Чăваш Ен сăн-сăпатне йĕркесĕрлĕх ан варалатăр

25 Окт, 2016

Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсенче пахчаçимĕç пуçтарса кĕртессипе çыхăннă ĕçсем, эмелсен, таварсен тата тĕрлĕ ыйтăва тивĕçтерессин хакĕсен шайĕ... — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлура çак тата ытти темăна хускатрĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене хускатиччен Михаил Игнатьев çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри хулинчи професси вăтам пĕлĕвĕ паракан заведенисенчен пĕринче спорт мероприятийĕ вăхăтĕнче пулнă пăтăрмах çинче чарăнса тăчĕ. Кунашкал лару-тăру сиксе тухасран малашне профилактика ĕç-хĕлне вăйлатмалли, çынсем йышлă хутшăнакан мероприяти ирттересси çинчен йĕркелĕхе сыхлакан органсене маларах пĕлтермелли, организаци-предприяти ертÿçисен кирек хăçан та яваплăха туймалли пирки хытарсах каларĕ.

Авăн уйăхĕнчи йĕпе-сапа çанталăка пула кĕрхи вырма, пахчаçимĕçе пухса кĕртесси вăраха тăсăлчĕ. Паянхи куна тухăçа пуçтарса кĕртессипе лару-тăру еплерех-ха? Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх тыр-пула пуçтарса кĕртесси вĕçленнипе пĕрех. Республикипе — 650 тонна, пĕлтĕрхинчен 13,8 процент нумайрах. Хăшпĕр районта /Вăрнар, Шупашкар, Вăрмар, Красноармейски районĕсенче/ вырма вĕçленменни куккуруса пухса пĕтерейменнипе çыхăннă. Çĕрулмине лартнă лаптăкăн 97 процентĕнчен пуçтарса кĕртнĕ. Михаил Васильевич ĕçе юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен, Ял хуçалăх ĕçченĕн уявне паллă тума палăртнă кунччен, вĕçлеме ыйтрĕ те — министр çĕрулмине кăларса пĕтерме сăмах пачĕ.

Пуçтарса-тирпейлесе кĕртнипех тупăшлă пулаймăн, тавара сутмалла. Çакăн валли хамăр патрах тивĕçлĕ условисем пулсан хресчен услам илейĕ. Паянхи пасар, шел те, халăха кирлĕ тавара пĕри тепринчен туянакан пайтаçăсемпе тулнă. Çавна май тавар сентре çине çитнĕ çĕре темиçе хут хакланать. Çакна сирес тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Экономика, Ял хуçалăх министерствисен, тĕрĕслев-надзор органĕсен представителĕсемпе пĕрле пасарсенчи лару-тăрăва вырăна тухса тăтăшах тĕпчет.

Тавар хакĕсем тĕлĕшпе республикăра лару-тăру мĕнлерех-ха? Ку ыйтупа Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăсăклансах тăрать. Экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каланă тăрăх — 2015 çулхи раштав уйăхĕнчи хаксемпе танлаштарсан кăçалхи авăн уйăхĕччен апат-çимĕçпе çыхăнман таварсемпе тивĕçтересси Раççейри вăтам кăтартусенчен ытларах хакланман. Хаксен индексĕсене тишкерсен федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика — улттăмĕш вырăнта. Инна Николаевна ку начар мар тесе çирĕплетесшĕн пулчĕ те — республика Пуçлăхĕ унпа килĕшмерĕ. «Мĕншĕн хамăрпа кÿршĕллĕ регионсенчен, сăмахран, Мордовирен, кайра пулмалла?» — терĕ вăл мониторинг ирттернипе çырлахмасăр суту-илÿ организацийĕсене хаксене хăпартассинчен тытăнса тăмалли пирки витерме сĕнсе.

Эмел хакĕсем пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каласа кăтартрĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — сиплев препарачĕсен хакĕсене уйăхсерен тишкересси 35 аптека организацийĕпе 25 медицина организацийĕнче пулса пырать, мониторинг эмелсен 6 пин тĕсĕ тĕлĕшпе иртет. Çулталăк пуçланнăранпа хакланнă эмелсен 59 проценчĕ — хамăрăн çĕршывра туса кăларнисем. Медицина организацийĕсен 80 процентне эмелпе централизациленĕ мелпе тивĕçтереççĕ. Çапла майпа туянни укçа-тенке чылай перекетлеме май панине кура министерство малашне ку мелпех ĕçлессине палăртрĕ Алла Владимировна.

Михаил Игнатьев пĕр уйăх каялла канашлура «фанфурик» сутассипе кĕрешмелли пирки çивĕччĕн калаçнине аса илтерчĕ. Лару-тăру лайăхланнă-и? Çакна тĕрĕслес тĕллевпе Чăваш наци телекуравĕн ĕçченĕсене рейд ирттерме хăех хушнă вăл. Вĕсем хатĕрленĕ сюжета канашлура кăтартрĕç те — хăшпĕр киоск спиртлă йÿнĕ хутăшсене çаплипех ирĕккĕн сутни палăрчĕ.

— Суту-илÿ точкисене уçма ирĕк паратăр пулсан вĕсен ĕç-хĕлне мĕншĕн сăнаса тăмастăр? Йĕркесĕрлĕх хуçаланакан вырăнсене мĕншĕн депутатсене явăçтармастăр? — çирĕппĕн ыйтрĕ республика Пуçлăхĕ тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕнчен Алексей Ладыковран.

Йĕркесĕрлĕх тенĕрен республика сăн-питне нĕрсĕрлетекен тепĕр ÿкерчĕк — регион тата федераци çулĕсем хĕрринче, чарăнусем тĕлĕнче çÿп-çап купаланни-йăваланни. Чăн та, кун пирки канашлусенчен пĕринче асăрхаттарса каланă хыççăн тивĕçлĕ органсен представителĕсем хăш хутлăхра тирпейсĕрлĕх хуçаланнине сăнаса тухнă-ха, анчах тирпейлĕхшĕн яваплă организацисенчен чылайăшĕ тавралăха чыссăрлатакан купасене çаплипех тĕкĕнмен.

— Ыйтăва çывăх кунсенче сирмесен хăшпĕр организаци пирки прокуратурăна евитлеме тивĕ, — терĕ Михаил Васильевич килпетсĕрлĕх республикăна, кунта пурăнакансене чыс кÿменнине çирĕплетсе.

Ирина ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.