Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç

29 Окт, 2016

РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май çиччĕмĕш суйлаври Думăн ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартрĕ.

Тĕслĕхрен, парламентарисене малашне шантару хучĕпе сасăлама ирĕк памĕç. Унсăр пуçне пленарлă ларăва пĕлтерĕшлĕ сăлтавсем пулсан çеç, тĕслĕхрен, вăхăтлăх ĕçлемесессĕн /чирленине пула/, ют çĕршыври парламент делегацине хутшăнсассăн, фракци ертÿлĕхĕ хушнипе командировкăна кайсассăн, хутшăнмасса пултараççĕ. Алена Игоревна «Единая Россия» фракци депутачĕн Сергей Неверовăн шухăшĕпе килĕшнине, депутатăн хăй тăвакан йышăнусемшĕн явап тытма пултармаллине палăртрĕ.

Регионсен эрни пынă май Алена Аршинова Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçнине, Канаша çитсе курнине, Чăваш Енрен суйланнă Леонид Черкесов депутатпа Шупашкарта çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннине пĕлтерчĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсен пĕр ушкăнĕ суйлав вăхăтĕнче хастарлăхпа палăрнăшăн тав сăмахне тивĕçрĕ.

Алена Игоревна РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсен кампанийĕсене хастар хутшăннăшăн, сумлă тÿпе хывнăшăн журналистсене — «Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн тишкерÿçине Ирина Клементьевăна, "Хресчен сасси" хаçат редакторне Валентина Петровăна, «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕсене Ирина Кошкинăпа Лена Атамановăна Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Калем ăстисемпе малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Елена МИХАЙЛОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.