Ирина ХАКАМАДА: “Пурнăç çулне кавирпе витмен”

3 Ноя, 2016

Политик, писатель, телеертÿçĕ пурнăçа улăштармашкăн васкама хистет

1. Улшăнусене тĕрĕс пуçламалла

Текех кун пек чăнласах пĕр кун та пурăнма пултараймастăр: е вилетĕр, е лапчăнатăр... Эсир çак тапхăра çитнĕ-и? Апла тăк чăнласах улшăнмашкăн вăхăт çитнĕ. Тунсăх туйăмĕ ăшне путнипе кăна нихçан та ан пуçлăр улшăнусене — ĕç каймĕ. Чăнласах аптăранă кăвакал пек кутăн чăмма пиçсе çитнĕ тĕк — тархасшăн. Саламлатăп, эсир тĕпне çитнĕ. Унтан вара тапса ярса çÿлелле хăпарма пулать.

2. Тĕллев лартăр та... тăхтав тăвăр

Пĕчĕк тăхтав та пулин кирлех. Киленÿ шырама ан васкăр, пурнăç тĕлĕшпе ÿпкелешсе калаçмашкăн юлташăрсем патне те ан чупăр. Çывăх çыннăра ан тапăнăр.

Пачах тепĕр май, хăвăр тĕнчере хупланăр. Талăклăха та пулин. Пĕчченлĕхе юлăр. Телефона сÿнтерĕр. Пуç мимине хушу парăр: манăн хама çĕнĕрен тупмалла, малалла ăçталла талпăнмашкăн тĕллев палăртмалла.

Çак ыйтăва ăшăрта хут листи çине те çырма пултаратăр, ăна, фантази шайĕнче, магнитпа усă курса пĕр-пĕр çĕре çирĕплетсен те юрать. Калăпăр, сивĕтмĕш çумне. Магнит мĕн тĕслĕ-ха сирĕн? Хĕрлĕ, сарă, тен, эсир ăна таçти çулçÿреврен илсе килнĕ?

Çыпăçтартăр-и? Халĕ хут татки çинчен манăр та ал ĕçĕпе аппаланăр. Шăпах пÿрнесем ĕçлеччĕр. Е алăра шар йăвантарăр, е ÿкерĕр. Çыхма та пултаратăр. Чи кирли, пуç, куç, чун хăвăра килĕшекен ĕçпе аппалантăр. Çакăн хыççăн тутлă шăршăллă ваннăра çăвăнăр, унта иланг-иланг, лаванда эфир çуне хушсан юрать. Çакăн хыççăн лăпкăн кăна çывăрма выртăр.

3. Ним пулман пек малалла пурăнăр

Эсир вăраннă çĕре каннă пуç çакна систерĕ — йăлтах лайăх пулать. Чунра та çăмăлланĕ. Чи кирли — тăраниччен çывăрма тăрăшăр. Малашлăх пирки пуç ан çĕмĕрĕр, мĕн тумалли хăй тĕллĕнех уçăмланĕ.

Тен, малашлăх тĕлĕкре курăнĕ. Тен, пĕр-пĕр лару-тăру уçăмлатĕ. Эсир пуç мимине хушу панă вĕт — шанăр ăна.

4. Хăрама пăрахăр

Паллах, пурнăçа улăштарма çăмăл мар. Пирĕнте вырăс характерĕ пытаннă — камăн çурăмĕ хыçне те пулин пытанмалла, пĕр-пĕр утăма хамăр тĕллĕн тума тăхтамалла. Шухăшлама пултаратпăр-ха эпир. Шухăш вĕççĕн пурнăçа улăштарма яланах хатĕр. Вăт çакăн тĕлĕшпе пĕрремĕш утăм тума вара хăратпăр. Йĕри-тавра пурте пире хирĕç чухне шиклĕх туйăмĕ вăйланать кăна.

Мĕн пулăшать-и? Калăпăр, эсир мĕнрен хăрани чăна çаврăнать. Çаврăнтăр. Кун пек чухне ăна лупа витĕр тишкерме çăмăлрах.

Калăпăр, эсир ĕçрен кайма, упăшкăра пăрахма е ачăрсенчен уйрăлма шикленетĕр. Çакă вара чăн пурнăçра пулса иртнĕ тейĕпĕр. 20 минут та пулин çак лару-тăрура пурăнса пăхăр. Сирĕн пуçра кинофильм çаврăнать. Унтан эсир кинопленкăна илетĕр те чĕртсе çунтаратăр. Кĕлпе пĕрле сирĕн шиклĕх те çухалать — мĕн пуласси пулнă ĕнтĕ.

Çакна ăша хывма тăрăшăр: телейлĕ пулас килет-и? Ку вара сирĕнтен хăвăртан кăна килет.

5. Хăвăр вăя шанма хăнăхăр

Çапла, теветкеллĕ утăм тума çăмăл мар. Çак тĕллевпе философие улăштарăр: çак пурнăçра хăвăра хăвăр кăна пулăшма пултаратăр. Урăх никам та. Ну, çук вăл — урăххи! Çемье те, упăшка та, çĕршыв та, пенси фончĕ те, чиновник та пулăшмĕ сире. Хăвăр кăна.

Çакна тата сире иккĕмĕш пурнăç никам та памассине ăнланса илсенех пĕрремĕш утăма тума çăмăлланĕ.

6. Пурнăçпа тан пырăр

Енчен те ăнăçу çулĕпе утас тетĕр тĕк хăвăр мĕнле вăхăтра пурăннине ан манăр. Тĕлĕнмелле саманара пурăнатпăр эпир. Информаци çĕнĕ технологийĕсем, пулăмсем пурнăçа тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа улăштарса пыраççĕ. Çавăнпа та лăпкăлăх çинчен манма тивет, лăпкă пурăнас текенсен вара — ăнăçупа сывпуллашма.

Вăхăтпа тан пырăр, улшăнма ан хăрăр, кашни кун... çĕнĕрен çуралăр, йывăрлăхсене йышăнма, вĕсене парăнтарнинчен киленÿ илме вĕренĕр. Вара сире ăнăçатех.

Теветкеллĕ çын пулма ан хăрăр. Çапах та теветкеллĕ пĕчĕк утăмсем кăна тăвăр — унсăрăн шăтăка ÿкме те часах. Çивĕч те çăмăл кĕлеткеллĕ пулăр — ĕçе, киле, упăшкана хăть те хăш самантра улăштарма хатĕр тăрăр. Халĕ кризис — пĕр вырăнта хытса тăма юрамасть.

7. Хăвăра юратма вĕренĕр

Юрату чи малтанах яваплă хисеп çинче тытăнса тăрать. Апла тăк пĕр чарăнми вĕренмелле. Сире хутшăнусем тивĕçтермеççĕ-и? Улăштарăр, сирĕншĕн кам та пулин яваплă утăм тăвасса ан кĕтĕр. Юлташ сахал-и? Вĕсен йышне ÿстерес енĕпе ĕçлĕр. Вĕсем хăйсем сирĕн пата пырасса кĕтсе ан ларăр.

Хăвăр пирки хитре мар тесе шухăшланă чухне çакăншăн макăрса ларнипе çырлахмастăр вĕт-ха, мĕн те пулин улăштарма тăрăшатăр: стиль, çи-пуç, кĕлетке, прическа... Никама та шанса лармасăр хăвăрах тăрăшатăр. Палăртнине пурнăçа кĕртме май килсен хăвăра хисеплеме, шанма пуçлатăр. Çакă ĕнтĕ вăл юрату. Ун çине таянса пурнăçа улăштарма тытăнмалла.

Анчах та кун пек чухне эгоиста çаврăнассинчен сыхланмалла. Кирек мĕнле хутшăну та, çав шутра — пепке те, компромисс ыйтать. Çывăх çыннăра нихăçан та сутмассине пĕлетĕр эсир, анчах та лару-тăрăва хăвăртан çÿллĕ пулмашкăн памалла мар.

Юрату пур йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать: ÿксен — тăма, тăхтав хыççăн малалла талпăнма, депресси авăрĕнчен тухма. Пурнăç çулне кавирпе витмен. Анчах теветкеллĕ утăмсăр ăнăçу тума çук — çакна эсир ăнланатăр, йышăнатăр.

Çакăн пек пулмалла вăл — пурнăç. Шурлăхри пек лăпкă пурăнма май килмĕ. Хĕвеллĕ пĕр-пĕр кун йăлтах лайăх пуласса, пĕтĕм ыйту хăй тĕллĕн татăласса кĕтсе ларатăр—и? Ан улталăр хăвăра. Ун пек пулмассине хăвăрах пĕлетĕр. Çакна кĕтсе ларсан юлашкинчен çав шурлăха мăй таранах лакса ларма пулать. Унтан вара тухаймăр та.

8. Телее хăвăр туптăр

Юлашки икĕ çул çакăн пек лару-тăрăва лекрĕм эпĕ — упăшка пĕр пус та ĕçлесе илейми пулчĕ. Ку çитменччĕ — парăма кĕрсе кайрĕ. Пĕтĕм яваплăх ман çине куçрĕ. Эпĕ шăв-шав çĕклесе ăна асаплантармарăм. Вăл айăплă мар. Самана çапла çаврăнса тухрĕ. Тен, айăплă та пуль? Анчах та пирĕнтен кам йăнăшмасть?

Эпĕ çемьене тăрантарас ыйтăва хам çине илтĕм. Çав вăхăтра манăн та кăткăс тапхăрччĕ. Анчах та эпĕ ун çинчен шухăшламарăм, хамăн вăя шантăм. Эпĕ çакна пĕлсех тăтăм — йывăрлăхсене парăнмăпăр, кĕрешĕпĕр, хамран мĕн килнине йăлтах тăвăп — никама кÿренмесĕр, никама шанмасăр... Позитив юхăмĕ палăртнине пурнăçлама пулăшрĕ. Эпĕ çав укçана ĕçлесе илтĕм.

Хам пурнăçа сăнаса çапла пĕтĕмлетме пултаратăп — телей тÿперен ÿкмест. Телей — скульптура пек. Ăна хамăрах калăплатпăр, кирлĕ форма йăвалатпăр. Çавăнпа пĕтĕмпех пирĕн ăсталăхран кăна килет.

/Леди. майл.ру/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.