Аталанăва вăйлатсах пымалла

2 Ноя, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ял хуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçлекен организацисен, тирпейлекен тĕп предприятисен тата пысăк фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса канашларĕ. Унта ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ.

— Раççей Ял хуçалăх министерстви федераци субсидийĕсене килес çулран кăçалхи пек 54 енĕпе мар, 7-пе çеç хăварасшăн, — терĕ вăл. — Вĕсене кăçал Чăваш Ен 31-пе илет. Пулăшу кÿмелли йĕркене улăштарсан çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕр тĕлĕшпе уйăракан укçана тепĕр ĕçе явăçтарма ирĕк пулĕ. Сĕт туса илессипе субсиди пама лимит пĕтрĕ. Ашлăх выльăх çитĕнтерекенсем валли пур. Кун пек чухне пĕр çĕртен теприне яма ирĕк параççĕ.

Аграрисем министерствăна 2017 çулта 14 ферма тума, вĕсене пурăна-киле 4,9 пин пуç выльăх тăратма заявка панă. Çав шутра Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирма, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПК тата ыттисем.

Министр ял хуçалăх çĕрне мелиорацилемелли программăпа банкран кредит çителĕксĕр илнĕшĕн пăшăрханса калаçрĕ. Ÿсентăрана шăвармалли агрегат тата пăрăх туянса пулакан тăкакăн 50 процентне федераци хыснинчен уйăракан субсидирен саплаштараççĕ. Килес çулран продукци туса илекенсен пайне пĕчĕклетме пултараççĕ. Çавăнпа черете лекессишĕн тăрăшмалла.

Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма ертÿçи Александр Илюткин процентлă кивçен илме хирĕç мар.

— Анчах кредит илме чăрмантаракан çивĕч ыйтусем банка кĕрсенех сиксе тухаççĕ, — терĕ.

Министр ял хуçалăх культурисем туса илме уйăракан кредитăн процент ставкине саплаштармалли патшалăх субсидийĕн лимичĕ çулталăка вĕçлеме çитейменнине пĕлтерчĕ. Апла пулин те кăçал илейменнисене укçа килес çул куçарса параççĕ.

Выльăх ĕрчетме илнĕ кредитăн процент ставкине саплаштармалли те пурин патне те кăçалах çитмĕ, субсиди килес çула куçĕ.

2015 çулта процент ставкине саплаштарма федераци министерстви республикăна 500 миллион тенкĕ вăхăтра çитермен. Кăçал Раççей Ял хуçалăх министерствин парăмĕ 170 миллион çеç.

Вăл пирĕн пата кăна мар, кашни регионах кая юлса çитет. Министерство регионсен умĕнче процент ставкине саплаштарассипе 5,4 миллиард тенкĕлĕх парăмра.

Пирĕн аграрисем кăçал банка кĕске хушăра тавăрса памалли кредит сахал илнĕ. Иртнĕ çулсенче унпа минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, хими им-çамĕ, саппас пайсем, вăрлăх нумай туяннă.

«Ольдеевская» агрофирмăн генеральнăй директорĕн канашçи Евгения Беликова халĕ 360 ĕне усранине, сĕт пысăк тупăш панине кура çитес çулсенче кĕтĕве 400-500 пуçа çитерме, ĕнесене сума робот операторсем вырнаçтарма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Кăçалхи 9 уйăхра кашни литр сĕте вăтамран 26 тенкĕл­ле сутнă. Пĕлтĕр унăн хăйхаклăхĕ 14 тенкĕпе танлашнă, кашни килограмран 12 тенкĕлĕх таса тупăш курнă. Кăçал теплицăсенче 10 пин тонна пахчаçимĕç туса илĕç. Малашне, ăна кашни уйăхрах пухма тытăнсан, нумайрах сутасшăн.

— «Çĕрпÿ беконĕн» сысна ашне кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 300 тонна нумайрах туса илтĕмĕр, — терĕ «Авангард» обществăн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин. — Çак кăтартупах çулталăка вĕçлĕпĕр. Ултă пин гектар çĕрпе усă куратпăр. Унăн лаптăкне 7,5 пин гектара çитерме тĕллев лартнă. Çывăх вăхăтра Сĕнтĕрвăрри, Куславкка тăрăхĕсенче тата икĕ районта 1,5 пин гектар çĕре харпăрлăха е тара илĕпĕр.

— Пурне те ĕне кĕтĕвне пысăклатма, Етĕрнери сĕт заводне сĕт нумайрах сутма сĕнетĕп, — терĕ «Ядринмолоко» обществăн ĕç тăвакан директорĕ Роман Малов. — Мĕншĕн тесен пире юр-вар хатĕрлеме чĕртавар çитмест. Чăн та, юлашки вăхăтра хăшĕ-пĕри завода икĕ е темиçе хут нумайрах сутни савăнтарать. Завода сĕт турттарса киличченех тÿлесе хурасси патнех çитрĕмĕр. Хальхи вăхăтра талăкра 157 тонна йышăнатпăр. Пирĕн хăватсем 220 тонна тирпейлеме май параççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.