Ашшĕ-амăшĕ ачине тăван чĕлхерен пистерсе ура хурать

2 Апр, 2014

Иртнĕ эрнере республикăри хуласемпе районсенче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен семинарĕ иртрĕ. Педагогсене валли çакăн евĕр канашлу тăтăшах йĕркелеççĕ-ха. Çапах та пире, журналистсене, чăваш чĕлхи, тăван ен культури предмечĕсене вĕрентекенсен тĕл пулăвне çитсе курма мĕн хистерĕ-ха? Чăн малтан, эпир те, вĕсем пекех, чăвашлăха упрас ĕçе пурнăçлатпăр. Хальхи саманара чĕлхе сумĕ чакса пыни, кĕçĕн ăру вырăсланса пыни уйрăмах пăшăрхантарать.

2013-2014 вĕренÿ çулĕнче федерацин çĕнĕ стандарчĕ вăя кĕнĕ май 9-мĕш классем чăваш чĕлхипе экзамен тытмасан та пултараççĕ. Паллах, тĕп предметсемсĕр пуçне хăйне килĕшнине суйлама пултарать-ха çамрăк. Анчах кунашкал çăмăллăхшăн хĕпĕртĕ кăна вăл. Çĕнĕлĕхе чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем те йывăррăн йышăнчĕç. "Ачасене тăван чĕлхерен пистерниех ку", - шухăшлаççĕ вĕсем.

Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатăн çитес номерĕнче.

Рубрика: