Хурлăхне самай курнă пулин те пурнăçа юратать

20 Окт, 2016

Пурнăçăн çитмĕл çичĕ пăрăнăç. Хăш кукăрĕнче пытаннă-ши çыннăн телейĕ? Шăпа мĕншĕн пĕрисене телее алтăрпа валеçет, теприсене — кашăкпа? Пурнăç хакне ăнланма пуçланă чухне этем пурнăçĕ мĕншĕн тăрук татăлать-ши? Кун-çула еплерех пурăнса ирттермелле? Тăван халăхăн юратăвне тивĕçес тесен мĕнле ĕçсем тумалла? Çынна хумхантаракан ыйтусем тавра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе, илемлĕ сасăллă юрăçпа, Шупашкарти культура училищин вĕрентекенĕпе Валерий Семеновпа калаçрăмăр. Вăл Çĕрпӳ районĕнчи Анатри Кипекçе ялĕнче çуралнă. Валерий халăхра В.Захаровăн «Çых-ха, аппаçăм, анне тутрине» юрăпа палăрчĕ. Кăçал унăн пиччĕшĕ, паллă юрăç, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Семенов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 9 çул çитет. Хаваслă, шӳтлеме кăмăллакан Миша манăн çывăх туссенчен пĕриччĕ.

— Чи пысăк телей вăл — пурнăç. Çакна çулсем иртнĕçемĕн тата лайăхрах ăнланатпăр. Санпа пултарулăх çулĕпе юнашар утма пуçланăранпа часах 30 çул çитет. Хамăр тăрăхра çеç мар, республика тулашĕнче те чăвашлăх вучахне сӳнме парас мар тесе çӳренĕ эпир.

— Пирĕн чуна Н.Кирилловăн «Чăн-чăн юрату пурах» юрри çывăхлатрĕ. Эсĕ ун чухне эпĕ ыйтнипе сăвва редакцилерĕн. Ăна Чăваш халăх артисткипе Галина Смирновăпа юрлатăп. Пĕр çулхине Тутар Республикинчи Алексеевское районĕнчи чăваш ялĕсене концертпа çӳренĕ чухне эсĕ те пĕрле пытăн, уявра хăвăн сăввусене вуларăн. Ун чухне çумăрлăччĕ, çулсем япăхчĕ. Машина çул айккине миçе хут анса каймарĕ-ши? Ăна тĕксе мĕн чухлĕ нушаланмарăмăр-ши? Çапах çитес çĕре çитнĕ, халăха илемлĕ юрăсемпе çунатлантарнă. Пĕр чăваш ялĕнче çумăрлă çанталăкра çил электричество пралукне татнăран клуба пухăннă халăх çутă парасса 3 сехет кĕтсе ларчĕ вĕт! Çапла, артист пурнăçĕ пĕрре те çăмăл мар, анчах сцена çине тухса юрă шăрантарма пуçласан веçех манăçать. Умра — куракансен ырă куçĕсем, çепĕç кулли. Кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупса хавхалантарни пурнăçа илем кӳрет.

— Пиччӳ Миша саншăн тĕслĕх пулман тăк, тен, эсĕ юрăç çулне суйламăттăн...

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.