ХУРĂН ПАПКИН НАСТОЙКИ

19 Окт, 2016

Хурăн папкин настойкипе чылай чиртен сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Çуркунне пухса типĕтеймен пулсан ăна аптекăра та туянма пулать. Настойка рецепчĕ: 50 грамм хурăн папкине çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта пĕр уйăх лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Пĕр уйăхран сăрăхтармалла.

  •  Ревматизм, сыпăсем ыратни аптратсан настойкăпа ыратакан вырăна сăтăрнисĕр пуçне ăна кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  •  Подагрăпа чирлĕ чухне кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 20-30-шар тумлам ĕçмелле. Унпа каçхине çывăрма выртас умĕн ыратакан тĕле 10-15 минут сăтăрмалла.
  • Варикоз, тромбофлебит аптратсан настойкăна чирлĕ венăсене кунне 1-2 хут сĕрмелле.
  • Ытти рецепт та сывлăха ырă витĕм кÿни паллă.
  •  25 грамм хурăн папкине 90 процентлă çур литр спирта ямалла, 8-10 кунран сăрăхтармалла. Ват шĕвекĕ тухассине лайăхлатма тата шăк хăвалама 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Настойкăпа артритран, миозитран, ÿт шăтнинчен компресс хурса сипленеççĕ.
  •  Шыв чирĕ, ÿт тăртанни аптратсан, ват шĕвекĕ, шăк тухассине вăйлатма 1 апат кашăкĕ хурăн папкине тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  •  Çур апат кашăкĕ хурăн папкине эмальленĕ кастрюле хумалла, вĕретнĕ вĕри шыв 1 стакан ямалла, хупăлчапа витмелле, вĕрекен шыва /шыв мунчи/ 15 минута лартмалла. Пÿлĕм температури таран сивĕнсен сăрăхтармалла. Тĕпне ларнă чĕртавара пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Шĕвеке сивĕ вырăнта икĕ талăка яхăн упрама юрать. Ăна чĕре чирлипе ÿт тăртансан шăк хăвалама, гепатит тата холицистит чухне ват шĕвекĕ тухассине лайăхлатма кунне 2-3 хут апатчен 10-15 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
  •  1,5 апат кашăкĕ хурăн папкине 300 миллилитр вĕри шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 6-7 минут вĕретмелле, илсен пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Температурăна чакарма тата шăк хăвалама чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.