Чи кирлине тĕкĕнмерĕç

1 Ноя, 2016

«Наци чĕлхисене тата наци чĕлхисенчен куçарас ĕçĕн Раççейпе Европа шайĕнчи çивĕчлĕхĕ» — çак темăпа иртрĕ литература тĕпчевçисен, писательсен тата тăлмачсен «çавра сĕтелĕ».

Кам мĕнле те, эпĕ унта сăмах ытларах наци писателĕсен хайлавĕсене вырăс вулаканĕсем патне çитересси тата куçару ăсталăхĕ пирки пырĕ тенĕччĕ. Шел, шанăç тÿрре тухмарĕ. Докладчиксем пĕрисем хăйсен куçарăвĕсене мухтарĕç, теприсем хайлавсене вырăсларан еплерех куçарни çинчен каласа пачĕç. Паллах, ку та кирлĕ. Çапах, ман шутпа, эпир проблема пирамидине кутăн тăратса сÿтсе яврăмăр. Эпĕ, сăмахран, чăвашсене вырăс çыравçисен ĕçĕсемпе паллаштарасси çав тери кăткăс япала тесе шутламастăп. Пурне те, ача садĕнчен пуçласах, вырăсла вĕрентеççĕ, кирлех тĕк, кашни çын вырăсла оригинала вулама пултарать. Çав вăхăтрах наци писателĕсен ĕçĕсемпе вырăссене тата ытти халăха паллаштарасси юлашки чĕрĕк ĕмĕрте сÿнсе ларас патнех çитрĕ. Çĕршыв шайĕпе ĕçлекен издательствăсем наци писателĕсем куçарнă хайлавсене пичетлеменпе пĕрех.

Республикăсенче унашкал литературăна кун кăтартаççĕ-ха, анчах вĕсенче кăларнă кĕнекесене ытти региона салатма майсем çук. Ман шутпа, енчен çĕршыва ертсе пыракансем халăхсен туслăхне чăннипех çирĕплетесшĕн тĕк, ку ĕçе патшалăх шайĕпе туса пымалла. Совет влаçĕ вăхăтĕнчи пек. Ун чухне кашни литературăри пултаруллă писательсем харпăр хăй хайлавĕсене пĕтĕм СССР халăхĕ патне çитерме пултаратчĕç. Паллах, çав йĕркене тиркеме те пулать. Çапах Петĕр Хусанкая, Ухсай Яккăвĕпе, Анатолий Емельянова тата ыттисене ун чухне пĕтĕм çĕршыв пĕлнĕ. Эппин, çав евĕрлĕ йĕркене каялла тавăрмаллах. Наци писателĕсен кĕнекисене план йĕркипе пичетлемелле, вĕсене сарас ĕçе те çаплах йĕркелемелле /суту-илÿ, библиотекăсем, шкулсем урлă/. Ку вăл хăй тĕллĕн пулакан ĕç мар, çавăнпа çак шухăша влаçрисем патне шăпах ĕнтĕ семинарсем, форумсем урлă çитермелле пекчĕ. Мĕншĕн тесен Мускавра ку ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланакан сахал. Темиçе çул каялла, сăмахран, эпĕ кун пирки РФ Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕпе Елена Драпекопа /«Справедливая Россия»/ калаçнăччĕ. Вăл мана тĕлĕнсе пăхрĕ те: «Сирĕн хăвăрăн республика пур-иç», — тесе çеç хучĕ. Çук, хисеплĕ актриса, ку вăл — пĕтĕм патшалăх ĕçĕ. Пĕрремĕшĕнчен, эпир пĕр çĕршыв халăхĕсем. Иккĕмĕшĕнчен, чăвашсен çурри ытла республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнать, налук тÿлесе пĕтĕм Раççей бюджетне укçа хывать. Эппин, чăвашсен тăван литературине аталантарас тĕлĕшпе те Раççей бюджечĕ пулăшасса кĕтмешкĕн ирĕк пур.

Куçарас ĕç ăсталăхĕ пирки те тĕплĕ калаçу пулаймарĕ. Вăл та питĕ кирлĕччĕ. Акă пĕр тĕслĕх.

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай «çавра сĕтеле» хутшăнакансене хăйĕн çĕнĕ кĕнекипе паллаштарнă май Гавриил Державин одине чăвашла вуласа пачĕ. Аван куçарнă. Пурте пур унта: мĕн çинчен калани, мăнаçлăх... Пĕр япала кăна çук. Çав япала — вăхăт палли. Эпир Державин кам иккенне пĕлмен пулсан ку одăна виçĕм кун çеç çырнă теме пултараттăмăр. Анчах кунта Туркай айăпĕ çук. Айăпĕ — чĕлхе аталăнăвĕсен уйрăмлăхĕнче. Тĕнче шайĕнчи пулнă май вырăс чĕлхи иртнĕ пин çул хушшинче тĕпрен улшăнчĕ /авалхи славян чĕлхи — авалхи вырăс чĕлхи — хальхи чĕлхе/. Чăннипе, паян вырăс лексиконĕнче чăн вырăс сăмахсем чĕрĕк кăна. Вак халăхсен чĕлхисем вара, тĕнче шайне тухайманнипе, аплах аталанайман, унчченхи шайрах юлнă. Çавăнпа вĕсенче вăхăт палли нумаях мар. Çавна май, калăпăр, вырăсларан куçарнă чухне ăна наци чĕлхипе еплерех кăтартмалла. Е чăвашларан /тутарларан, ирçеллерен т.ыт.те/ вырăсла историлле хайлавсем куçарнă чухне чăваш пурнăçне ĕлĕкхи вырăс чĕлхипе е хальхипех каласа кăтартмалла. Акă тата хăшпĕр чĕлхепе çырнă сăвăсенче рифма çук. Çав сăвăсене еплерех куçармалла. Семинарта кунашкал ыйтусем пирки калаçу хускалаймарĕ.

Çавна май акă мĕн каласа хăвармалла. Семинар çапла хĕсĕр иртнĕшĕн «ертÿçĕсем» айăплă мар. Пире çивĕч ыйтусем хускатма никам та чарман. Калаçу еплерех йĕрпе каясси семинара ертсе пыракансенчен /модераторсенчен/ нумай килчĕ. Ăна Виктор Куллэ поэтпа тата Атнер Хусанкай критик, тăлмачă тата филолог ертсе пычĕç. Шел, вĕсем калаçăва кирлĕ йĕр çине ÿкерме пултараймарĕç. Пачах урăхла, Куллэ тем те пĕр çине кĕрсе кайса пире çĕр çинчен хăйпăтрĕ те хăй çитсе курман тĕнче уçлăхĕ шайĕпе пуплешме тытăнчĕ. Хусанкай вара семинарăн чĕрĕк вăхăтне хăй юратнă Геннадий Айхи пултарулăхĕ çинчен каласа ирттерчĕ. Паллах, пирĕн хушăра авангардист-поэта кăмăллакансем те пулнах ĕнтĕ. Анчах унăн ячĕпе форум вăхăтĕнче ятарлă тĕлпулу палăртнăччĕ. Пирĕн семинар вара пач урăххи çинченччĕ.

Николай МАКСИМОВ,

писатель

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.