Тĕнче чемпионатĕнчен - пилĕк ылтăн медальпе

2 Ноя, 2016

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Казахстанри Актобе хулинче кире пуканĕ йăтассипе тĕнчен XXIV чемпионачĕ иртнĕ. Унта 32 çĕршыври 600 ытла атлет вăй виçнĕ.

Чăваш пăхаттирĕсем ăмăртса çĕр чăмăрĕ çинче мала тухассишĕн 1990 çулсенчех палăрнă. Чи малтан пысăк пĕлтерĕшлĕ çакăн пек турнирта Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче преподавательте ĕçлеме пуçланă Борис Глинкин медальсем çĕнсе илнĕ. Вăл Липецк облаçĕнче тата Казахстанри Усть-Каменегорск хулинче иртнĕ тĕнчен пирвайхи чемпионачĕсенче бронза медальне тивĕçнĕ.

Çирĕм çул каялла академи доценчĕ, Европăн 1992 çулхи чемпионĕ, тĕнче спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Глинкин çак аслă шкулăн залĕнчех ăста атлетсем хатĕрлеме пуçларĕ. Унăн вĕренекенĕсенчен 31 атлет Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вĕсенчен саккăрăшĕ çĕршыври яшсен тата юниорсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ.

Любовь Эллинăпа Алина Иванова вара тĕнче чемпионачĕсенче хĕрарăмсен ушкăнĕнче ăмăртса пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Казахстан хулинчи илемлĕ те мăнаçлă «Коныс» спорт керменĕнче иртнĕ хальхи чемпионатра Раççей чысне Борис Николаевичăн виçĕ вĕренекенĕ — академи студенчĕсем Алексей Ивановпа Анастасия Александрова тата çак аслă шкула пĕтернĕ Александр Павлов хÿтĕленĕ. Вĕсем пурте 23 çултан кĕçĕнрех çамрăксен ушкăнĕнче ăмăртнă.

Куславкка районĕнчи Тĕрлемес салин çирĕм çулти пики, яштака та сатур Настя Александрова пĕлтĕр Ирландин тĕп хулинче иртнĕ тĕнчен XXIII чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Хальхинче агропромышленноç комплексĕн пулас экономисчĕ 24 килограмлă пĕр снаряда малтан — сулахай, унтан сылтăм алăпа 134 хут сулласа çĕкленĕ те пĕрремĕш вырăн йышăнса тĕнче чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Унăн кăтартăвĕ — пирĕн республикăри хĕрарăмсен абсолютлă çĕнĕ рекорчĕ.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи, инженери факультечĕн студенчĕ Алексей Иванов кăçалхи сезона нихçанхинчен те пысăк çитĕнÿсемпе вĕçлет. Çуркунне вăл Польшăра иртнĕ Европăри юниорсен чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Çулла Леша Саратовра Раççейри ялти çуллахи спорт вăййисенче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан пулас инженер Крым Республикинчи Алушта хулинче ăмăртса Раççей кубокне çĕнсе илчĕ. Тĕнчен хальхи чемпионатĕнче вăл питĕ лайăх результат кăтартнă. 32 килограмлă икĕ кире пуканне 113 хут тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 193,5 очко пухса ылтăн медале тивĕçнĕ.

Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнчи 22 çулти Александр Павлов кăçалччен 78 килограмлă виçере ăмăртнă, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтернĕ. Иртнĕ эрнере Казахстанра иртнĕ тĕнче чемпиоатĕнче вăл 85 килограмлă виçере ăмăртса 201,5 очко пухнă, тĕнче чемпионĕн ятне иккĕмĕш хут çĕнсе илнĕ.

Республикăри спорт ветеранĕсем, Шăмăршă районĕн тата Канаш хулин хисеплĕ çыннисем Владимир Шуряковпа Владимир Понихидкин чемпионатра 70 çултан аслăрах атлетсен ушкăнĕнче ăмăртнă, паха результатсем кăтартса, иккĕшĕ те пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ: чÿк уйă­хĕн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕ­­тĕм Раççейри XXXIII турнир иртет. Унта хăйсен ăсталăхне пирĕн республикăри чи вăйлă пăхаттирсем, çав шутра Казахстанран ылтăн медальпе таврăннă атлетсем те, кăтартаççĕ.

Петр СИДОРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.