Çĕнĕрен чĕрĕлнĕ тапхăр
Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестивалĕ уçăлчĕ. ЧР Кинематографистсен союзĕ, ЧР Культура министерстви, Чăваш наци конгресĕ çак уяв çĕнĕ режиссерсем, сценаристсем, операторсем, актерсем тупма пулăшасса шанаççĕ.
Мероприятие уçмашкăн ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев килсе çитрĕç. Кинофестивале Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕн çĕршывĕсенчи кинематографистсем хутшăнма кăмăл тунă.
Кинофестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче Юрий Сергеев режиссерăн тата Юрий Михеев продюсерăн “История Великого народа” илемлĕ-документ фильмне кăтартрĕç. Унта чăваш халăхĕн историйĕ сăнланнă.
Уява уçмашкăн пĕлтĕрхи пекех халăх нумай пуçтарăнчĕ. Фильмсене курмашкăн эрнипех халăх йышлă çÿрессе кĕтнĕччĕ те...
Ытлари кун Александр Степанов-Пăртта режиссерăн "Чакăр куçăм шăпана" конкурс фильмне чи малтан экран çине кăларчĕç. Кунта чăваш артисчĕсем /Сергей Кувшинов, Ольга Мацуцина, Дмитрий Петров, Виталий Сергеев.../ выляççĕ. Чиперкке аппăшĕ патне аякран килекен водителе аллине мар, урине çĕклесе чарать. Çула тухнăскерне хĕр çывăрмалли эмелпе хутăштарнă кофе ĕçтерет. Çакăн хыççăн ăна çаратаççĕ. Çапах аптăраса ÿкмест водитель. Çÿп-çап контейнерĕ патĕнче тытнă таракан витĕмĕпе кафе-столовăйра икĕ хутчен апат тÿлевсĕр çиет. Унтан автосервис пуçлăхĕн хĕрĕпе паллашать. Çамрăксем хăвăртах çемье çавăрма калаçса татăлаççĕ.
Водителĕн аппăшĕ мăшăрне урăххипе улталать. Чăн пурнăçра та çавнашкал айван упăшка пур-ши?
Фильм продюсерĕ Алексей Иванов-Сĕрмек çак ĕç тупăш кÿнине палăртать.
Иосиф Дмитриев-Трер режиссер шухăшĕпе, ку фильмри кашни эпизод — урăх кулăшран. Шухăша уçса парайман. Вылякансем, чăнах, питĕ хаваслă. Хăш-пĕр вырăнта сăлтавсăрах ахăрни вĕчĕрхентерет те. "Пирĕн культура шайĕ çапла-и?" — хĕрÿленсех кайрĕ жюри членĕ Светлана Асамат. Кинофестиваль программине кĕртнĕ фильмсене ала витĕр кăларманшăн йĕркелÿçĕсене сăмах лекрĕ.
Жюри председателĕ Олег Цыпленков хăйсен укçипе кино ÿкерекенсене хÿтĕлесе калаçрĕ. Патшалăх пулăшмасан, чăн та, ĕçлеме çăмăл мар.
"Кино — коммерци хатĕрĕ. Эпир малтанхи йывăрлăхсене çĕнтернĕ ĕнтĕ. Патшалăхăн, чи малтанах, пахалăхлă техникăпа тивĕçтермелле.
Хытă тиркени вара ĕçлес туртăма пĕтерет. Çамрăксене хăйсене кăтартмашкăн май туса памалла. Мĕн чухлĕ ытларах çын кино ÿкерет — çавăн чухлĕ лайăхрах. Апла тăк суйласа илме пулать", — сăмах илчĕ Тĕрĕк халăхĕсен конгресĕн президенчĕ Эдиль Марлис УУлу кинопродюсер /Кăркăсстан/.
Владимир Карсаковăн "Сурăм хĕрĕ" фильмне маларах курма тÿр килнĕччĕ. Сăмах май, ăна 2004 çултах ÿкернĕ. Залра ларакансене те килĕшрĕ ку ĕç.
"Тĕп сăнара калăплакан Ирина Верьялова шанăçа тÿрре кăларчĕ. Ĕçе пуçăниччен повеç авторĕн Юрий Скворцовăн тăван тăрăхне кайса килтĕмĕр. Анчах Чăвашкино çĕнĕрен чĕрĕлнĕ тапхăра Правительство та, министерство та асăрхамарĕ", — чунне уçать Владимир Федорович.
Ку ĕçе чи лайăххисен йышне кĕртрĕç. "Пирĕн çак шая тытса пымалла", — палăртрĕ Леонид Трифонов режиссер.
Владимир Синяевăн "Ветки" илемлĕ фильмĕ пирки хамăр хаçатрах çырса кăтартнăччĕ. Наркотик тыткăнне лекнисен шăпи синкерлĕ. Йывăç çинчи турат пекех татăлать çамрăксен кун-çулĕ. Хăрушă!
Ку фильма Çĕмĕрле тăрăхĕнче ÿкернĕ. Ытти район-хуларан та пахалăхлă ĕçсем кĕтнине палăртрĕç кинофильмсене сÿтсе явакансем.
Канаш районĕнчи Шăхальте пулнă-и? Сергей Сахаров режиссерăн документ фильмĕ ялăн паллă çыннисемпе тата вырăнĕсемпе паллаштарать. Саккаспа ÿкернĕ ĕç ăнăçлă пулса тухнă.
"Асамат кĕперĕ" артхауса та палăртмасăр иртеймĕн. Европа çыннисем Жан-Батиспа Томас чăваш культурипе паллашма килнĕ. Ку ĕç те кăсăклă.
Михаил Ефремовăн "В лесу" камичĕ хăйнеевĕрлĕ. Çак фильм пĕлтĕрхи кинофестивальте кăтартнă хăратакан фильма аса илтерчĕ. Унти тĕп сăнар шизофренипе чирлĕччĕ. Çакăнти арçынăн хăтланăвĕ те иккĕленÿ çуратрĕ. Йĕри-тавра ăна сасăсем илтĕнеççĕ. Çĕçĕпе тĕллесе перет те — йывăç суранĕнчен юн юхать. Мĕн амакĕ ку? Мĕн пулса иртет вăрманта? Фильм мĕнпе вĕçленессе çав тери пĕлес килет. Ак хайхи, кăмпа шыраса халтан кайнă иккен вăл. Вĕçĕ, чăнах, кулăшла. Иосиф Дмитриев, Леонид Трифонов, Светлана Асамат, Татьяна Ильина жюри членĕсем те ырларĕç ку ĕçе.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Вĕсен аса илĕвĕ хальхи ăрушăн нимрен хаклă. Çакна шута илсе Ильтипер Ефремов "Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх" документ фильм ÿкернĕ. Шăпах пĕрремĕш пайне фестивале килнисене кăтартрĕ. Хальлĕхе шухăшлани пурнăçланса пырать. Жюри членĕсемпе хăнасем ăна пуçланă ĕçе малалла тăсма сĕнчĕç.
Улатăрти ачасен ÿнер шкулĕнчи мультипликаци студийĕ хăйĕн ĕçĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланма пултарать. "Почему сосна и ель вечно зеленые?", "Как река началась?", "Как ловили луну?" мультфильмсем ачасене кăна мар, аслисене те килĕшесси иккĕлентермест. "Пирĕн тăрăх халăхĕсен юмахĕ" ярăм вăрăм пултăрччĕ.
...Карчăкпа старик çăла ÿкнĕ уйăха кăларма тапаçланаççĕ. Алăри турчка пураран çакланнине пула иккĕшĕ те çĕр çине ÿкеççĕ. Пĕлĕтри уйăха кураççĕ. "Эпĕ сана стена çине çакасшăнччĕ, эсĕ каллех тÿпене вĕçсе кайнă", — пăшăрханса калаçать старик.
Владимир Галошевăн фильмĕсене Чăваш наци телекуравĕпе тăтăшах кăтартаççĕ. "Народ в серебряном одеянии", "Шупашкар хулин символĕ", Виçĕ хĕвел", "Мироздание", "Чувашскую книгу красная корова с±ела" ĕçĕсене Иосиф Дмитриев критиклеме те пăхрĕ. Унăн шухăшĕпе, вăл е ку пулăма туллинрех кăтартмалла пулнă. Çав вăхăтрах чăваш символĕсем, халапĕсем тăрăх фильм ÿкерекене хÿтĕлекенсем тупăнчĕç. Чи малтанах, Галошевсене укçа тĕлĕшĕнчен никам та пулăшмасть. Ашшĕпе хĕрĕн ĕçĕсем тавракурăма аталантараççĕ. Апла тăк çак ĕçе туса пынăшăн вĕсем хисепе тивĕçлĕ. Виталий Родионов профессор унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕннине пытармарĕ. "Чăваш кĕнекине хĕрлĕ ĕне çинĕ", — тени, сăмахран, мĕнле вăйлă, сăнарлă", — палăртрĕ вăл.
Питĕр хăни Лазарь Залманов Шупашкар çинчен 10-15 минутлă фильм ÿкерме сĕнчĕ. Вăл пирĕн тăрăха иккĕмĕш хут килнĕ. Хăй каланă тăрăх, республикăн тĕп хулине çав тери килĕштерет. Лазарь Семенович кино ÿкерме ăнтăлакан çамрăксене Мускава вĕренме ямашкăн сĕнчĕ.
"Чăваш мультфильмĕсем ăçта?" — массăллă информаци хатĕрĕсенче çак ыйтăва тăтăшрах хускатма чĕнсе каларĕ Олег Цыпленков. Пĕр куракан наци историйĕпе çыхăннă мультфильмсене ача садĕнче кăтартма сĕнчĕ.
Юрий Спиридонов режиссерăн фильмĕсене халăх хапăлласа йышăнать. Хальхинче те хĕрарăмсем ятарласах унăн ĕçĕсемпе паллашма килнине палăртрĕç. "Я люблю тебя, Шумерля" фильма, тĕслĕхрен, кăçал Çĕмĕрлере кинозал уçнă тĕле ÿкернĕ.
"Хĕрĕн кун кĕнеки" ĕçре ракпа чирлĕ çамрăкăн пурнăçне кăтартнă. "Йăлтах Интернетра усал шыçăпа нушаланакан хĕрĕн кун кĕнекине тупнинчен пуçланчĕ. Ун тăрăх сценари çырма ыйтрăм. Çав хĕр 2011 çулта пурнăçран уйрăлнă", — уçăмлатать режиссер. Тĕп роле чăваш йăли-йĕркине, ял пурнăçне пĕлекен Патăрьел хĕрĕ Юлия Сидорова вылять.
"Генерал Тихонов" документ фильмĕ — курăмлă ĕç. Ăна 2010 çулта экран çине кăларнă. Штирлиц хушма ятлă Вячеслав Тихонов çинчен ЧР шалти ĕçсен министрĕнче ĕçленĕ Вадим Антонов, Шупашкар хула мэрĕ пулнă Николай Емельянов тата ыттисем каласа кăтартаççĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Тихоновсен çемйи çинчен тепĕр фильм ÿкересшĕн Юрий Спиридонов. "Нумаях пулмасть унпа телефонпа çыхăнтăм. 75-рен иртнĕ пулин те хăйне лайăх туять. Çаплипех спортпа туслă, ĕçлет", — палăртрĕ режиссер.
Пĕлтĕрхи кинофестивальте Марат Никитинăн "Хорло" ĕçĕ Гран-прие тивĕçнĕччĕ. Кăçал "Никита" ĕç илсе килнĕ вăл. 5 çул каялла ÿкернĕскер ашшĕне вăрçăран кĕтсе илнĕ арçын ачапа паллаштарать.
"Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче 1927 çулта хăпартнă çурт тупрăмăр. Хуçисем унпа дача вырăнне усă куратчĕç. Ĕç пуçламашкăн шăпах çакнашкал пÿрт кирлĕччĕ пире", — тет Марат Никитин. Ун чухне ятарласах курс ĕçĕ валли ÿкернĕ фильма "5" паллăпа хакланă. Хальлĕхе ентеш хăйĕн 9 фильмне экран çине кăларнă.
Марина Карягина режиссерăн "Çĕр çул иртсен", "Зри в корень", "Двери в детство" фильмĕсене куракансем те, жюри членĕсем те ăшшăн йышăнчĕç. Терентий Дверенинăн, Петр Мазуркинăн, Георгий Фомиряковăн чун туртăмĕ çинчен тĕрлĕ енлĕ каласа кăтартнă. Çак самантсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса пынине, яланах тулли кăмăлпа ĕçленине палăртрĕ журналист.
Кинофестивальте çавнашкалах конкурс программине кĕмен Алтай, Якут, Казахстан, Болгари, Кăркăсстан, Пушкăртстан, Тутарстан фильмĕсене кăтартрĕç. Республикăри кинематографистсен союзĕн "Аван" студийĕ презентаци йĕркелерĕ, ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Фестивале хутшăнакансем "çавра сĕтел" хушшинче наци кинематографи аталанăвĕ тавра калаçрĕç.
Кинофестивалĕн пĕтĕмле-тĕвĕпе çитес номерте паллаштарăпăр.
***
Наци библиотекин курав залĕнче халăх çав тери сахалччĕ. Республика çыннисем кинофестиваль пирки пĕлмеççĕ-ши?
Транспорт чарăнăвĕнче наушникпе музыка итлекен çамрăксенчен ыйтрăм. Вĕсем "Асам" çинчен илтмен. Пĕри — ĕçе, тепри коллежда васкать. Аслă çулти хĕрарăмсене те хампа пĕрле кино курма чĕнтĕм. Шупашкар районĕнче пурăнакан тивĕçлĕ канури Зоя мăнукĕсене пăхма ятарласах хулана килнĕ. Унталла-кунталла çÿремешкĕн вăхăт çук унăн. 75-ри Раиса пенси укçи пĕчĕккине пула икĕ çĕрте вăй хурать. Вăл та манпа пыма килĕшмерĕ.
Троллейбусра 40-рен иртнĕ арçынпа калаçу пуçартăм. "Манăн çемьене тăрантармалла. Кино курнăшăн укçа тÿлемеççĕ", — терĕ.
Наци библиотеки патĕнче уçăлса çÿрекен 63-ри Людмилăпа пĕчĕк мăнукĕн кино курас килмест-ши? "Ĕнер мультфильм кăтартнине пĕлнĕ пулсан кĕрĕттĕмĕр...Тĕрĕссипе, кинофестиваль пуçланнине пĕлмен те..." — терĕ хĕрарăм манпа сывпуллашса.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Олег ЦЫПЛЕНКОВ, ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ: — Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи конкурс программине нумайрах ĕç кĕртрĕмĕр: пĕрремĕш кинофестивальте 11-ччĕ, халĕ — 27. Республикăри Ĕç çыннин çулталăкне шута илсе ятарлă рубрика хатĕрлерĕмĕр. Çак фильмсенче ентешсен кун-çулĕпе паллаштартăмăр. Хăнасем хăйсен ĕçĕсене илсе килчĕç. Вĕсен фильмĕсем те пирĕншĕн кăсăклă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче кинофестиваль иртни çинчен пĕлтернĕ. Халăх телевизор курмасть-ши, радио итлемест-ши, хаçат вуламасть-ши? Эдиль Марлис УУлу, Кăркăсстанри Бишкек хулинчи Тĕрĕк халăхĕсен конгресĕн президенчĕ: — Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ кинематографистсен союзĕ çакнашкал сумлă фестиваль ирттернине ырламалла çеç. Кунта фильм ÿкерме пуçлакансен режиссерсемпе, продюсерсемпе, операторсемпе хутшăнма май пур. Çакă вĕсене малашлăхра пулăшĕ. Кинофестиваль шайĕ çулсерен ÿссе пырасси куçкĕрет. Янгурги Аджиев, Раççейри ногайсен федераци шайĕнчи наци культура автономийĕн председателĕн заместителĕ: — Эпир, чи малтанах, опытпа паллашмашкăн инçе çула тухрăмăр. Фестиваль программи темле пуян пулсан та курав залĕ пушăпа пĕрех. Библиотекăна кĕнеке илме килекенсем те кино курма пултараççĕ. Унсăр пуçне çынсене телефонпа чĕнсе илме пулать. Малашне йĕркелÿçĕсем çакна шута илĕç.Жюри членĕсем кашни фильма хак пани кăмăла кайрĕ. Вĕсем лайăх ĕçшĕн тунсăхлани палăрчĕ. |
Комментировать