Сергей ГОРБУНОВ: Çын нушине чун витĕр кăлармалла

28 Окт, 2016

Йĕпреç тăрăхĕ агропромышленноç комплексне ăнăçлă аталантарса пыракан районсенчен пĕри. Ку енĕпе унта тĕрлĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланса пыраççĕ, çĕнĕ хуçалăхсем йĕркеленеççĕ, ĕç вырăнĕсем хута каяççĕ, çĕнĕ обČектсем çĕкленеççĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех тата районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен райадминистраци пуçлăхĕ Сергей ГОРБУНОВ каласа пачĕ.

— Сергей Валерьевич, агропромышленноç комплексĕнче лару-тăру еплерех?

— Йĕпреç районĕ 120 пин гектар çинче вырнаçнă, вĕсенчен 33 пинĕшĕ — ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем. Иккĕ виççĕмĕш пайĕ — вăрман. Тыр-пула кăçал 8000 ытла гектар çинче лартса çитĕнтерчĕç. Хуçалăхсенче çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăк, куккурус лартаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх енĕпе “Красный партизан”, “Рассвет”, “Трудовик” лайăх ĕçлеççĕ. “Путиловка” хуçалăхра качака ферми пур. Пĕтĕмĕшле илсен, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх — 2663 пуç /пĕлтĕрхипе танлаштарсан — 107 процент/. Вĕсенчен сăвакан ĕне — 932 пуç, 2853 тонна сĕт туса илнĕ. Сĕт производствипе “Красный партизан”, “Трудовик” тата “Империя” агрофирма аван ĕçлеççĕ. Кашни хуçалăх выльăх йышне ÿстернĕ. Калăпăр, “Трудовик” агрофирма пĕлтĕрхинчен 8 процент нумайрах, “Империя” агрофирма — 4 процент. Шел те, “Искра” тата Киров ячĕллĕ колхозсем ку енĕпе кăшт юлса пыраççĕ. Сысна шучĕ — 9736 пуç, качакапа сурăх — 1000 пуç. 9 уйăхра кăçал 1095 тонна аш-какай туса илнĕ, вĕсенчен сысна ашĕ — 85 процент, ĕне ашĕ — 14 процент. Ку енĕпе “Рассвет” хуçалăх кăтартуллă ĕçлет.

— Кăçалхи вырма кăтартăвĕсемпе кăмăллă-и эсир?

— 16169 тонна тĕш тырă туса илнĕ, пĕр гектартан — 21,5 центнер. Тĕслĕхрен, кăçал “Рассвет” хуçалăх 3483 тонна тырă тĕшĕлесе кĕртнĕ. “Красный партизан” хуçалăхăн тухăçĕ те пысăк /гектартан — 28,5 центнер/. Кĕрхисене 3102 гектар çинче акса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕх валли 7339 тонна апат хатĕрленĕ. Çĕрулмипе ытти пахчаçимĕçе те пухса кĕртнĕ: “иккĕмĕш çăкăртан” 624 тонна тухăç илнĕ, ытти пахчаçимĕçрен — 186 тонна.

   Сергей ГОРБУНОВ Комсомольски районĕнчи Хурăнай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен /экономика/, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран /юриспруденци/ вĕренсе тухнă. Каçал тăрăхĕнчи налук службин инспекцийĕнче, Пенси фончĕн управленийĕнче ĕçленĕ. 2015 çулхи октябрьтенпе — Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ.

— Ял хуçалăх отраслĕнче çĕ­­нĕ­лĕхсем сахал мар пулĕ?

— Чăн та, юлашки çулсенче ял хуçалăха аталантарас енĕпе нумай улшăну пулса иртрĕ. ЧР Правительстви пулăшнипе кашни ял тăрăхĕнче инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăнчĕç. Калăпăр, Энтриелти Владимир Мясников предприниматель выльăх пусмалли цех хута яма хатĕрленет. Унта 3 ĕç вырăнĕ пулĕ. Ирçе Çармăсри “Заря” агрофирма 200 пуç ĕне валли вите тата тырă хумалли склад туса пĕтерчĕ. “Трудовик” хуçалăхра ĕнесене çулла тытмалли лагерь туса лартрĕ. “Путиловка” агрофирма 800 пуç качака валли ферма хута ячĕ. Кăçал пирĕн районти 4 çамрăк “Ĕçе пуçăнакан фермер” программăпа килĕшÿллĕн 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçнĕ. Çак пулăшупа усă курса Пăкăянти Владимир Шуркин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă, трактор туяннă. Хурамалти Николай Семенов та çак енĕпех тăрăшать. Виталий Ядрицов фермер ăшă теплица тума тытăннă. Хурăнлăхри Дмитрий Яковлев тырпул лартса çитĕнтерет. Ытти сферăра та инвестици проекчĕсем аван пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, Кĕлĕмкассинчи Юрий Алексеев металл хатĕрĕсен мастерскойне уçрĕ. Пучинкери сĕт завочĕ типĕ сĕт производствине хута яма палăртать, хальхи вăхăтра унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Йĕпреç поселокĕнче çĕнĕ лавкка, кафе тата кондитер цехĕ ĕçлеме пуçларĕç. Райпо çĕнĕлĕхĕсене халăх кăмăлласа йышăнать. Çу завочĕн ĕçĕ те тивĕçтерет: талăкне 10-12 тонна çу кăларать. Вăрманлă тăрăхра йывăç промышленноçĕ вăйлă аталанать: усламçăсем хăма-пĕрене, пура туса сутаççĕ. Ăста предпринимательсем пленка кăларакан цех хута ячĕç. Автомобиль сервисĕ тата ытти енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

— Районта социаллă сфера еплерех аталанса пырать? Культура, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, туризм отраслĕсемпе паллаштарсамăр.

— Йĕпреç тăрăхĕнче 25 вĕренÿ учрежденийĕ. Шкулсенче 2570 ача пĕлÿ илет, садиксенче — 1181 ача. Вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленчĕç. Чылайăшĕнче юсав ĕçĕсем тунă. Тĕслĕхрен, Пысăк Упакассинчи садике реконструкциленĕ, Кĕлĕмкассинчи садикăн тăррине витнĕ, çĕнĕ котельнăй тунă. Кашни шкулта ăшă туалет туса панă. Кăçал поселокри 1-мĕш шкул Раççейри чи лайăх пĕлÿ çурчĕсен “Топ-200” йышне кĕчĕ. Унта 1000 яхăн ача пĕлÿ илет. Шкулта икĕ сменăпа вĕренеççĕ, çавăнпа хушма çурт тума палăртатпăр. “Единая Россия” партин программипе килĕшÿллĕн Пысăк Упакассинчи шкул спортзалне юсаççĕ. Медицина пулăшăвĕпе Йĕпреç халăхне районти тĕп больница тивĕçтерет. Юлашки çулсенче пирĕн районта 4 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Çак кунсенче Энтриелте çĕнĕ ФАП уçăлĕ. Культура тытăмĕ те аван ĕçлет. Районти “Эревет” тата “Ахах” халăх ансамблĕсене республикипех пĕлеççĕ. Пирĕн районта тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах ыйтусем те пур. Калăпăр, Ирçе Çармăс ялĕнче клуб çук. Республикăри ятарлă программа пулăшнипе ялти культура вучахĕ çĕнĕрен хĕмленме пуçласса шанатпăр. Туризма аталантарас енĕпе те çитĕнÿсем пур пирĕн. Тĕслĕхрен, районта 3 туризм маршручĕ ĕçлет. Хăнасем Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Маресьев пурăннă вырăнсене ытларах çитсе кураççĕ. Уçă тÿпе айĕнчи музее те кăмăллаççĕ, çулталăкне унта вун-вун çын килет.

— Паянхи кун сывă пурнăç йĕркине пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Йĕпреçсем спортпа питĕ туслă пулнине пĕлетĕп.

— Пирĕн тăрăхран тухнă паллă спортсмен нумай. Районта пурăнакансенчен 45 проценчĕ спортпа туслă. Темиçе çул каялла поселокра “Патвар” спорт керменĕ уçăлни пысăк витĕм кÿнĕ. Бассейна шкул ачисемпе çамрăксем кăна мар, ватăсем те хаваспах çÿреççĕ. Футбол команди республикăри чи вăйлисен йышĕнче. “Спартак” стадионта çĕнĕ футбол уйĕ туса пачĕç. Кашни шкулта спорт секцийĕ пур. Пирĕн спортсменсем пысăк турнирсенчен медальсемпе таврăнаççĕ. Районта та тĕрлĕ ăмăрту йĕркелетпĕр, сумлă ентешсен ячĕсене асран кăлармастпăр. Йăлана кĕнĕ “Йĕлтĕр йĕрĕ” тата “Наци кросĕ” спорт уявĕсем çÿллĕ шайра иртеççĕ.

— Строительство, çул-йĕр тăвас енĕпе çитĕнÿсем пур-и?

— Çулсене юсасси — чи кăткăс ĕçсенчен пĕри. Кăçал Ирçе Çармăс, Хурăнлăх ялĕсен çывăхĕнче 500-шер метр çул юсанă. Урамри çулсене те йĕркене кĕртме тăрăшатпăр. Калиновка, Пысăк Упакасси, Кĕлĕмкасси ялĕсенче 1-2-шер çухрăм çул хывнă. Республика пĕлтерĕшлĕ трассăна юсамашкăн бюджетран 22 млн яхăн тенкĕ уйăрнă. Йĕпреç поселокĕнчи тротуарсене тăвас ĕç те малалла пырать. Кăçал çак ĕçе тумашкăн 1613,222 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Халăха çурт-йĕрпе тивĕçтерес программа та пурнăçланать. Кăçал çĕнĕ çурт тума е туянма 24 çамрăк çемьене свидетельство панă. Çынсене авариллĕ çурт-йĕртен куçарас тĕллевпе Буинск поселокĕнче 15 хваттерлĕ çурт çĕкленет. Çуртсене юсамашкăн та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне Йĕпреçре 6 çуртра капиталлă юсав ирттернĕ.

— Паянхи çамрăксем ялта пурăнма юлманни вăрттăнлăх мар. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа районтах хăварас тĕллевпе мĕн тăватăр?

— Чăн та, хуланалла тухса каякан нумай. Çак утăма тума вĕсене ĕç вырăнĕсем çукки хистет. Çавăнпа çĕнĕ производствăсем хута ярса ĕç вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Ку енĕпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе предпринимательсен ĕçне палăртас килет. Кăçал район больницине “Земство тухтăрĕ” программăпа 2 тухтăр килчĕ. Ĕçлеме килекен çамрăк вĕрентекенсене 20 пин грант паратпăр. Çамрăксен хушшинче “Чи лайăх специалист” тата ытти конкурс ирттеретпĕр. Райадминистраци çумĕнче çамрăксен правительствине йĕркеленĕ тата ял çамрăкĕсен организацине туса хунă. Çак тытăмсем пире яш-хĕрпе ĕçлеме пулăшаççĕ.

— Сирĕн ытти çамрăк пек хуланалла “вĕçтерес” ĕмĕт пулман-и?

— Çывăх çыннăмсем ĕмĕрĕпех ял хуçалăх отраслĕнче ĕçленĕ: анне — тĕп зоотехник, атте ферма заведующийĕ пулнă. Вĕсем Вăрнарти техникумран вĕренсе тухнăранпах ялти колхозра тăрăшнă. ВДНХ наградисене тивĕçнĕ вĕсем. Эпĕ те ачаран ĕçе юратса ÿснĕ, çавăнпа хам пурнăçăма ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас терĕм. Математика, шут ĕçне ытларах юратнăран экономист специальноçне суйласа илтĕм. Халĕ те çемьепе ялта пурăнатпăр. Ял пурнăçĕ килĕшет, хуланалла каяс шухăш пулман.

— Эсир пуçлăх пуканне йышăннăранпа çак кунсенче çулталăк çитрĕ. Ун чухне хăвăр тивĕçĕре пурнăçлама мĕнрен пуçларăр?

— Йĕпреç тăрăхĕ — ял хуçалăх районĕ. Çавăнпа чи малтанах ял хуçалăха “куç хыврăм”. Ун чухне пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр лаптăкĕ пысăкчĕ — 4531 гектар. Тÿрех çак çитменлĕхе пĕтерме тĕллев лартрăм. Çур çулта 3200 гектара ĕçе кĕртрĕмĕр. Çĕрсене сухаласа акас енĕпе “Пионер” /1540 гектар/ тата “Дружба” /220 гектар/ агрофирмăсем тăрăшса ĕçлерĕç. Çавăн пекех Дмитрий Яковлев /272 гектар/, Ремис Мансуров /430 гектар/ фермерсем тата ытти хуçалăх пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕç.

— Сирĕн ертÿçĕ опычĕ те пур. Эсир темиçе çул Пенси фончĕн Каçал тăрăхĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ пулнă.

— Унта 5 çул вăй хутăм. Управлени çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăра та, Атăлçи тăрăхĕнче те чи лайăххисен йышĕнче пулчĕ. 2013 çулхи кăтартусемпе чи лайăх управлени ятне тивĕçрĕмĕр. Пуçлăх ĕçĕ çăмăл ĕç мар, района ертсе пыма вара тата йывăртарах. Кунта пур енĕпе те яваплă пулмалла. Ертÿçĕн кашни отрасльти лайăх енсемпе çитменлĕхсене пĕлмелле. Кашни çыннăн нушине чун витĕр кăлармалла. Халăхпа влаç хушшинче диалог пулмалла. Çынна суймалла мар. Ултав яланах çиеле тухать. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна пысăк çитĕнÿ тума пулать.

— Эсир — Комсомольски тăрăхĕнчен. Хăвăр пурнăçăра мĕншĕн Йĕпреçпе çыхăнтарас терĕр?

— Пирĕн ял Йĕпреç чиккинче вырнаçнă. Çамрăк чухне поселока чылай çÿренĕ. Спортпа туслă пулнă май унта иртекен ăмăртусене çÿреттĕмĕр, кĕрешÿ секцийĕнче ăсталăха туптанăран акатуйсенче хамăн вăя пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Кунта ман юлташ та, пĕлĕш те сахал мар. Йĕпреç халăхĕ унчченхи пекех тăрăшуллă, ĕçчен пулнине палăртас килет. Мана хăйсен çынни пек йышăннăшăн савăнатăп.

Андрей МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.