Депутат журналистсене тав турĕ

27 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулчĕ.

Тĕлпулу кăмăллă самантран пуçланчĕ: Алена Игоревна РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсен кампанийĕсене хастар хутшăннăшăн, сумлă тÿпе хывнăшăн журналистсене — «Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн тишкерÿçине Ирина Клементьевăна, "Хресчен сасси" хаçат редакторне Валентина Петровăна, «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕсене Ирина Кошкинăпа Лена Атамановăна Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Калем ăстисемпе малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Алена Игоревна çиччĕмĕш суйлаври Думăн ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Улшăнусенчен пĕри — депутатсене шантару хучĕсемпе сасăлама ирĕк паманни. Эппин, вĕсен пĕлтерĕшлĕ сăлтав /çын хăй чирлени, ертÿлĕх хушнипе командировкăна кайни/ пулмасан ларусене хутшăнмаллах. «Сергей Неверов каланипе килĕшетĕп: халăх вăл е ку депутата хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме шаннă тăк — унăн хăй тăвакан йышăнусемшĕн явап тытма пултармалла», — терĕ А.Аршинова. Вăл халĕ регионсен эрни пынă май Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçнине, Канаш районне çитсе курнине, Шупашкарта çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннине пĕлтерчĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май РФ Патшалăх Думине Чăваш Енрен суйланнă ытти депутатпа та хутшăнусем йĕркеллех тесе палăртрĕ.

И.СЕМЕНОВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.

 

Автор: