Ял хуçалăхĕ - ÿсĕм çулĕ çинче

20 Окт, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Ял хуçалăх министерствин Ÿсентăран çитĕнтерессин, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлессин департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев, Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕ Евгений Ахпашев паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Наукăпа вĕрентÿ — агропромышленноç комплексĕн тата ялти социаллă инфратытăм аталанăвĕн никĕсĕ» наукăпа практика конференцине савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

Михаил Игнатьев академи ĕçченĕсемпе ветеранĕсене вĕренÿ заведенийĕ 85 çул тултарнă ятпа саламланă, вузран вĕренсе тухнисем регион аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин аграрисен умне çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли тĕллев лартнине аса илтернĕ, паян Раççей Ял хуçалăх ми-нистерствин команди, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем çак ĕçе ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Санкцисен режимĕ, ĕçре çĕнĕ йышши техникăпа, наука технологийĕсемпе усă курни, аграрисен хисепĕ ÿссе пыни — çакă пĕтĕмпех ял хуçалăхĕн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăрать. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн ял хуçалăх академийĕн проректорне Иван Игнатенкăна республика Пуçлăхĕн Тавĕпе хавхалантарнă.

Петр Чекмарев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çĕршывăн тĕп аграри вузĕ пулнине палăртнă. Вăл Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. «Тĕштырăпа, çу культурисемпе, пахчаçимĕçпе хамăра туллин тивĕçтеретпĕр. Кăçал тĕштырă тухăçĕ рекорд шайĕнче — 115 миллион тонна ытла пухса кĕртнĕ. Пирĕн ума 2030 çул тĕлне çулталăкра 150 миллион тонна тĕштырă пухса кĕртмелли тĕллев лартнă», — тенĕ вăл.

Петр Чекмарев академин чи лайăх сотрудникĕсене патшалăх наградисене панă. Чыса тивĕçнисен шутĕнче — факультет деканĕ Геральд Тобоев, Леонид Шашкаров, Александр Акимов профессорсем, ыттисем.

Евгений Ахпашев та Раççей ял хуçалăхĕ вăй илсе пыни çинчен каланă: кăçалхи ÿсĕм 3,6% танлашнă, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç кăтартăвĕ — 2,5%.

Паянах РФ Ял хуçалăх министерствин департаменчĕсен ертÿçисемпе пĕрле Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Ростсельмаш» АУОн ятарлă аудиторине уçма хутшăннă. Сăмах май, вĕренÿ класĕсĕр пуçне çĕршыври ял хуçалăх машинисем туса кăларакан чи пысăк компани аграри вузне выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăн темиçе единицине парнеленĕ.

Хăнасем тĕштырă пухса кĕртмелли Acros 530 комбайн, «Ростсельмашăн» ытти техникине вырнаçтарнă залра пулнă, вĕренÿ класне кĕрсе курнă, спорт комплексĕпе паллашнă. Петр Чекмарев студентсене çуллахи каникул вăхăтĕнче комбайнпа ĕçлесе пăхма сĕннĕ, çакă пулас инженерсене лайăх специалист пулма пулăшĕ. «Ку техникăна лайăхрах пĕлме май парĕ. Сирĕн ăçта мĕн ваннине, техникăна мĕнле юсамаллине пĕлмелле. Ял хуçалăхне хатĕр специалистсем пулса килмелле», — тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев студентсене çĕнĕ йышши техникăпа усă курса вĕрентни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă, Раççей Ял хуçалăх министерствин ертÿлĕхне академи никĕсĕ çинче çĕнĕ йышши инженери факультечĕ йĕркелеме пулăшнăшăн тав тунă. «Ку — Раççейре туса кăларакан çĕнĕ йышши комбайн, вăл ют çĕршывсенчи аналогсенчен кая мар. Çакна хакламалла», — тенĕ Михаил Васильевич.

Академипе «Ростсельмаш» компанин пĕрлехи проекчĕ ял хуçалăх производствине çĕнĕ шая çĕклеме тивĕç специалистсене хатĕрлессин практикăна тĕпе хуракан тухăçлă системине аталантарма пулăшнине палăртнă. Вузпа çак компани ĕçтешлĕхĕ студентсем тата академи преподавателĕсем предприятире стажировкăра пулассине те çул парать. «Ростсельмаш» çĕнĕ вĕренÿ программисемпе курссем хатĕрлет.

К.ВОЛКОВ

Автор: