Агрокластер ял çыннин пурнăçне çăмăллатĕ

1 Ноя, 2016

Патăрьел районĕнче федерацин «Ял — Раççей чунĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Ата-лантарнă ял — Раççей ăс-хакăлĕн, кăмăл-сипечĕн, экономика чĕрĕлĕвĕн никĕсĕ» темăпа регионсен хушшинчи «Шăнкăртамри диалог» VI форум иртрĕ.

Ял çыннисен ырă пуçарăвĕпе тата вырăнти влаç органĕсен пулăшăвĕпе йĕркеленнĕскере Раççейĕн 9 регионĕнчен пĕчĕк тата вăтам бизнес, банкпа инвестици тытăмĕсен представителĕсем, ăсчахсем, тĕн тата общество деятелĕсем, республикăн кăнтăр районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, усламçăсем пухăнчĕç. «Ĕçлĕ тĕлпулăва форум комитечĕн ертÿçи — Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ Альбир Крганов ертсе пычĕ. Вăл РФ ял хуçалăх министрĕ А.Ткачев саламĕпе паллаштарчĕ. Александр Николаевич Шăнкăртамри форум ял хуçалăхне аталантарма пулăшас ĕçре тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанса тăнине, çĕршыври агропромышленноç комплексĕ юлашки çулсенче çĕнĕ хăват илнине, ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ ÿснине пĕлтернĕ. А.Крганов республикăри Мăсăльмансен правленийĕн президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата тăрăшулăхшăн» /«За заслуги и усердие»/ медальпе чысларĕ. Ирхине «Ялти пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшмашкăн федерацин аталану институчĕсене явăçтарма комплекслă тĕслĕх туса хурасси» тата «Яла пулăшакан тата агрокластерсем йĕркелекен патшалăх стратегийĕ» темăсемпе сессисем ĕçленине пĕлтерчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче тата район центрĕнчи бизнес-инкубаторта «çавра сĕтелсем» йĕркеленĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, РФ Ял хуçалăх министерствин представителĕ Михаил Бирюков, РФ Общество палатин АПК тата ял территорийĕсене аталантарас ыйтусемпе ĕçлекен комисси председателĕ Евгения Уверкина, Тутар, Пушкăрт, Дагестан республикисемпе Мускав, Хусан хулисен делегацийĕсем, ытти сумлă хăна хутшăннă.

Пленарлă лару Шăнкăртам ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче иртрĕ. Ăна Альбир Крганов ертсе пычĕ.

— Эпир пĕлтĕр хресчене пулăшас тĕллевпе логистика центрĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейлесе хуласене вырнаçтаракан, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисем йĕркелесси çинчен калаçнăччĕ. Агрокластера Шăнкăртамра йĕркелес ыйтăва хускатрăмăр, — терĕ вăл. — Малтанхи кăтартусем пур ĕнтĕ. Вырăнта инвесторсем ĕçлеççĕ. Ял хуçалăхне хальхи вăхăтра вĕсемсĕр ăнăçлă аталантараймăн.

— Темиçе çул каялла форумра йышăннисем пурнăçа кĕреççĕ ĕнтĕ. Ял çыннине пулăшас тесе Правительство çулленех укçа нумай уйăрать. Ял тăрăхĕсем малалла аталанаççĕ. Пĕтĕм продукци лайăх хакпа сутăнать. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çамрăксем яла юлаççĕ, — палăртрĕ Михаил Игнатьев. — Вĕсем кăмăл-сипет, культура пахалăхĕсене аталантараççĕ. Çак пахалăхсене ниçта та, нимĕнле укçапа та туянаймăн. Демографи лару-тăрăвĕ республикăра пиллĕкмĕш çул аван. 100 çултан иртнисем анчахрах 94-ăн теттĕмĕр, халĕ вĕсем 98-ăн.

Патăрьел районĕсенче те демографи лару-тăрăвĕ лайăх. Ăрусен çыхăнăвĕ çирĕп. Çĕршыври чи кăтартуллă ял шкулĕн йышне республикăран саккăрăшĕ кĕчĕ. Учительсем лайăх кăтартушăн ĕçлеççĕ.

Юлашки çулсенче районта шкулсемпе ача сачĕсем, ФАПсем уçăлаççĕ. Халăх спортпа туслă. Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма çĕнĕ çулсем, çуртсем тăваççĕ. Михаил Игнатьев Шăнкăртамри форума, уйрăмах агрокластер йĕркелес шухăша, унăн пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕ. Патăрьелсен ял хуçалăхĕнчи кăтартăвĕсем курăмлă пулсан та çĕнĕ проектсем хатĕрлес енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ.

Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков район ăнăçлă аталаннине, проектсемпе ĕçлекен Стратеги пуçарăвĕсен агентствин гендиректорĕн канашçи Рустам Давлетов Чăваш Енре инвесторсем валли лайăх услови туса хунине пĕлтерчĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ