Лава ăспа туртсан — аталану сулмаклă

3 Ноя, 2016

«Ертÿçĕн начарринче лайăххине курма пĕлмелле, лайăххинче – начаррине. Хамăр ларакан пукан ăшшине кăна мар, вăл пăр пек сиввине те, хĕртнĕ пăшатан пек пĕçертнине те туймалла», – тет Рудольф Васильевич. Тата: «Манăн, аллă çула çитнĕскерĕн, хамăн ыттисене вĕрентмелле пек, анчах эпĕ паян та куллен çĕннине ăша хывма тăрăшатăп», – тет. «Хыпар» хаçатăн хăни – Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов /сулахайри/. Муниципалитет малашлăхĕ пирки калаçнипе пĕрлех Рудольф Васильевичăн шухăшлавне ăнланма тăрăшрăмăр.

Кашни тăваткал метр тупăш кÿтĕр

–Рудольф Васильевич, эсир Патăрьел районне ертсе пыма тытăннăранпа юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче çулталăк çитрĕ. Районне пĕлмен мар-ха: вырăнти çын, администрацире те тăрăшнă. Хăвăр умăрти ертÿçĕпе Николай Глуховпа танлаштарасси муниципалитет тилхепине тытнă чухне шиклентермерĕ-и?

– Николай Глуховпа пĕрле унăн заместителĕнче çичĕ çул ĕçленĕ. Унтан эпĕ ыррине нумай илме тăрăшнă. Чăн та, райадминистрацин пуçлăхĕн лавне туртассине вăйлă ертÿçĕ хыççăн кÿлĕнме тиврĕ. Тăван тăрăха пĕлни, район администрацийĕнче унччен те ĕçлени пулăшса пырать, мĕншĕн тесен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприяти-организаци ертÿçисемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ. Район администрацийĕнчен Россельхозбанкăн районти филиалне ертсе пыма куçсан та вырăнти ертÿçĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ çыхăну татăлман. Çак лава пĕр кÿлĕннĕ пулсан маларахри ертÿçĕсенчен начартарах ĕçлеме ирĕк çук.

Ĕçе пуçăнсанах заместительсене ылмаштартăм. Унчченхисем япăх тесе мар, пĕр шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшакан çынсене пухма тăрăшрăм. Малашлăха курма-пăхма пĕлекенсем пулччăр терĕм. Заместительсем мĕн чухлĕ пултаруллăрах – ĕçлеме çавăн чухлĕ çăмăлрах. Вĕсем тăрăшуллине, талпăнуллине эпĕ те туятăп. Лава ăслă-тăнлă çынсем туртсан район аталанăвĕ те çирĕпрех-сулмаклăрах.

– Хăшĕ-пĕри хăйĕн çумĕнчи вăйлă специалистсенчен хăрать. Эсир пачах урăхла – шикленместĕр.

– Кирек епле ĕçре те хам тавра ăслă-тăнлă, вăйлă çынсене пухма тăрăшнă. Унсăрăн аталану пулмасть. Чылай çул пĕрле тăрăшнă ертÿçĕсене тав сăмахĕ калас килет. Турă мана яланах пултаруллă çынсемпе паллаштарнă, туслаштарнă. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли, вĕренмелли нумай. Пултаруллă ĕçтешĕм-пуçлăхсемпе савăнатăп, мухтанатăп.

– Ĕçе ăнăçтарма, манăн шутпа, тĕллев тата пулăшса пыракансем кирлĕ. Сирĕн ĕмĕтĕр еплереххине тата пулăшаканăрсем камсем иккенне пĕлес килет.

– Тĕллев – районăн экономикин паянхи шайне тата çÿлерех хăпартасси. Мана — команда пулăшса пырать.

– Кирек епле муниципалитета аталантарас тесен те укçа-тенкĕ кирлĕ. Тата, тĕрĕсрех каласан, инвестици хывни.

– Паллах, инвестици тата шырамалла. Паянхипе лăпланса лармалла мар. Эпир укçа çинче утса çÿретпĕр. Регистрацилемен çурт-йĕр, çĕр самай. Çавсене палăртса, вĕсен хуçисене тупса пурлăхне шута илтерттерсен, вĕсем налук, аренда укçи йĕркеллĕ те вăхăтра тÿлесе пырсан хыснана «кĕмĕл» ытларах кĕрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умне те çавăн пек тĕллев лартнă. Кашни территорире кашни тăваткал метр çĕрĕн хуçи пулмалла, тупăш кÿмелле.

Патăрьел районĕнче тĕштырă, сĕт, какай туса илме вĕренсе çитрĕмĕр. Халĕ чĕртавара тирпейлесси пирки шухăшлатпăр. Выльăх пусмалли цех вунна яхăн. Чĕртавара маларах ютри тирпейлекен предприятисене сутнă пулсан — ÿлĕмрен вырăнтах хатĕрлĕпĕр. Пулас тупăша мĕншĕн такама тыттармалла? Хамăр патрах туса илме май килнĕ чухне апат-çимĕçе мĕншĕн аякран турттармалла? Кăçал икĕ цех уçма палăртатпăр, вĕсенчен пĕрне нумаях пулмасть хута ятăмăр. Вĕсенче аш-какайран консерв, тĕтĕмленĕ тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлетпĕр.

Ял тăрăхĕсем хăйсен тупăшне мĕн чухлĕ ытларах ÿстерсе пыраççĕ, çавна кура районтан укçа-тенкĕ ытларах уйăратпăр. Ку – пĕрре. Тепри – шкулсем, ФАПсем, çул-йĕр, клубсем тума республика тата федераци программисене хутшăнасси. Çывăрмалла мар, документсене хатĕрлемелле, конкурссене хутшăнмалла. Хамăн заместительсен ĕçне эпĕ ра­йо­на укçа мĕн чухлĕ илсе килнине кура хаклатăп.

Ÿркенмен çын валли ĕç пур

–Укçа-тенкĕ пирки калаçнă май тепĕр самант пирки те сăмах хускатас килет. Пĕр енчен, усламçăсене çул уçса пымалла тетпĕр. Тепĕр енчен вĕсене «кавир çине» чĕнсе налук ăçта тесе час-час тустарнăн туйăнать. Кунта эпĕ Патăрьелсем çапла хăтланаççĕ тесшĕн мар. Муниципалитетсемпе тĕрĕслев органĕсем, налук пухакансем пирки калатăп... Çак енĕпе пуриншĕн те лайăх меслет епле тупмалла-ши?

– Кунта эпĕ нимĕнле ыйту та курмастăп – вĕсене эпир чăрмав кÿместпĕр. Усламçăсене уйăхра пĕрре пуçтарса çивĕч ыйтусене сÿтсе явассине йăлана кĕртрĕмĕр. Унта эпир вĕсен шухăш-кăмăлĕпе, хăш енĕпе аталанас тенипе, мĕнле пулăшу кирлипе, мĕн чăрмантарнипе кăсăкланатпăр. Пирĕн вĕсене алă парса пулăшмалла. «Район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем е манăн заместительсем сире ура хурсан мана систерĕр. Пирĕн, влаçрисен, сире пулăшса пымалла», — тесе усламçăсене асăрхаттарса хунă. Пайтаçăсем мĕн чухлĕ ытларах аталанаççĕ — район çавăн чухлĕ малалла каять. Усламçăсене сĕнÿсем те паратпăр. Паянхи куна, сăмахран, районта сĕт-çу туса илекен завод çук. Пирĕн тĕллев – ятарлă программăсене хутшăнса субсиди илсе çак ене аталантарасси.

Предпринимательсен те уççăн ĕçлемелле: налукпа йĕркеллĕ татăлса пымалла, шалăва «конвертпа» тÿлемелле мар. Район территорийĕнчи çул-йĕрпе çÿрекен, кунти тĕрлĕ ырлăхпа усă куракан çыннăн налукран мĕншĕн пăрăнмалла? Мĕншĕн пĕрин уççăн ĕçлемелле, теприн – вăрттăн?

– Районсенче кăна мар, хуласенче те ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ пуррине, çынсем аякка тухса кайнине пытарар мар. Сирĕн патра ку енĕпе лару-тăру еплерех?

– Ĕçлемен çынсем пур-ха. Анчах халăх патне пирĕн çак шухăша çитермелле: ÿркенмен çын валли ĕç пур. Пирĕн пысăк хуçалăх унчченхилле йышлă мар – пиллĕк-улттă кăна. Тăрăшуллисенчен самайăшĕ хушма хуçалăха аталантарать. Выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе мĕн чухлĕ укçа тума пулать. Севок – пирĕн бренд. Раççейĕпе туса илекен çак культурăн 30 процентне пирĕн тăрăхра çитĕнтереççĕ. Маларах уйрăм хушма хуçалăхри пĕчĕк лаптăксем çинче кăна ÿстернĕ пулсан — халĕ хăшĕсем 300-400 га çĕре тара илсе е туянса акса тăваççĕ. 400-500 тонна упрамалăх хранилищĕсем пур. Раштав уйăхĕнчен пуçласа, çав вăхăтран хак хăпарса пырать, сутатпăр. Пирĕн севока Амур облаçĕнчен пуçласа Калининград таран туянаççĕ.

Халăхăн менталитетне мĕнле те пулин ылмаштарма тăрăшмалла. Хамăр ĕçлемесен пире никам та килсе туса памасть. Унччен колхоз-совхоз тетчĕç — сенĕк çине таянса вăхăт ирттернĕ самант иртсе кайрĕ.

Айккинчен пăхса ларса хитре сăмахсем кăна каламалла мар. Маттур предпринимательсене ĕç тупса пама тăрăшатпăр. Халăхăн шухăшлавĕ майĕпен улшăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, Патăрьел халăхĕ ĕçчен, тăрăшуллă, талпăнуллă. Эпир унпа савăнатпăр, мухтанатпăр. Тутарĕ те, чăвашĕ те пĕрле пурăнни аван: пĕр-пĕринпе тупăшса, ăмăртса ĕçлетпĕр, вĕренсе пыратпăр.

– Эсир — агроном та, биолог-химик та, инженер та. Ĕç биографине колхозникрен пуçланă. Хăш специальноçĕ чуна çывăхрахчĕ?

– Хама шанса панă должноçре эпĕ яланах тăрăшса вăй хунă: чунран, кăтарту пултăр тесе. Росгосстрах тытăмĕнче 15 çул тăрăшрăм – ĕç питĕ килĕшетчĕ. Совет тапхăрĕнче Росгосстрах монополистчĕ. Кайран, демократи саманинче, ялан çĕннине шырама тиветчĕ. Пĕр вырăнта ларни, аталанманни маншăн кичем туйăнать.

Район администрацийĕн ертÿ­çин пĕрремĕш заместителĕнче çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн Россельхозбанкăн районти офисĕн управляющийĕнче вăй хума тытăнтăм. Ун чухне каялла килетĕп тесе шухăшламан та, мĕншĕн тесен кунти ĕç еплине аван пĕлнĕ.

– Колхозникрен район администрацийĕн пуçлăхне çитичченхи çул тумхахлă пулчĕ-и, тăваллаччĕ-и вăл?

– Пуçлăх пулма нихăçан та ĕмĕтленмен. Тивĕçлипе тăрăшнине кура-ши — мана пуçлăхсем шаннă. Йывăр та, çăмăл та темĕттĕм. Тĕрлĕрен пулнă.

Çак çулах суйлăттăм

–Чиновниксен йĕп çинчи пек самантсем те пулаççĕ. Ĕшеннине еплерех ирттеретĕр, мĕнле канатăр? Хĕлле хăшĕсем конькипе ярăнаççĕ, йĕлтĕр сыраççĕ, çулла карçинкка йăтса кăмпана утаççĕ, кайăк-кăвакал, тискер чĕрчун тытма юранă вăхăтра пăшал çакса сунара каяççĕ...

– Эсир асăннинчен пурте кăсăклантарать, анчах пур чухне те вăхăт çитмест. Ирсерен ыйхăран вăрансан аллă хутчен тĕрлĕ хускану тăвассине тахçанах йăлана кĕртнĕ. Унсăр пуçне алăпа туртăнса 7-8 хутчен çĕкленетĕп, 20 хутчен приседани тăватăп. Пушă вăхăтра сунара кайма тăрăшатăп. Тискер кайăк тытса килессинчен ытла вăрман илемĕпе киленни паха. Кĕрхи вăрман уйрăмах илемлĕ: сарă-хĕрлĕ çулçăсем тăкăнаççĕ, ăшшине сăпайлăн сапалакан хĕвел пайăрки чуна лăпкать.

– Рудольф Васильевич, ĕçре тарăхмалли тупăнсан килте кăмăлсăрланма тытăнмастăр-и?

– Чăнах та, кирек епле ĕçре те тĕрлĕ лару-тăру пулать. Мăшăрăма тав сăмахĕ каламалла. Ертÿçе ăнланакан мăшăр çумра кирлĕ, вара ĕçлеме çăмăл. Ку енчен мана ăннă.

– Хальччен пурăннине çĕнĕрен утса тухма май пулсан епле сукмака суйлăттăр-ши?

– Çакнах. Килĕшекен ĕç пур. Юратнă мăшăрпа икĕ ывăл ÿстер­тĕмĕр, асатте пултăм. Ачасем ĕçлеççĕ, хальлĕхе савăнтарса кăна тăраççĕ. Ĕçе каяс килет, киле те чун хаваспах туртать – тата мĕн кирлĕ пурнăçра?

Вера ЭВЕРККИ калаçнă

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.