Пукане чуна сиплет

19 Окт, 2016

…Ĕнесем çаран çинче куçа тыткăнлакан чечексене кавлеççĕ: кăвак кăвакарчăн куçне, хĕрлĕ мăкăне, сарă салтак тÿмине — хăйсем антаракан сĕт вара тĕрлĕ

тĕслĕ мар, шап-шурă. Мĕншĕн? Мишăна çакăн тупсăмне Маша ятлă ĕне уçса парать…

Донецк Халăх Республикинчен килнĕ Пукане академи театрĕн «Тĕрлĕ тĕслĕ сĕт» спектакле курма пынă шăпăрлансем — хăйсенчен килмен сăлтава пула ыттисенчен уйрăлса тăракансем — сцена çинчи пулăмсене куç илмесĕр сăнаççĕ, унти сăнарсемпе пĕрле пуç ватаççĕ, савăнаççĕ.

Пурнăçра йывăрлăха лекнĕ ачасен чунне ăшăтасси, вĕсене хÿтĕлесси, кун-çулне çĕнĕ варкăш кĕртсе шанăçпа шанчăк парнелесси — Чăваш пуканеçисен ырă пуçарăвĕ. Ку хутĕнче те вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасене кăна мар, вĕсен сывă та тĕреклĕ юлташĕсене те юмах тĕнчине йыхравларĕç: юпа уйăхĕн 16-18-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрешкел пулмашкăн кирлех те мар» тăваттăмĕш форум иртрĕ. Ăна республикăри пукане театрĕ пуçарнипе йĕркеленĕ, соучредителĕ — Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ.

Чăваш пуканеçисем хевтесĕр ачасене пулăшас тĕллевпе ыркăмăллăх акцийĕсене унччен те пуçаруллă хутшăннă. 2009 çултанпа, федерацин «Санăн алăкунтан юмах шаккать» пĕрремĕш проекта пурнăçа кĕртнĕ хыççăн, социаллă тĕллевлĕ программăсене çулленех ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Ырăлăх проекчĕсен шучĕ халĕ 16-та çитнĕ.

Кăçалхи фестивале Раççей регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи çĕршывсенчи театр представителĕсем пухăннă. Чăваш çĕрĕ тăваттăмĕш хут вĕсемшĕн ыттисенчен уйрăлса тăракан кураканăн ыйтăвне тивĕçтерме пулăшакан инноваци технологийĕсемпе паллаштаракан тата вĕрентекен хутлăх пулса тăчĕ.

Хевтесĕрсене хăйсен пултарулăхĕпе хавхалантарас енĕпе пуян опыт пухнă çĕнĕ коллективсем фестивале çулленех хутшăнас тĕллевлĕ. Кăçал та йышлă вĕсем: Донецк Халăх Республикинчен, Владимир, Воронеж, Чулхула, Чĕмпĕр хулисенчен, Дагестан, Чечня, Коми, Тутар, Мордва, Удмурт, Мари, Пушкăрт республикисенчен…

Ыттисенчен уйрăлса тăракан çул çитмен çамрăксен пурнăçне лайăхлатассишĕн паян патшалăх органĕсем кăна мар, общество организацийĕсем те тăрăшаççĕ, вĕсене социализацилессине тĕпе хураççĕ. Хальхи форума Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ пуçаруллă хутшăнать.

Профессионал театр искусстви сусăрсене социализацилес енĕпе мĕнпе пулăшма пултарать-ха? Çакна уçăмлатас тĕллевпе вĕренÿ форумĕпе килĕшÿллĕн уйрăм спектакльсем кăтартрĕç, «Уйрăм драматургирен — ыттисем пек мар куракан патне» пултарулăх лабораторийĕсем, «Иппотерапи», «Юмах терапийĕ», Инклюзивлă театртан — инклюзивлă обществăна» семинар-практикумсем йĕркеленĕ. Шупашкара театрăн çÿллĕ шайри эксперчĕсем — С.Жуков /Мытищи хули/, Е.Ковальская /Мускав/, Д.Давлетшина /Ĕпхÿ/, Н.Иглатов /Хусан/ тата ыттисем пухăннă.

Чăваш патшалăх пукане театрĕ Раççей Культура министерстви пулăшнипе федерацин «Театр Œ общество: хевтесĕр ачасем валли лартнă постановкăсем» çĕнĕ проекта пурнăçласа аутистсене кăтартмашкăн «Асамат кĕперĕн миçе тĕс?» спектакле хатĕрлеме Франци режиссерне Мишель Розенмана чĕнсе илнĕ — вăл тăван çĕршывĕнче çакнашкал спектакльсене сцена çине пĕрре кăна мар кăларнă. Шупашкарта лартни вара — Раççейре пĕрремĕш. Мишель шухăшĕпе — Чăваш Енри пуканеçĕсем хăйсен ĕçĕсене чăн пурнăçпа çыхăнтарни ăнăçу кÿрет. Асăннă спектакль премьери Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пулчĕ.

Фестиваль мероприятийĕсем пукане театрĕн тата социаллă партнерсен учрежденийĕсенче /онкологи диспансерĕнче, Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче, япăх куракан ачасен интернат шкулĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта /сăмах май, «Химик» культура керменĕнче хула пухăвĕн депутачĕсем пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшнипе Донецкри пуканеçĕсем спектакль кăтартрĕç/ иртрĕç.

…Ыттисенчен уйрăлса тăракан çамрăк куракан хăй те пултаруллă, вĕрентсен, хăнăхтарсан вăл малалла талпăнать, ăнтăлупа пурăнать. Чунне тĕреклетмешкĕн пулăшма пĕлмелле кăна. Ку енĕпе пуканеçĕсем тăвакан ĕçсем чăннипех пархатарлă.

Валентина СМИРНОВА

В.Мединский, РФ культура министрĕ:

…Регионти театр кирек хăш вăхăтра та пирĕн культурăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ, тапса тăракан вăй-халăн тата шухăш-тĕллевĕн çăлкуçĕ шутланнă. Шупашкарта халĕ иртекен фестиваль-форум та пуканеçĕсен театр пĕрлĕхĕнче асра юлмалла çырăнасси, пултарулăхăн çĕнĕ çыхăнăвĕсене вăй илтерме пулăшасси тата ыттисенчен уйрăлса тăракан кураканăн чунне ырăлăх кÿрекен театр юхăмĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнасси иккĕлентермест. Фестивале хутшăнакансене — хавхаланупа çитĕнÿ, куракансене шанчăкпа ĕненÿ тата иксĕлми телей сунатăп.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.