Аграрисен ĕçĕ курăмлă та ÿсĕмлĕ

29 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăри ял хуçалăх организацийĕсен, фермер, кил хуçалăхĕсен, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисен представителĕсемпе АПК ветеранĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.

Республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. Ял хуçалăх производствин калăпăшĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен чылай ÿснĕ. Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем иртнĕ çулхинчен нумайрах — 650 пин тонна ытла — пухса кĕртнĕ, аш-какай 13 процент ытларах туса илнĕ.

Министр производство ытти енĕпе те ÿснине пĕлтерчĕ. Çулталăк вĕçлениччен пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. Залра пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аг­ро­промышленноçра вăй илсе пыракан экономика туртăмне хак пачĕ. Хальхи вăхăтра производствăна инвестици хывма мехел çитернисем ĕç тухăçлăхне, ĕç укçине ÿстереççĕ, социаллă ыйтусене татса параççĕ, предприятие татах модернизацилеме услам тăваççĕ. Ку — аталану çулĕ, унпа малаллах талпăнмалла.

Михаил Васильевич федерацин «Агропромышленноç аталанăвĕ» наци программине йышăннăранпа ял хуçалăхĕнче ырă улшăну питĕ нумай пулса иртнине, АПКна аталантарасси çĕршывăн стратеги тĕллевĕ пулнине палăртрĕ. Уяв залне пыриччен тепĕр Указ кăларнине, унпа килĕшÿллĕн районта е хулара чи пысăк инвестици хывнăшăн тата вырăнти хыснара чи нумай налук пухнăшăн район, хула муниципалитечĕсене Чăваш Ен хыснинчен уйăракан грантсем пама пуçлассине пĕлтерчĕ. Вĕсем пурĕ 100 миллион тенкĕ илĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ уява пуç­тарăннисене професси кунĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем тума сунчĕ, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра пысăк ÿсĕм тунисене патшалăх наградисем парса хавхалантарчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.