Патшалăх пулăшăвĕ: хăвăртрах та меллĕрех

3 Ноя, 2016

Пĕр-пĕр справка е документ илес, патшалăх пулăшăвĕн ытти тĕсĕпе усă курас тесен вăхăт нумай кирлине пирĕнтен чылайăшĕ лайăх пĕлет: пуçлăхран ирĕк ыйтса ĕçрен каймалла, чиновник пÿлĕмĕ умĕнче вăрахчен кĕтмелле, унта та, пулăшушăн тÿлеме кайсан та черет тăмалла… Мĕн палăртнине пĕрре кайсах вĕçлесен аван-ха, анчах чылай чухне вăл е ку учреждение темиçе те çитме тивет.

Телее, пурнăç улшăнсах пырать. Хальхи вăхăтра чылай ыйтăва килтен тухмасăрах, электрон мелпе — Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /ПППП/ урлă — татса пама пулать. Çак сайт урлă тĕрлĕ штраф тÿлеме, автомобиле регистрацилемешкĕн тата водитель правине, ют çĕршыв паспортне илмешкĕн документсем пама, ача садне черете тăма, мăшăрланасси пирки заявлени çырма тата ыттине тума май килет. Чи пахи – электрон заявление кирек хăçан та — ирхине те, çĕрле те, канмалли тата уяв кунĕсенче те — пама юрать, ал айĕнче Интернет сечĕпе çыхăнтарнă компьютер, планшет е карас телефонĕ çеç пултăр. Çакăн хыççăн çын хăйĕн ыйтăвне татса парас ĕç мĕнле пынине тĕрĕслесе тăма пултарать. ПППП урлă çавăн пекех вăл е ку пулăшăва ăçта тата мĕн вăхăтра илме май пуррине, уншăн мĕн чухлĕ тÿлемеллине, мĕнле документсем кирлине пĕлме; патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсем пирки информаци тупма пулать. Кирлĕ пулсан должноçри çынсен тыткаларăшĕ е вĕсем нимĕн те туманни çинчен шалăп пама та юрать.

Кăсăклă самант пирки каласа кăтартас килет. Кăçалхи авăн уйăхĕнче Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче хваттер сутаканпа ăна илекене куçпа курмасăрах пуçласа «сделка» тунă. Вĕсен иккĕшĕн те электрон-цифра мелĕпе алă пусни пулнă, çавăнпа икĕ çак гражданин пĕр чăрмавсăрах — Шупашкарти хваттерне сутакан Санкт-Петербургра, туянакан вара Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăннине пăхмасăр — Росреестр порталĕ урлă кирлĕ документсене панă. Çапла майпа вăхăтне перекетленĕ. Лайăх вĕт! Патшалăх пулăшăвĕсемпе электрон мелпе хуласемпе район центрĕсенче çеç мар, республикăри пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те усă курма пултараççĕ.

«Ку — пирĕн валли мар, çамрăксемшĕн», — тейĕ хăшĕ-пĕри, уйрăмах аслăрах çулти. Çапах çакă йăнăш шухăш. Хальхи вăхăтра аслăрах çултисем те компьютерпа ытларах та ытларах ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ, ку енĕпе ятарлă курссем йĕркелени те ырă витĕм кÿрет паллах. Тивĕçлĕ канурисем, тĕслĕхрен, пенси илмелли меслете /почта е пĕр-пĕр банк урлă/ улăштарасси пирки çырнă заявление Пенси фондне каймасăрах, электрон мелпе, пама пултараççĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх — электрон заявленисен шучĕ ÿссех пырать. Кăçалхи авăн уйăхĕнче пенси палăртасси тата килсе парасси пирки ыйтса çырнисен 60 процентне асăннă ведомствăна Интернет урлă çитернĕ. Пенсионерсем çавăн пекех «Гражданинăн харпăр кабинечĕ» урлă пенси тĕсĕ тата виçи пирки справка саккас параççĕ, йышăнăва çырăнаççĕ. Çамрăксем вара «Пенси калькуляторĕпе» усă кураççĕ, амăшĕн капиталĕн сертификатне илме заявлени çыраççĕ.

Çынсем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă ЗАГС пулăшăвĕсемпе те анлăн усă кураççĕ. Акă кăçалхи 9 уйăхра республикăри ЗАГС органĕсене www.gosuslugi.ru портал урлă 25780 электрон заявлени /пĕтĕмĕшле шутран 65,6%/ çитнĕ: çав шутран ача çуралнине регистрацилесси пирки — 8541 /66,8%/, мăшăрланасси çинчен — 3468 /61,8%/, çын вилнине çирĕплетес тесе — 9091 /74,3%/, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна тепĕр хут пама ыйтса — 3762 /64,4%/, уйрăлас тĕллевпе — 918 /32,6%/. ЧР Юстици министерстви пĕлтернĕ тăрăх — электрон мелпе пулăшу кÿрессин кăтартăвĕсем Çĕрпÿ, Вăрмар, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă районĕсенчи тата Шупашкар хулин Мускав районĕнчи ЗАГС уйрăмĕсенче пысăк. Вĕсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Чăваш Енре халăха электрон мелпе пулăшасси вăй илсех пырать. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче патшалăх пулăшăвĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 48 процентне шăпах ПППП тата ведомствăсен информаци тытăмĕсем урлă кÿнĕ. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн электрон мелпе пулăшу илекенсен тÿпи 2018 çул тĕлне 70% çитмелле. 2016 çул вĕçĕнче регионсенче çак кăтарту 50% пулмалла. Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн 94 тĕсĕпе электрон мелпе усă курма май пур: ÇÇХПИ штрафĕсене тĕрĕслесси тата тÿлесси, прописка улăштарасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме субсиди илмешкĕн заявлени парасси, ачашăн уйăхсерен тÿлекен пособие палăртма ыйтса çырасси, юрăхлă ĕç шырасси, налук декларацине парасси, врач патне çырăнасси тата ытти те.

Патшалăх пулăшăвĕпе хаклă вăхăта сая ямасăр тата черет тăрса хăшкăлмасăр усă курас тесен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. Ку утăма тума пачах та йывăр мар: www.gosuslugi.ru сайта кĕрсе «Регистрация» кнопкăна пусмалла, хăвăр ят-хушамата, карас телефонĕн номерне е электрон почтăн адресне çырмалла. Пулăшу ĕçĕсен пĕр пайĕпе регистрациленнĕ хыççăн тÿрех усă курма май килет. Порталăн пĕтĕм майĕ çыншăн туллин уçăлтăр тесен унăн «учетная запись» текеннине çирĕплетмелле. Ку утăма Нумай функциллĕ центрсенче, районсемпе хуласен хăшпĕр администрацийĕнче, Раççей Пенси фончĕн уйрăмĕсенче, ÇÇХПИ регистраци-экзамен уйрăмĕсенче тума ирĕк пур. Таçта кайса çÿрес теменнисем çирĕплетекен код ыйтса почта урлă çыру саккас пама пултараççĕ. Çавăн пекех универсаллă электрон карттăпа та усă курма юрать.

Пĕтĕмлетсе акă мĕн калас килет: Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ çынсен пурнăçне лайăхлатма, пулăшу ĕçĕсене малтанхинчен меллĕрех те шанчăклăрах меслетпе тата хăвăртрах илме май парать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.