Килĕштерсе ĕçлени кирлĕ саккунсем йышăнма май парĕ

20 Окт, 2016

Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ иккĕмĕш сес-сийĕ савăнăçлă самантран — депутат удостоверенийĕсемпе кăкăр çине çакмалли паллăсем панинчен — пуçланчĕ.

Кун йĕркине çирĕплетсе унти ыйтусене пăхса тухма пуçличчен Валерий Филимонов спикер хыпар пĕлтерчĕ: Вадим Николаев депутатăн полномочийĕсем вăхăт çитмесĕрех вĕçленнĕ май /ăна пĕрремĕш сессире РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ пулма суйларĕç/ депутат мандатне Николай Угаслова пама йышăннă. ЧР Тĕп суйлав комис-сийĕ çакнашкал йышăну тунă чухне «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн сĕнĕвне те шута илнĕ. «Тус» АХО ертÿçине, Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова Валерий Филимонов ЧР Патшалăх Канашĕн йышне тепĕр хут кĕнĕ ятпа /пиллĕкмĕш суйлав йышĕнче те пулнă вăл/ саламларĕ.

Спикер депутатсене хăйне яваплă çак должноçа шанса панăшăн тепĕр хут тав турĕ. «Эпир сирĕнпе çирĕп конкуренци витĕр тухрăмăр. Суйлавçăсем пирĕншĕн сасăларĕç, хăйсен интересĕсене саккун кăларакан чи аслă органта хÿтĕлеме шанчĕç. Суйлавра çĕнтернĕ депутатсемшĕн халĕ çĕнĕ тапхăр — сасăлав умĕнхи шантарусемпе çынсен наказĕсене пурнăçламалли вăхăт — пуçланчĕ. Халăх пирĕнтен пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе пайăр кăтартусем кĕтет. Норма-право никĕсне лайăхлатас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлесси халĕ пирĕншĕн малти вырăнта пулмалла. Суйлавçăсемпе тачă çыхăну йĕркелемелле, çакă республикăра пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусене тупса палăртма май парать. Ку йывăрлăхсене пĕтерме депутатсен хастар хутшăнмалла. Çакăн валли пирĕн вăй-хăват çителĕклех. Депутатсен хальхи корпусĕ çуррине яхăн улшăннă пулин те çак йышăн 75 проценчĕн влаçăн представитель органĕсенче ĕç опычĕ пур. 25 депутат маларах та ре-спублика парламентне суйланнă, 8-шĕ — вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене. Вăтам ÿсĕм — 50 çул. Çакă — тĕплĕ шухăшланă йышăнусем тума пултаракан политикăн ÿсĕмĕ. Çамрăк парламентарисен вăй-хăвачĕ тата опытлă политиксен ăсĕ килĕшсе-çыхăнса тăни Патшалăх Канашĕ йышăнакан саккунсен тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ», — терĕ Валерий Николаевич. Вăл республика парламентĕнче 22 çулта ырă йăла-йĕрке çирĕпленнине палăртрĕ. Вĕсенчен пĕри — Патшалăх Канашĕ Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, прокуратурăпа, федераци ведомствисемпе, граждан обществин институчĕсемпе конструктивлă çыхăну йĕркелени. Спикер ырă çак йăласене тытса пырасса шаннине пĕлтерчĕ, республика малашне те тăнăçлă аталантăр тесен пĕтĕм фракцин тата депутатсен килĕштерсе те тăрăшса ĕçлемеллине аса илтерчĕ.

Черетлĕ сессире депутатсем 30 ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ халĕ вăйра тăракан саккун акчĕсене Раççей Федерацийĕ шайĕнчисемпе пĕр килтерес тесе улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Акă ЧР «Чăваш Республикинчи бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăрасси çинчен» саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусенех илер. Вĕсене РФ Бюд-жет кодексне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене /бюджет укçипе усă куракансен шалти финанс тĕрĕслевĕпе аудитне ирттерессипе çыхăннисене/ тĕпе хурса хатĕрленĕ. Асăннă саккун проекчĕ те, республика бюджетĕнчен субсидисем парассипе çыхăннă саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусем те /сăмах çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт- йĕрпе тивĕçтермелли программăна хутшăнакансене субсиди памалли йĕрке пирки пырать/ парламентарисене нумаях тавлаштармарĕç. Вĕсене иккĕшне те икĕ вулавпа йышăнчĕç. Тепĕр проекта та — «Чăваш Республикинче ĕç рынокĕн регион уйрăмлăхĕсене кăтартакан коэффициентне палăртасси, 2017 çул валли» — сÿтсе явма вăхăт нумаях кирлĕ пулмарĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина докладçă пĕлтернĕ тăрăх — çак саккун Чăваш Енре ĕçлекен ют çĕршыв гражданĕсен тупăшĕсем çине хуракан налука палăртассин уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă. Проектра регион коэффициентне 2015-2016 çулсенчи шайрах — 2 — хăварма сĕннĕ.

2017 çулта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи вара депутатсене самаях калаçтарчĕ. Ку ыйтупа ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина доклад турĕ. Асăннă укçа виçине кашни çулах палăртаççĕ. Çакăн пирки калакан йышăнăва чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен РФ Пенси фондне çитермелле. Е.Сапаркина пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи 2017 çулта 7720 тенкĕпе танлашассине каларĕ. Ку виçене потребитель карçинккине тĕпе хурса палăртаççĕ. 2016 çултипе тан-лаштарсан ÿсĕм — 329 тенкĕ /4,5%/. «Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн прогнозĕпе килĕшÿллĕн тепĕр çул Чăваш Енри 28 пин çын пенси çумне хушма тÿлев илме пултарать», — терĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Игорь Моляков эсер çак виçе ытла пĕчĕк тесе шухăшлать, çавна май вăл потребитель карçинккине мĕн-мĕн кĕнипе, унта палăртнипе килĕшÿллĕн пенсионерăн уйăхра миçе çăмарта тата мĕн чухлĕ какай çимеллипе кăсăкланчĕ. Тухса калаçакан ытти депутат çĕршывра кризис условийĕсем палăраççĕ пулсан та Правительство пенсионерсене, граждансен социаллă хÿтлĕх кирлĕ ытти ушкăнне май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Сессире çавăн пекех ЧР Çул- йĕр фончĕ, патшалăх граждан служби, çынсен сывлăхне сых-ласси пирки калакан тата ытти саккуна улшăнусем кĕртрĕç. ЧР Общество палатин членĕсен йышне ÿстерме, Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн тивĕçĕсене Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăя пама йышăнчĕç. Парламентарисем ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА