыйтнă. Çамрăкла саккун пăсни пурнăç тăршшĕпех ура хурса пынин тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă вăл. Юлашкинчен полици ĕçченĕ ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, ытларах вулама, ашшĕ-амăшне итлеме чĕнсе каланă.
Кĕркуннехи каникул хăвăртах иртсе кайĕ. Тĕлпулу, экскурси саманчĕсем вара чылайлăха асра юлĕç, шкулта лайăхрах вĕренме пулăшĕç.
Комментировать