Тăван тăваллах туртать

25 Окт, 2016

Ăнсăртран тĕл пулнăччĕ унпа. «Кассан — турпас, калаçсан — сăмах» тенешкел, ентешсем пулнă май паллашсах кайрăмăр. Калаçма ухута пулсан та хăй пирки питех шарламаннине кура ыйтса тĕпчес шухăш пуçра пулман. Тивĕçлĕ канура пулнине кăна чухлатăп. Анна Ивановна 75 çул урлă каçнине пĕлсен çакă чăнлăхпа пĕр килмен пек туйăнчĕ. Хăшĕ-пĕри, ултă теçетке çул урлă тин кăна каçни те, çаврăнăçулăхĕпе, чун хавалĕпе, ăнтăлăвĕпе ăна çитеймест. Хулари хăтлă хваттерĕнче пĕччен пурăнсан та тунсăхлама вăхăт çук унăн, «вăл ыратать, ку сурать» тесе нăйкăшса лармасть, çынсемпе ытларах хутшăнма тăрăшать, концертсене тухса çÿрет. Урăхла каласан — самана таппинчен юлмасть.

Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и?..

Пăрчăкан пек ĕçченскер лара-тăра пĕлмест. Хваттерĕнче тĕл пулма çук ăна. Çу кунĕсенче вăрмантан тухмасть, кăмпа-çырла пуçтарать, милĕк хатĕрлет. Хĕллехи вăрăм каçсенче ал ĕçĕпе аппаланать, кăнтăрла уçăлса çÿрет, тантăшĕсемпе курнăçать, тăванĕсем патне хăнана каять. Пуш алăпа мар паллах: сумкине тăварланă кăмпа е варени савăчĕ, тин кăна çĕленĕ саппун чикет. Çывăх çыннисен кăмăлне çавăрма пĕлет мар-и?

Вăрман пуянлăхĕ — уншăн услам та. Пысăках мар пенси укçипе пурнăçа сыпăнтарса пыма çăмăлах пулас çук: кăмпа-çырлана, милĕке хушăран пасара тухса сутать. Пахалăхлă тавара туянакан тупăнсах тăрать.

Тĕрлĕ пăтăрмах ырăпа вĕçленнине чун ĕненĕвĕпе, кăмăл-сипетпе çыхăнтарать. Пĕррехинче тантăшĕпе иккĕшĕ Апашри çветтуй çăлкуçран шыв илме кайнă. Çумăр çунипе, паллах, хăйсем шыва кĕрсе сăвапланайман, çапах савăтсене тултарнах. Хулана машинăпа килекен хĕрсем çула май вĕсене лартнă. Тăватă урапаллă тимĕр урхамах пĕчĕк çырма урлă каçайман, тăмлă çĕре çавăрттарни те пулăшман. Салонри çынсем кар тăрса тухнă та машинăна тăвайккинчен тĕртсе хăпартнă. Анчах вăл малалла каяйман, путса ларнă. Çăмăл тумланнă хĕрсене хĕрхенсе Анна Ивановнăпа юлташĕ Апаш ялĕнчи столовăя кĕнĕ. Кунта ĕçлекенсем вĕсене машинăна туртса кăларма килĕшекен тракториста тупса панă. Нушана лекнĕ çамрăксене çанталăк япăххине пăхмасăр пулăшма килĕшекен ырă çынсем пурришĕн савăннă кинемейсем. Ара, çав вырăна хăватлă техника та пырса кĕреймест вĕт. «Пурăннă чухне пирĕн пурин те ырă тумалла, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшмалла», — çапла шухăшлать ветеран.

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — Турра чунран ĕненни те инкеке сирет. Çĕртме уйăхĕнче вăл пиччĕшĕн Красноармейски районĕнчи Уйриçурт ялĕнче пурăнакан ывăлĕ патне хăнана кайнă. Пĕччен çÿреме кăмăллаканскер пĕчĕк витре илнĕ те юнашар ял улăхне çырла татма тухса утнă. Савăта кăшт кăна тултарса çитереймен — Муркаш енчен хура пĕлĕтсем шуса килнине асăрханă. Унччен те пулман — çиçĕм çиçме, аслати кĕмсĕртетме пуçланă. Урине маларах ыраттарнă хĕрарăм хăвăрт утайман, урапа çулĕ çине тухнă çĕре чĕресрен янă пек çумăр çума тытăннă.

Анна Ивановна мăйне Турă амăшĕпе асам тăвакан Николай çветтуй турăшĕсене çакмасăр ниçта та тухмасть. Ку хутĕнче те çаплах пулнă. «Вĕсем çумра чухне хама шанчăклă туятăп. Вăрманта та, ытти çĕрте те килти пекех хăрамасăр çÿретĕп. Çырла витрине сулахай енне çакса, сылтăм алăпа Турра пуç çапса, кĕлĕ вуласа пытăм. Унччен те пулмарĕ, хыçра сасартăк хытă кĕрленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Пуçа çавăрса пăхрăм: хура пĕлĕтсем тÿпене хупласа илнисĕр урăх нимех те курмарăм. Малалла утас терĕм кăна — умра хăмпă пек япала çакăнса тăнине асăрхарăм, çÿлтен икĕ енĕпе те ылтăн тĕслĕ пралуксем çуталаççĕ. Çав тĕлĕнтермĕш эпĕ утнă май умра пĕр 15 минут куçса пычĕ те пач çухалчĕ. Çумăрĕ вара ишрĕ те ишрĕ. Пĕве урлă каçса яла кĕтĕм. Çав вăхăтра шикленме те пĕлмерĕм пулас, пĕр чарăнми кĕлĕ вуларăм. Пулса иртни пирки тепĕр икĕ кунран аса илсен çÿç-пуç вирелле тăчĕ — таса уйрах аçа çапма пултарнă вĕт. Турă çăлса хăварнине чунпа туятăп», — тет хĕрарăм.

Паллах, Анна Петровăпа пулса иртнине хăшĕ-пĕри хăранă самантра куçа темĕн те курăнма пултарать тесе ăнлантарма пăхĕ, тепри урăхларах хаклĕ. Апла-и е капла-и — тĕрĕслĕх тени кашнин хăйне май, чăнлăх вара пĕрре кăна. Пурнăç тути-масине аван чухлакан, ÿсĕмне кура мар вăй-хал тапса тăракан тата ыттисене пулăшма ăнтăлакан çыннăн таса шухăш-кăмăлне сивлемешкĕн камах пултарĕ: çирĕп ĕненÿпе пурăнаканăн çулне çÿлти хăватсем уçса пыраççех пулĕ.

Ырă сунакан ырлăх курать

1940 çулхи кăрлач уйăхĕнче халĕ Красноармейски районне кĕрекен Ыхракассинче çуралнă вăл. Ашшĕ-амăшĕ чĕрçийĕ çинче утьăкка сиксе ÿсмен. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе пĕр килнĕ. Ашшĕ фронта тухса кайсан пĕри тепринчен пĕчĕкрех ачасемпе тăрса юлнă амăшĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ.

Çĕнтерÿ хыççăн та йышлă çемьешĕн пурнăç çăмăл пулман. Вăрçăран йывăр сусăрланса таврăннă ашшĕ тăватă хĕрĕпе пĕр ывăлне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтермешкĕн укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Мари Республикинчи Коротни ялне куçма шухăшланă. Ямайкасси шкулĕнче вĕреннĕ Анна та инçе çула тухнă, ют тăрăхра çичĕ класлă пĕлÿ илнĕ. 18 çул тултариччен унтах ĕçлесе пурăннă, кайран вара Шупашкара куçса килнĕ, стройкăра ĕçлеме пуçланă. Машинистка-секретарь специальноçне алла илсен Чăвашгос­снаба вырнаçнă та 33 çул, тивĕçлĕ канăва тухичченех, унта тăрăшнă.

«Çав хушăра 4 директор улшăнчĕ. Ман ĕçпе пурте кăмăллă пулнă. Хисеп хучĕпе пĕрре кăна мар чысланă, «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Асăннă тытăма халĕ ертсе пыракан Валерий Антонов та ветерансене манмасть. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче, пире пĕрле пухăнмашкăн май туса парать. Пĕр-пĕринпе уяв сĕтелĕ хушшинче чылайччен калаçатпăр вара, асаилÿ çăмхине сÿтетпĕр», — тет ĕç ветеранĕ.

Социаллă хÿтлĕх тытăмĕн специалисчĕсене те аслă ăру çыннисемпе инвалидсен «Вега» кану центрĕнче сывлăха çирĕплетме пулăшнăшăн тав тăвать Анна Ивановна. Унта вăл икĕ хут пулнă ĕнтĕ, çитес çул татах кайма ĕмĕтленет.

Пĕр кукăле те — çурмалла

Анна Ивановнăн шанчăкĕпе тĕрекĕ — тăванĕсем, вĕсен ывăл-хĕрĕ, мăнукĕсем. Шел, çемье пурнăçĕ тĕрлĕ сăлтава пула ăнман: малтанхи упăшкинчен хăй уйрăлнă, иккĕмĕшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пĕртен-пĕр чун тĕпренчĕкĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи ахăр саманара аякка тухса кайнă та паянхи кун та тăван ене çаврăнса çитеймест. Амăшĕ вара ăна кашни кун кĕтет.

Амăшне ватлăх кунĕсенче хăй патне илсе килнĕ вăл, 95 çула çитиччен пăхнă, юлашки çула асатнă.

Алькешре тĕпленнĕ аппăшĕпе Валентина Ивановнăпа пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ, пĕр кукăле те çурмалла пайлаççĕ. Пиччĕшĕ ку тĕнчерен кайнă пулин те унăн ывăлĕ тăван енре ĕçлесе пурăнать. Станислав – фермер. Мăнакăшне манмасть вăл. Тăванĕсен ачисем, мăнукĕсем, тус-тантăшĕ пĕччен кичемленсе ларма паманшăн савăнать Анна Ивановна, хăй те вĕсене пулăшмашкăн яланах хавас.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.