Чăваш хăмлин малашлăхĕ пурах

27 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсентăран çитĕнтерекен, механизаци, химизаци тата ӳсентăрана хӳтĕлекен департаментăн директорĕ Петр Чекмарев, Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕ Евгений Ахпашев пулчĕç.

Ӳсĕм куçкĕретех

Вĕсем чи малтан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Наукăпа вĕрентӳ - агропромышленноç комплексĕн тата ялти социаллă инфратытăм аталанăвĕн никĕсĕ» наукăпа практика конференцине хутшăнчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев академи ĕçченĕсемпе ветеранĕсене вĕренӳ заведенийĕ 85 çул тултарнă ятпа саламларĕ, аслă шкултан вĕренсе тухнисем регион аталанăвне пысăк тӳпе хывнине палăртрĕ. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин аграрисен умне çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли тĕллев лартнине аса илтерчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх академийĕн проректорне Иван Игнатенкăна республика Пуçлăхĕн Тавĕпе хавхалантарчĕ.

Петр Чекмарев Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. «Тĕш тырăпа, çу культурисемпе, пахчаçимĕçпе хамăра туллин тивĕçтеретпĕр. Кăçал тĕш тырă тухăçĕ рекорд шайĕнче - 115 млн тонна ытла пухса кĕртнĕ. 2030 çул тĕлне çулталăкра 150 млн тонна тĕш тырă пухса кĕртмешкĕн тĕллев лартнă», - терĕ вăл. Петр Александрович академин чи лайăх ĕçченĕсене патшалăх наградисене пачĕ.

Евгений Ахпашев та Раççей ял хуçалăхĕ вăй илсе пыни çинчен каларĕ: кăçалхи ӳсĕм 3,6 процентпа танлашнă, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç кăтартăвĕ - 2,5 процент.

Михаил Игнатьев Мускав хăнисемпе пĕрле Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Ростсельмаш» АУОн ятарлă аудиторине уçма хутшăнчĕ. Вĕсем «Ростсельмашăн» техникисене вырнаçтарнă залра пулчĕç, вĕренӳ класне кĕрсе курчĕç, спорт комплексĕпе паллашрĕç. Петр Чекмарев студентсене çуллахи каникул вăхăтĕнче комбайнпа ĕçлесе пăхма сĕнчĕ. «Çакă техникăна лайăхрах пĕлме май парĕ. Сирĕн ăçта мĕн ваннине, техникăна мĕнле юсамаллине пĕлмелле. Ял хуçалăхне хатĕр специалистсем пулса килмелле», - терĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ студентсене çĕнĕ йышши техникăпа усă курса вĕрентни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ, Раççей Ял хуçалăх министерствин ертӳлĕхне академи никĕсĕ çинче çĕнĕ йышши инженери факультечĕ йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ.

 

Пирвайхи утăма тунă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунах РФ Ял хуçалăх министерствин департаменчĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Унта çавăн пекех республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.

Тĕлпулура нумаях пулмасть республикăна РФ Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов килсе кайнă май Чăваш Енре хăмла çитĕнтерессине аталантарас енĕпе калаçса татăлнă ыйтусене епле уçăмлатнине сӳтсе яврĕç. «Çĕрулми туса илес енĕпе эсир лидерсем. Хăмла ӳстермелле. Пуçламăшĕ пур. Пирвайхи утăма тунă. Пирĕн Чăваш Енрен хăмла çитĕнтерекен тĕп регион тумалла», - пĕтĕмлетрĕ Петр Чекмарев.

Сумлă хăнасем Çĕрпӳри «Чăвашхăмлапром» пĕрлешĕве те çитсе курчĕç. Кунта хăмла пучахĕнчен гранула туса кăларакан тĕнче шайĕнчи пысăк тухăçлă производство хута кайнă çĕре хутшăнчĕç. Çак оборудование PROBST фирмăран /Германи/ туяннă. Пĕр сехетре 1500 кг хăмла пĕрчĕлеме пултарать вăл. Унсăр пуçне «симĕс ылтăна» пресласа хатĕрлет. Хăех тĕркеме вырнаçтарать. Сăра завочĕсем ăна та, кăна та туянаççĕ. Паллах, оборудование туллин ĕçлеттерес тесен хамăр республикăра çитĕнтернĕ хăмла çителĕксĕр. Çавăнпа «симĕс ылтăна» ытти çĕршывран та илсе килме палăртнине каларĕ Раççейри Хăмлаçăсен ассоциацийĕн президенчĕ Геннадий Горланов.

Сăмах май, «Чăвашхăмлапром» кăçал 80 çул тултарчĕ. Предприяти 1936 çулта йĕркеленнĕ. Малтан вăл - хăмла пуçтармалли пункт, кайран «симĕс ылтăн» фабрики пулнă. 1984 çулта кунта сехетре 800 кг хатĕр продукци туса кăларакан лини вырнаçтарнă. Вăл иртнĕ çул 160 т тирпейленĕ.

Чăваш Ен авалтанах хăмла çитĕнтерес тĕлĕшпе палăрнине пĕлтерчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Унăн тухăçлă та паха сорчĕсене Раççейри сăра хатĕрлекен предприятисем малашне асăрхасса шанчĕ.

Хăмла отрасльне аталантарас тĕлĕшпе республикăра тĕллевлĕ ĕçленине каларĕ Петр Чекмарев. «Чăваш Енре ку тĕлĕшпе пĕтĕм услови пур: йăла-йĕрке, наука, ĕçчен халăх. «Симĕс ылтăн» çитĕнтерес тĕлĕшпе Чăваш Республики Раççейре тĕп площадка пулса тăрĕ», - терĕ вăл.

Хăмла - Раççейĕн «симĕс ылтăнĕ»

Правительство çуртĕнче вара «Раççей Федерацийĕнче хăмла туса илес аталану тăрăмĕ тата малашлăхĕ» темăпа канашлу иртрĕ. Унта Раççей субъекчĕсен агропромышленноç комплексĕн управлени органĕсен, отрасль пĕрлĕхĕсемпе ассоциацисен представителĕсем, çĕршыври сăра вĕретекен компанисен ертӳçисем хутшăнчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ял хуçалăхĕ экономикăн чăн секторĕн малашлăхлă отраслĕ пулнине палăртрĕ. Кăтартусем тăрăх 2016 çулта республикăри ял хуçалăх производствин индексĕ 108 процентпа танлашнă. «Çут çанталăк газĕ, çул-йĕр, пысăк хăвăртлăхлă интернет, пахалăхлă çыхăну - çаксем паянхи пурнăç чăнлăхĕ», - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

«Пирĕн пĕр тĕллев - сăра тăвакан пĕтĕм субъекта пахалăхлă, хамăр çĕршывра туса кăларнă таварпа тивĕçтересси», - терĕ Петр Чекмарев. Хăмла çавăн пекех фармацевтика промышленноçĕ валли те кирлĕ. Паян çĕршыв 3,6 пин тонна хăмла туянать. Çак калăпăша эпир хамăр туса илме тивĕçлĕ.

Петр Александрович çавăн пекех хăмла çитĕнтернĕшĕн уйăракан субсидисен калăпăшне ӳстермелли майсене тишкернине палăртрĕ. «Симĕс ылтăн» шпалерĕсем валли уйрăм субсиди уйăрĕç.

Чăваш Енре хăмла ӳстерес ĕç лару-тăрăвĕ пирки ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартрĕ. Ку культурăна маларах кашни колхозрах çитĕнтернĕ. Халĕ унпа 4 районти 5 хуçалăх çеç ĕçлет. 2015 çулта мĕнпур хуçалăхра «симĕс ылтăна» 418,8 т пухса илнĕ, гектарти тухăç - 18,1 ц. Çакă юлашки çулсенче чи пысăк кăтарту пулнине пĕлтерчĕ вăл. Сергей Артамонов çавăн пекех Чăваш Ен территорийĕнче хальхи технологисемпе усă курса хăмла пахчи тăвас енĕпе малашлăхлă инвестици проекчĕпе паллаштарчĕ. Чăваш ял хуçалăх наука-тĕпчев институчĕпе хăмла ӳстерекен хуçалăхсем паха сортлă 100 пин ытла хунав лартса ӳстерме май пуррине каларĕ. Çакă çулсерен 25 га плантаци йĕркелеме çитет.

Хăмла ӳстерес енĕпе чапа тухнă Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх тĕслĕхĕпе «Росси» ООО тĕп директорĕ Андрей Кузьмин паллаштарчĕ. Кăçал хуçалăхра 33 т чĕртавар туса илнине, 18 га хăмла пахчи хывса хăварнине пĕлтерчĕ. Çитес çул валли те пысăк плансем палăртнă. Импорта улăштармалли туртăм вăй илнĕ май малашне патшалăх пулăшăвĕ кирлине асăнчĕ вăл.

РФ Ял хуçалăх министерствин апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕ Евгений Ахпашев хăмла ӳстерес ĕçе сăра вĕретекен компанисен те хастар хутшăнмаллине палăртрĕ.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Петр Чекмарев «симĕс ылтăн» ӳстерес ĕçе аталантармалли «çул картти» туса хатĕрлессине тата Чăваш Ен хăмла туса илес енĕпе тĕнчере малтисен ретĕнче пулмаллине пĕлтерчĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.