ХĂШ, ÇИТМЕСТ-ШИ?

26 Окт, 2016

Кĕлетке виçине чакарма ĕмĕтленекен çынсенчен темĕнле тăрăшсан та начарланайманни пирки час-часах илтме тивет. Ку рациона улăштарни кăна çителĕксĕр пулнипе, ăна гормонсемпе шайлашуллă йĕркелемеллипе çыхăннă. Енчен те организмра уйрăм гормон çителĕксĕр пулсан ăна туса кăларассине лайăхлатмалла. Çак ĕçе мĕнле тытăнмалли çинчен Д.Балясова диетолог сĕнĕвĕсене вуласа пĕлме пулать.

Адреналин

“Тăмана” типĕ. Çак çынсемшĕн кашни ир пĕр чашăк кофĕрен пуçланать. Хумханнă чухне кашнинчех мĕн те пулин, час-часах тăварлă çимĕç, чăмлас килет.

Адреналин шайĕ чакнă çын пурнăçри кăткăс лару-тăрăва йывăррăн чăтса ирттерет, унăн пулса иртнине йышăнмалли реакци вăрахланать, тимлĕхе пĕр çĕре пухса тĕрĕс йышăну тăвас пултарулăхĕ чакать, хăш чухне ним тăваймасăр алă усăнать.

Асăннă гормон çителĕксĕррине пула çын хытă тарлать, уйрăмах — питпе хул айĕ.

Мĕнле тивĕçтермелле? Чи малтанах алкогольрен сивĕнмелле. Сыр, уксус хушса хатĕрленĕ апатсем çимелле мар.

Ирхине вăй-хала ÿстерме симĕс чей /хĕрлĕхен курăкĕн чейĕ тата лайăхрах/ ĕçмелле.

Ирхи апата яланах çимелле. Пĕр стакан йогурт та пулин ĕçĕр.

Сăмах май, какай апачĕ адреналин туса кăларассине вăйлатать. Каçхи апата пахча çимĕç е какай /пулă/ çисен аван. Тата ытларах хускалмалла.

Серотонин

Ку — савăнăç, лайăх кăмăл, ирĕклĕх, шанчăклăх, çирĕплĕх гормонĕ.

Çак гормон ытларах чухне ирхи апат çиме юратман çынсен çителĕксĕр пулать. Вĕсем ĕçе пуçĕпех путса час-часах кăнтăрлахи апат пирки те манаççĕ. Каç енне кăна вăйлă çисе лартаççĕ. Çакна пула ыйхă вĕçет, хырăмлăх тулса ларать.

Мĕнле тивĕçтермелле? Куна пăтă çининчен пуçламалла. Апатсен хушшинче çырткаласа илме типĕтнĕ улма-çырла, мăйăр вырăнлă.

Кăнтăрлахи апатра кашнинчех пахча çимĕç салачĕ пулмалла. Эрнере пĕр-икĕ хут çуллă пулă — лосось, тунец, сельдь — çиме юрать.

Тироксин

Ăс-тăн çивĕчлĕхне лайăхлатать, ылмашăну ĕçне, кĕлетке виçине, юн пусăмне йĕркере тытма пулăшать...

Тироксин çитменни çÿç тăкăннипе, ÿт типнипе, апат ирĕлесси пăсăлнипе палăрать. Çын хăвăрт ывăнать, яланах шăнать.

Мĕнле тивĕçтермелле? Çак гормонпа кăткăсрах, мĕншĕн тесен ăна туса кăларасси организма йод çыхăнăвĕсем пырса тăнипе çыхăннă.

Тинĕс çимĕçĕсем, тинĕс купăсти, çăмарта, хурма, фейхоа усăллă. Курссемпе минерал шывĕ ĕçмелле, апата йодлă тăвар хушмалла, пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле.

Ирхи уйрăмах паха апат — тăпăрчă тата сезонри улма-çырла. Каçхи апат — çуллă мар пулă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.