Чăваш Республики - улттăмĕш вырăнта

3 Апр, 2014

Нумаях пулмасть Экономикăн аслă шкулĕн статистика тĕпчевĕсен тата экономика пĕлĕвĕсен институчĕ Раççей Федерацийĕнчи субъектсен инноваци аталанăвĕн индексне, вĕсен рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Тишкерÿ мĕн кăтартса панă-ха?

Инноваци аталанăвĕ енĕпе чи малта - Мускав, Тутарстан тата Санкт-Петербург.

Инноваци çулĕн пуçĕнче: Чул хула, Калуга облаçĕсем, Чăваш Республики, Свердловск, Томск, Мускав, Ульяновск облаçĕсем, Пермь крайĕ, Новосибирск облаçĕ.

Рейтингăн чи аялти картлашкинче: Ингуш, Калмăк тата Чечен республикисем.

Раççей округĕсен хушшинче федерацин Атăлçи, Тĕп, Çĕпĕр, Урал, Çурçĕр-хĕвел анăç округĕсен кăтартăвĕсем ыттинчен лайăхрах. Чи хыçалта - Çурçĕр Кавказ округĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" шăмат кунхи номерĕнче.

Раççей Федерацийĕнчи субъектсен инноваци аталанăвĕн рейтингĕ, 2014 çул
Рейтинг Регион   Индекс
1 Мускав   0,5850
2 Тутарстан   0,5606
3 Санкт-Петербург   0,5382
4 Чул хула облаçĕ   0,5006
5 Калуга облаçĕ   0,4934
6 Чăваш Республики   0,4926

 

Рубрика: