Кунта патриотсене çитĕнтереççĕ

28 Окт, 2016

Юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче Ачасен полици академине çÿрекенсем тупа тунине тата академие йĕркеленĕренпе 10 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Тупа туни ачасемшĕн яланлăхах асра юлассине, вĕсен шăпине пысăк витĕм кÿрессине палăртнă Михаил Васильевич. Полици академийĕ хушма пĕлÿ парассин тытăмĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ: ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентет, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать. Ачасен полици академийĕнчен вĕренсе тухакансем ШĔМ, МЧС, Оборона министерствин тытăмĕнчи аслă шкулсене кĕреççĕ, кунта çÿрекенсем право хуралĕн тата вăй ведомствисен хăйнеевĕр кадр резервĕ тени те вырăнлă.

1-мĕш курссем тупа тунă хыççăн уява концерт малалла тăснă. Михаил Игнатьев академи ĕçченĕсене тата кунта вĕренекенсене саламланă, наградăсем панă.

М.АНДРЕЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.