Ырă тĕслĕх шутĕнче
Пĕтĕм Раççейри "Ĕçлĕ Раççей" общество организацийĕ 15 çул тултарнине халалласа Мускавра унăн XII сĕезчĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.
Сĕездăн пĕрлехи ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçнă. Вăл асăннă тăрăх – "Ĕçлĕ Раççей" компанийĕсем халăха миллиона яхăн ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ шайри бюджета çулсерен çĕршер миллиард налук тӳлеççĕ. Унсăр пуçне вĕсен продукцийĕ тĕнчери 120 ытла çĕршыва ăсанать. Вĕсен аталанма майсем тата та пур.
"Ĕçлĕ Раççей" президенчĕ, "Р-Фарм" компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ, РФ Общество палатин инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Репик Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем республикăри инвестици климачĕ пирки ыйтнине хуравланă май инвестици рейтингне ĕçлĕ климата лайăхлатассипе çыхăннă тăрăшулăх та витĕм кӳнине палăртнă. "Çак ĕçе субĕект пуçлăхĕн команди тума тивĕç. Ăçта çав команда ĕçлеме пултарать, субĕект пуçлăхĕ бизнес аталанăвне тĕпе хурать – унта лайăх кăтартусем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев – регион хăйĕн вăйлă предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан ертӳçĕн ырă тĕслĕхĕ", – тенĕ вăл.
Аса илтерер: 2016 çулта Регионсен инвестици илĕртӳлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республики федерацин 85 субĕекчĕ хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çĕкленнĕ.
Çĕнĕ проектсене пурнăçлама пулăшакан стратеги пуçарăвĕсен агентствин генеральнăй директорĕ Андрей Никитин та Чăваш Енри ĕçлĕ климата пысăк хак панă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх – республикăн патшалăх политики бизнеса ĕçлеме меллĕ условисем туса парассине тĕп вырăна хурать. Малалла çыхăнса ĕçлес тĕлĕшпе вăл Мускавра чылай ертӳçĕпе усăллă калаçусем ирттернине асăннă. Тĕслĕхрен, "Ĕçлĕ Раççей" президенчĕпе Алексей Репикпа, Раççей промышленникĕсемпе предпринимателĕсен союзĕн президенчĕпе Александр Шохинпа, "МСП корпораци" президенчĕпе Александр Браверманпа, "Кипиай Агро" учредителĕпе Сергей Габестропа, "Технониколь" корпораци президенчĕпе Сергей Колесниковпа тата ыттисемпе те.
Комментировать