Пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ

28 Окт, 2016

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ял тăрăхне кĕрекен Малиновка поселокĕнче «Заря» агрофирма» ОООн 200 пуçлăх çĕнĕ ĕне вити тата ĕне сумалли зал хута кайнă. Фермăна уçма республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ Александр Яковлев, райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Горбунов, Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков, «Заря» агрофирма ертÿçи Рафис Айсын, ытти хăна, ял çыннисем хутшăннă.

Александр Яковлев çак кун Ирçе Çармăс ял тăрăхĕшĕн, Малиновка поселокĕшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. «Нумаях пулмасть кăна пушă çак вырăнта колхозăн усă курман юхăннă фермиччĕ, халĕ вара мăйракаллă шултра 200 пуç выльăх усрамалли чаплă ферма çĕкленчĕ», — тенĕ вăл.

Сергей Горбунов çакнашкал объектсен строительстви район аталаннине çирĕплетнине палăртнă. «Çакнашкал предприятисем уçăлни — районăн ял хуçалăхне аталантармалли шанчăклă ресурс», — тенĕ вăл. Объекта хута янă май кунта çывăхри ял-поселокра пурăнакансем валли 5 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хуçалăх ĕне усранисĕр пуçне тĕштырă, çĕрулми çитĕнтерет, кăçал пушă выртнă 125 гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ, тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене 250 гектар акнă, 4 гектар çĕрулми лартнă. Хĕл валли выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ.

— Пытармастăп: кунта ĕне ферми тăвасси çинчен пĕлсен тĕлĕнтĕм. Паян сутакан сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен 20% пысăкрах. Манăн шухăшпа — сирĕн районăн малашне те çак çул-йĕрпе аталанмалла. Çитес çул кунта тата тепĕр ĕне вити хута каясса шанатăп. Хуçалăх, район ертÿçисене оперативлăхшăн тав тăватăп, хуçалăх районпа республикăшăн ĕçлесе татах та аталанасса, пысăк кăтартусемпе савăнтарасса шанатăп, — тенĕ Сергей Артамонов. — Йĕпреç районĕн кăтартăвĕсем кăçал сĕт суса илес, аш-какай туса илес енĕпе те, выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе те пысăк. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнипе çыхăннă кăтартусем савăнтараççĕ. Йĕпреçсем кăçал ыттисенчен лайăхрах ĕçлерĕç: пушă выртнă 3200 ытла гектар çĕре акнă, сухаланă. Сире ял хуçалăх ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа саламлатăп, малашне те ăнăçу сунатăп! Пурне те уяв ячĕпе саламласа Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн Шупашкарта юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртекен кунне уявлама йыхравлатăп.

Унтан сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă, пурте пĕрле çĕнĕ объектпа паллашнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.