Христофор Колумб йĕрĕпе

3 Ноя, 2016

Доминикана — çул çÿреме юратакан кашни туристăн ĕмĕчĕ. Эпир те унта çитсе курма пултарасса шухăшлама та пултарайман паллах. Анчах нимĕнрен те хăрамалла мар иккен.

Отеле çитсе выр­наçсанах яланхи пекех вырăнти гидпа тĕл пулатпăр. Ют çĕршывра хамăра мĕнле тыткаламалли пирки панă инструкци — пĕр япала. Гид калани — пачах урăх.

/Малалли. Пуçламăшĕ

41-42-мĕш номерсенче/.

Хăрушсăрлăх урокĕсем

— Урама пит тухса çÿреме ан тăрăшăр, — хăрушсăрлăх урокĕсене вĕрентет Альфия. — Çывăхра лавкка пур, асăнмалăх сувенирсем, улма-çырла туянма пултаратăр унта. Анчах та ылтăн эрешсене сейфа хурса хăварăр. Тĕттĕмлениччен отеле çаврăнса çитме тăрăшăр. Урамра та, тинĕс хĕрринче те темĕн сутакан та пур. Укçăр хăвăрăн, çапах та наркотик ан туянăр тархасшăн. Йĕрке хуралçисем ку енĕпе çирĕп асăрхаса тăраççĕ... — Альфия сăмахне вĕçлесе ĕлкĕреймерĕ, канмашкăн маларах çитнĕ вырăс турисчĕ пычĕ ун патне: “Пирĕнтен пулăшу кирлĕ мар-и?” “Кирлĕ мар, — хуравларĕ хĕрарăм. Сассинче кăмăлсăрланни палăрчĕ. — Паян кăнтăрла хыççăн кăлараççĕ. Арăмне каларăм — кайса илтĕр. Манран çитет. Халĕ те виçĕ кун апат-çимĕç çĕклерĕм...”

Пирĕннисенчен пĕри чăтаймарĕ, мĕн пулнине ыйтрĕ. Альфия алă кăна сулчĕ. Наркотикпа çыхланмалла маррине тепĕр хут аса илтерчĕ. Участока çаклансассăн апат та çитермеççĕ-мĕн, вырăнти саккунсемпе килĕшÿллĕн йĕплĕ пралук леш енне питĕ нумай çуллăха лекме те пулать.

“Мĕн кирли отельре йăлтах пур” — çакна Альфия темиçе хутчен хытарсах каларĕ. Кунта çуккине экскурсисенче курма пулать. Автомашина тара илсе хăйсем тĕллĕн çÿреме юратакансене те вăл васкама хушмарĕ. Çулсем тÿлевлĕ, экскурси турĕнчен те хаклăрах. Вырăнти сахăр тростникĕн магначĕсем акă, Мексикăри пуян çемье, çулшăн тÿлес мар тесе кĕпер хывнă — капла йÿнĕрех. Мотоцикл тара илме те хыпаланмалла мар иккен. Вырăнти халăх, çĕршыв хыснине туризм самай пысăк тÿпе хывать пулин те, ют çĕртен килекенсене хапăлах мар. Мотоцикла ятарласах пырса тапса йăвантарма, хăйсем çав хушăра алла е урана таптаса каçса кайма пултараççĕ. Пĕтрĕмĕр, мĕнле халăх пурăнать кунта?!

Хулара — хамăр тĕллĕн

Те Альфия сăмахĕсем витĕм кÿчĕç, те вăхăт пулмарĕ — хулана кану вăхăчĕ вĕçленес умĕн кăна тухма май килчĕ. Чăнласах, юмахри пек тинĕс хĕрринчен пĕр самантлăха та пăрăнас килмест. Тухмашкăн сăлтавĕ те питех çукчĕ-ха. Ĕçмелли-çимелли — ресторанра мăй таран. Кун пекех çитернине ниçта та курман. Кашни апатрах — тăватă тĕрлĕ какай: сысна, пăру, чăх, кăркка. Вырăс апачĕпе те сăйлаççĕ: яшка, пăтă... Ирхине чăх çăмартине кăна тăватă тĕслĕ хатĕрлеççĕ. Устрица яшки те çисе пăхрăмăр. Çавăнпа швед сĕтелĕ нимĕн чухлĕ те йăлăхтармарĕ. Хулана, тĕрĕссипе, курас килнипе кăна тухрăмăр.

Вырăнти халăх мотоциклпа ытларах ярăнать. Çине-çинех чупаççĕ вĕсем. Çуран çÿрекен çукпа пĕрех. Хĕрĕмсене сырăнасран хăранăччĕ те, çук, йĕркеллех, никам та сĕмсĕрленмерĕ, куçпа ăсатнине кăна сăнарăм. Лавккана шыраса утнă май ăçталла каймаллине çынсенчен те ыйтрăмăр. Хаваспах ăнлантарчĕç, аллисемпе сула-сулах кăтартрĕç.

Урамсем таса мар. Анчах çулĕ — яп-яка. Ытларах уйрăм çуртсенчен пурăнаççĕ. Туристсемшĕн кăсăклă урама çитетпĕр. Сувенирсем, ытти-хытти сутаççĕ. Пире “Доминикана” тесе çырнă кепкăсем килĕшрĕç. Хакĕ — 10 доллар. Кунта вырăнти валютăна — песо — кăна мар, курспа килĕшÿллĕн доллар та йышăнаççĕ. Анчах паянхи курс — пĕр-икĕ çул каяллахи мар ĕнтĕ. Арабсемпе хаклашнине аса илсе кунта та тавлашма пăхатпăр. Мĕн тетĕр? 10-ран 5-е çитертĕмĕр вĕт! Эпĕ чĕлхене акăлчанла хуçкаланине ют çĕршывсенчи юлташĕсемпе Интернет урлă хутшăнакан хĕрĕм сăнаса кулса вилет. Култăр-иç. Сутуçăпа пĕр-пĕрне чиперех ăнлантăмăр вĕт. Хак чакарма пултартăм. Урăх мĕн кирлĕ тата?

Доминиканăра туристсем асăнмалăх сăн-питсĕр пукане туянаççĕ. Тĕп вырăнта, паллах, ром. Тата — мамахуана. Ун пирки кунта киличчен илтмен те. Юман хуппи çинче тытнă шурă тата хĕрлĕ эрехе пылпа хутăштараççĕ. Рецепчĕ, чăн та, темĕн тĕрли те пур. Хаярăшĕ — 37 градус. Ĕçме те тутлă. Çапах та чей вырăнне усă курмалла мар, пуçа ай-яй! лайăх минретет. Доминиканăран çавăн пекех юлташсем валли парне сигара илсе тухаççĕ. Кунти шăккалатпа какао та чи пахалăхлисенчен пĕри шутланать. Темĕн те илес килет те, анчах та хаксем пирĕн патринчен виçĕ хут пысăкрах. Çапах та ромсăр киле мĕнле таврăнăн? Сигари юрĕ-ха. Унсăр пуçне мамахуана тумалли юман хуппине туянатпăр. Мĕн, шурă тата хĕрлĕ эрех хамăрăн çук-им пирĕн?

Саона-Баунти — çăтмах кĕтесĕ

Хаксем пирки каларăм ĕнтĕ. Экскурси те — çав шутрах. Çын пуçне — 100 доллар. Унран йÿнни çукпа пĕрех. “ВДВ сафари-шывсиккине” кайса курас кăмăл пурччĕ. Виçсĕмĕре 18 пин тенкĕ кайса ларать. Уншăн манăн 1 уйăх ĕçлемелле. Анчах татса памалла мар ыйту пур-и вара? Шывсиккисем курнă-ха. Çĕр айĕнчи кÿлĕ кăсăклăрах маншăн. Вĕсене çĕршывăн тĕп хулинче Санто Домингора та курма пулать. Унпа пĕрлех хулипе хăйĕнпе те паллашма май пур. Çапла икĕ тур суйласа илтĕмĕр — тĕп хула тата Саона утрав. Тĕп хула çинчен иртнĕ номерте каласа кăтартнăччĕ. Халĕ кĕскен — Саона çинчен.

Тамăкпа çăтмах çинчен тавлашу вĕçĕмех пырать. Пĕрремĕшĕ пирки калаймастăп, анчах та иккĕмĕшĕ пирки пачах та ан иккĕленĕр — çăтмах чăнласах пур. Доминиканăри Саона утравĕ вăл. Çĕрме пуянсем те, чи çутă çăлтăрсем те çÿреççĕ унта. Голливуд çăлтăрĕсен тата пуянсен Санто Домингоран инçех мар хăйсен хупă хули пур. Айккинчи çынсене кĕртмеççĕ унта. Хулара йăлтах — хăйсен, çав шутра — пляж та. Анчах та вĕсем унти тинĕспе çырлахмаççĕ — чаплă шутланмасть вăл. Хупă хулари çурчĕсене — пирĕнле дача пулать-тĕр — çăлтăрсем АПШран икĕ сехет вĕçеççĕ, хăйсен ятарлă аэропортĕнче чарăнаççĕ. Унтан хăйсен яхтисемпе Саона çине канма каяççĕ. Ричард Гир, сăмахран, яланах унта канать.

Саонăн тепĕр ячĕ — Баунти. Çапла, рекламăна шăпах çак утрав çинче ÿкернĕ. Утрав йĕри-тавра — коралл рифĕ. Унта темĕн тĕрлĕ пулă та курма пулать: мурена, чĕрĕп-пулă, попугай-пулă, скат... Пире вара нимрен ытла тинĕс çăлтăрĕсем илĕртрĕç. Пуçа шыва кăшт чиксенех курма пулать вĕсене, хумсен айĕнче лăпкăн чÿхенекенскерсене. Анчах шывран кăларсан 10 çеккунтранах вилеççĕ мăнтарăнсем. Юрать-ха, гида ĕненсен, вилнинчен те хăвăртрах ĕрчеççĕ хăйсем. Çакă пулăшать те вĕсене упранма.

Саона экскурсийĕ... ÿсĕр халăхпа асра юлчĕ. Паллă ĕнтĕ, вырăссене /пирĕн çĕршывран пынисем вырăнтисемшĕн пурте — вырăс/ пĕр яхтăна пуçтарнă. Каялла катамаранпа таврăнтăмăр. Раççей тĕрлĕ хулинчен пуçтарăннă 30-а яхăн турист тухрăмăр çула. Утрав çине çитиччен хĕрме ĕлкĕрчĕç. Пуринчен ытла кÿршĕсем — Тутарстанран çитнĕ икĕ пике — палăрчĕ. Эпир тавралăх илемĕпе киленнĕ вăхăтра хайхисем... арçынсене çыпăçрĕç. Пăхас мар — пĕр яхта çинче куç тата ăçта кайтăр-ха? Ыттисем вырăнти вĕри ташăсен картне ларма хăтланса кĕлеткисене авкаланă-хуçкаланă вăхăтра, хăшĕ-пĕрин чиперех пулать тата, кусем гида çавăрма ăнтăлчĕç. Александр, темĕн те курнăскер, айккинелле пăрăнма васкарĕ. Чиперккесенчен пĕри арăмне отельре хăварнă капан пек арçын ачашлăвне хирĕçлемерĕ. Тепре пăхнă çĕре хайхисем... яхта çинчи çетка çине ыталашса кĕрсе выртнă. Тĕрĕсрех, пике арçынна хăй айне тунă. Тепри хура ÿтлĕ, тачка туталлă негр çумне çилĕм пек çыпăçрĕ. “Эй-тур-тур, çаксен те ашшĕ-амăшĕ пур вĕт”, — мăкăртататăп ăшăмра.

Ку та юрĕ-ха, ячĕ те хăйсен, кĕлетки те... Икĕ çулсенчи арçын ача вăт каялла чĕррĕн çаврăнса çитеймесрен питĕ хăранăччĕ. Ашшĕ ура çинче аран тăракан пулчĕ вĕт, амăшĕ те пепки çинчен маннă. Пĕчĕкскер никам куриччен палуба çине упаленсе хăпарса каять. Шуса шыва ÿкме патнех çитнĕ самантра е пĕри, е тепри ачана ураран, алăран ярса илсе каялла сĕтĕрсе антарать. Юлашкинчен çакă пурне те йăлăхтарса çитерчĕ курăнать. “Пăхăр ачăра!” — тени илтĕнме пуçларĕ. Телее, çырана хайхискер каялла чиперех таврăнчĕ. Пристаньрен отеле автобуспа таврăнмалла. /Çул çинче “Парк юрского периода” фильма ÿкернĕ каньон çумĕпе иртрĕмĕр. Нимех те калаймăн — чăнкă/. Хула урамĕпе ушкăнпа пыратпăр. Халăх утакан çĕртре машинăсем хăвăртлăхне чакараççĕ. Акă вĕсенчен пĕри пире хăваласа çитсе майĕпен иртсе кайрĕ. Арçын ачан ашшĕ сикрĕ те... унăн багажник хыçĕнчи саппаслăха çакăнса тăракан урапинчен çакланса малалла ларса кайрĕ. Арăмĕ кăшкăрса ун хыççăн чупрĕ. Ача ăçта?! Ун-кун пăхкаласан курах кайрăм — Саона гичĕсенчен пĕри, ватă негр, йăтса утать хайхискерне...

Ирĕклĕх

Кирек ăçта çитсен те вырăнти халăх пурнăçĕ çинчен ыйтса хăшкăлтаратпăр гидсене. Кунти çемьесем нумай ача çуратни палăрать. Мĕн сăлтавпа? Патшалăхран пулăшу кĕтсе илмелли çук иккен. Пенси те — ячĕшĕн кăна. Вăл çук тени тĕрĕсрех те пулĕччĕ. Пурнăç тăршшĕпе çын хăй мĕн чухлĕ пухнă — çавна кăна тÿлет патшалăх. Анчах та сак тулли ача çуратнă хĕрарăмăн хăçан ĕçлемелле? Чăн та, çие юлнă хĕрарăм “чирлĕ” шутланмасть унта. Декрет отпускĕ çинчен калаçмалли те çук. Çуратас умĕн те, хыççăн та кĕске вăхăт кăна параççĕ: çие юлни 8 уйăх çитсен ăсатаççĕ, ача 3 уйăх тултарсан ĕçре каялла кĕтеççĕ. Тухмарăн, ĕç вырăнне çухатрăн. Анчах та тепре пăхнă çĕре хĕрарăм каллех — пысăк хырăмлă. Пепкисем ÿссе çитсен хăшĕ те пулин çынна тухасса, йĕркеллĕ шалу илсе çемьене пулăшасса шанса нумай ачана кун çути кăтартать ашшĕ-амăшĕ.

Вĕренÿ, медицина — йăлт уйрăм харпăрлăхра. Патшалăхăн та пур. Анчах та хăйне хисеплекен çын унта нихăçан та каймĕ, ун пек шкул та, больница та — чи чухăннисем валли кăна. Вĕсене вырăнтисем “отбросы общества” теççĕ.

Пăшал — ирĕклĕ сутлăхра. Анчах та ăна урамра пурне те хăратса силлесе çÿреме юрамасть. Килте хăвна хÿтĕлеме — тархасшăн. Çынна тапăнса 10-15 хутчен пенĕшĕн айăплама пултараççĕ. Хаярлăх шутланать ку. Пурнăçна тата пурлăхна хÿтĕлесе çынна пĕрре персех вилмеллех шаплаттарни вара саккуна пăсни шутланмасть. Уншăн айăпламаççĕ.

Хуласенче халĕ те геттосем пур. Санто Домингори кĕпер айĕнче, сăмахран, наркомансем, вăрăсем, çын вĕлерекенсем тĕпленнĕ. Ара, унта, хĕл пулманнине кура, урамрах пурăнма пулать вĕт. Анчах та вăл вырăна пырса кĕрессинчен Турă сыхлатăр. Каялла чĕррĕн тухасси пирки Роман гид та иккĕленет. Кăларса ярсан та юлашки йĕме те хывса юлĕç. Тепĕр чухне йĕркелĕх хуралçисем пырса сĕкĕнеççĕ — кама та пулин шыраса. Ун пек чухне унта чăн-чăн вăрçă пуçланать.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.