Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ

1 Ноя, 2016

«Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке сыпăкĕ

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 164, 165, 168, 169 номерсенче.

«Ас ту» картина сюжечĕ кăткăс мар. Ялти сектантсем колхоз хуçалăхне юхăнтарма тăрăшаççĕ. Колхоз председателĕ вĕсемпе хăюллăн кĕрешет. Çак ĕçре ăна комсомолецсем пулăшаççĕ, сектантсен ирсĕр ĕçĕсене тăрă шыв çине кăлараççĕ.

Картинăна Куславкка районĕнчи Елчĕк ялĕнче ÿкертĕмĕр.

Калас пулать: çак фильмри ĕç-пуç пурнăçпа тачă çыхăнса пыратчĕ. Ун чухне хăшпĕр колхоз чăмăртанса çитменччĕ-ха, ялта колхоза кĕмен хуçалăхсем чылайччĕ.

Çакна ас тăватăп. Елчĕкре, Карача тухса каякан урамра, пĕр çемçе, йăваш хресчен пурăнатчĕ. Пычĕ çакскер пĕрре пирĕн пата, колхоз председателĕ те унпахчĕ.

— Эпир пĕр çăмăлпа килтĕмĕр те-ха... — пуçларĕ сăмахне колхоз председателĕ. — Республикăра эсир ятлă çынсем. Сире Елчĕксем те хисеплеççĕ...

— Мĕн те пулин сиксе тухмарĕ пулĕ те? — ыйтрĕ Кошкинский.

— Нимех те пулман та-ха... Эпир сире евчĕ тăвас тетпĕр...

— Евчĕ? Евче эпĕ «Сарпикере» выляса курнă та пурнăçра ку ĕçпе аппаланса курман вара. Ку ĕçе тума пултараймастăп пулĕ...

— Чипер калаймарăмăр пулас. Пире хĕр çураçакан евчĕ кирлĕ мар, пирĕн çак мучи арăмне колхоза «çураçмалла». Хăй вăл колхоза кĕресшĕн, арăмĕ килĕшмест. Татьяна Степановнăпа хăнана пырăр та инкепе калаçса пăхăр. Мĕнле калаçмаллине сире вĕрентме кирлĕ мар, эсир — артистсем.

Тепĕр каçхине çур литр шуррине, çур литр хĕрлине илсе хăнана кайрăмăр. Çул çинче калаçса пыратпăр.

— Таня, эсĕ колхоз председательне вылятăн, çавăнпа инкепе сан калаçас пулать, — тет мана Кошкинский.

— Мĕнех вара, юрĕ, — килĕшетĕп эпĕ.

Пÿртре хăна туллиех: колхоз председателĕ, счетовочĕ, ял совет председателĕ, секретарĕ. Пире алă çупсах йышăнчĕç. Пуçланчĕ ĕçкĕ. Арçынсем сыпмаллипех сыпаççĕ. Инке ман çума ларчĕ. Вăл хĕрлине юратать иккен, эпĕ ун черккине тултаратăп та тултаратăп. Хам шухăшлатăп: «Мĕнле пуçлас-ха евчĕ сăмахне?» Колхоз председателĕ сак çинче йăшăлтата пуçларĕ, Кошкинский çине пăха-пăха илет. Леш мана шаннă та хăнк та тумасть. Инке майĕпен хĕреле пуçларĕ, мана мухтама тытăнчĕ. «Вăхăт çитрĕ пулмалла», — терĕм юлашкинчен ăшăмра.

— Калăр-ха, председатель юлташ! — пуçларăм сăмаха. — Колхоза ертсе пыма йывăр-и?

— Çăмăлах мар... — тĕлĕнчĕ председатель.

— Ак мĕншĕн ыйтатăп. Эпĕ картинăра колхоз председательне вылятăп. Питĕ кăткăс сăнар, мĕнле вылямаллине те пĕлместĕп. Пирĕн ялта /паллах, картинăри ялта/ пурнăçа ăнланман, пурнăçран юлса пыракан çынсем ытларах. Ак Иоаким Степанович çавăн пек хĕрарăм упăшкине вылять: хăй колхоза кĕресшĕн, арăмĕ кĕресшĕн мар. Мĕншĕн кĕресшĕн маррине хăй те пĕлмест.... Паян пĕр сцена ÿкертĕмĕр-ха. Вĕсем упăшкипе иккĕшĕ тăпачпа авăн çапаççĕ. Пăт-пат! Пăт-пат! тутараççĕ. Çапаççĕ-çапаççĕ — ĕçĕн вĕçĕ курăнмасть. Юнашар колхоз йĕтемĕ çинче вара молотилка кĕрлет: хĕрарăмсем юрла-юрла кĕлте параççĕ. Кам мĕн тăвать. Ĕçĕ те ăнса пырать. Хăшĕ авантарах сирĕн шутпа?

— Паллах! Ахальтен мар вуниккĕн авăн çапма, иккĕн автан ашĕ çиме лайăх тенĕ ваттисем, — калаçăва чарăнма памарĕ председатель.

— Сире паллă та-ха... Анчах пирĕн картинăри хĕрарăм çакна ăнланаймасть вĕт-ха. Ман çакна пĕлес килет: пурнăçра ун пеккисем чăнах пур-и е вĕсене пирĕн сценаристсем кăна шухăшласа кăларнă?

Ман инке ик! турĕ те упăшки çине кăн пăхрĕ.

— Пур, Татьяна Степановна, пур! Ак санпа юнашарах ларать, — терĕ пирĕн кил хуçи.

— Инке-и? Пулма пултараймасть! — тĕлĕннĕ пек пултăм эпĕ. — Инке пек кăмăллă та тăнлă хĕрарăм колхоза çырăнман-и?

Çавăнтах ăна ыталарăм та çепĕççĕн ыйтрăм:

— Инке, тĕрĕс калать-и упăшку?

— Тĕрĕс, — пуçне чикрĕ инке.

— Ан кÿрен, ку йăнăша тÿрлетме кая мар-ха, — лăплантартăм ăна çаплах ытамран вĕçертмесĕр.

— Ашшĕ, çырăнар пулĕ! Ман кинори хĕрарăм пек пулас килмест, — терĕ вара вăл вăтанчăклăн.

— Çырăнăпăр, карчăкăм, çырăнăпăр, — хĕпĕртесех кайрĕ упăшки.

— Апла пулсан колхоза кĕнĕ ятпа ĕçер-ха тепрер, — тултарчĕ черккесене колхоз председателĕ.

Эпĕ те пуçласа тĕппипех ĕçсе патăм. Чун халь ĕнтĕ лăштах пулчĕ — пурнăçри роле ăнăçлă вылярăм.

Çавăн пек «çураçусем» Елчĕкре ĕçленĕ чух каярахпа та сахал мар пулчĕç. Уншăн пире председательсем çеç мар, райĕçтăвкомра ĕçлекенсем те тав тăватчĕç.

Октябрь уйăхĕнче çанталăк пăсăлчĕ, хĕвеллĕ кунсем пит сахал пулчĕç. Чылай сценăна павильона куçарма тиврĕ. Вĕсене Ялтăра, «Востоккино» фабрикинче, ÿкертĕмĕр.

«Ас ту» картинăна «Совкино» йышăнсан «Востоккино» правленийĕ Максимов-Кошкинские бурятсен пурнăçĕ çинчен картина ÿкерме сĕнчĕ. Анчах лешĕ килĕшмерĕ, бурят халăхĕн йăлисене пĕлместĕп терĕ.

Паллах, сăлтавĕ урăххинче пулнă. Чăваш картинисем ÿкересшĕнччĕ вăл малалла та, çавăншăн çунатчĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула çак ĕçе вăй илнĕ режиссер тата сценарист малалла тăсаймарĕ...

***

Халĕ мана кампа та пулин паллаштарнă чух:

— Паллашăр, чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, — тесе хăпартланса сăмахлаççĕ.

— Иккĕмĕш ăçта? — ыйтатăп эпĕ кашнинчех хам ăшăмра.

Чăнах та, ăçта эсир, чăваш халăхĕн экран çине тухас чипер хĕрĕсем? Хастар каччисем ăçта? Эпир кинора ĕçлеме пуçланăранпа часах çур ĕмĕр çитет ĕнтĕ. Çав хушăра кинопа интересленекен пĕр çын та çитĕнмен-и? Сăмахран, пирĕн вунă çул каярах опера театрĕ çукчĕ. Мĕншĕн халь пур? Мĕншĕн тесен чăваш искусствишĕн çунакан, ăна йĕркелекен çын тупăнчĕ. Борис Семенович Марков театр институтĕнче актер факультетне вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр хут çав институтах режиссер ăсталăхне вĕренме кайрĕ. Таврăнсан, хамăр юрăçсем сахал пирки, вырăссене чăвашла юрлаттарса та пулин чăваш опери лартрĕ.

Çамрăксем! Кинорежиссура ăсталăхне вĕрентекен институт та пур-çке!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.