Турци консулĕпе тĕл пулнă

3 Ноя, 2016

Чăваш çыравçисем Турцин Хусанти тĕп консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă. Вĕсем чăвашсемпе турккăсен усăллă çыхăнса ĕçлемеллине палăртса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă, çав шутра — литературăпа çыхăннисене те.

Тутарстан çав çыхăнусене нихăçан та татман. Елабугăра, ытти хулара Турци пайтаçисем уçнă вун-вун çĕнĕ завод ĕçлет, пин-пин çын ĕç вырăнĕ тупнă. Турцире çуллен тутарсен темиçе кĕнекине куçарса пичетлеççĕ. Çавăнпа чăвашсемпе турккăсен — тăванла икĕ халăх — хутшăнусене çине тăрсах аталантармалли каламасăрах паллă.

Чăваш çыравçисен «Хурăнташ» пĕрлĕхĕн ертÿçин заместителĕ Юрий Сан, Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн яваплă çыруçи Евгений Турхан, Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин пулăшуçи тата Тĕрĕк тĕнчин культура тĕввин ертÿçи Илле Иванов Хусана Турхан Дильмач консул йыхравĕпе кайнă, вĕсем Турци Республикине йĕркеленнĕренпе 93 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ дипломати йышăнăвне хутшăннă. Хăнасен ячĕпе Турци Президенчĕ Реджеп Тайип Эрдоган саламлă телеграмма янă, Турхан Дильмач консул пухăннисене вырăсла тата тутарла саламланă. Тутарстанран, Пушкăртстанран, Чăваш Енрен тата ытти çĕртен пухăннă хăнасен ятĕнчен ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Римма Ратникова тухса калаçнă, турккăсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх суннă.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.