Çуран утсан та – сыхă пул!

19 Окт, 2016

Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем ытларах чух водительсене асăрханма хистеççĕ. Халь вара çуран çынсене тимлĕ пулмалли пирки аса илтереççĕ. Сăлтавĕ паллă: кĕркунне кун тăршшĕ кĕскелсех пырать — тĕттĕмре вара çуран çынсем лайăх курăнмаççĕ. Çумăр çунă чух руль умĕнчи çыншăн çуран çынсен ĕмĕлки пушшех япăх курăнать.

Çуран çынсем машина айне пулнă тĕслĕхсенчен нумайăшĕнче вĕсем хăйсем айăплă — хăрушсăрлăхăн ансат правилисене те уямаççĕ. Сăмахран, çул çине транспорт хатĕрĕ умĕнчен кĕтмен çĕртен тухса тăраççĕ, çул урлă юраман çĕрте каçаççĕ, çĕрле автомобиль фарин çути ÿксен хирĕç çутатакан ятарлă хатĕрсемпе усă курмаççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра республикăра çуран 269 çын машина айне пулнă. Вĕсенчен 35-шĕ вилмеллех суранланнă.

Çĕрле фара çути ÿксен хирĕç çутатакан элементсемпе усă курасси вара пĕлтĕрхи утă уйăхĕнчен çуран çынсемшĕн обязательнăй требовани пулса тăчĕ. Тĕттĕм чухне çав элементсем кăна çул çинче çын пуррине кăтартма пултараççĕ. Хирĕç çутатакан çавнашкал хатĕрсем çакни, ятарлă хăюсем çĕленĕ тумтир тăхăнни машина çĕрле çуран çын çине пырса кĕрессине 6-8 хут чакарать. Çывăх çутă фарипе пынă чух водитель çапла «çутатакан» çынна 130-140 метртанах асăрхать, унашкал элементсем çук тăк — 25-40 метртан кăна.

ПАИ управленийĕнче çутатакан хатĕрсемпе усă курмалли сĕнÿсем те пачĕç — вĕсене çул çине тухакан кашни çын пĕлме тивĕç.

Çав элементсене çиелти тумтирĕн курăнакан вырăнĕсене çирĕплетмелле. Калăпăр, куртка çанни питĕ меллĕ. Хулпуççи урлă çакса яракан сумка çине вырнаçтарни те вырăнлă. Кун пек чухне водительсем вĕсене инçетренех асăрхĕç. Халь ачасем валли кăларакан тумтир çине чылай чухне производствăрах «çутатакан» элементсем вырнаçтараççĕ — хăйсен тĕпренчĕкĕсем валли тумтир туяннă чух ашшĕ-амăшĕн çакна шута илмелле.

Çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн çуран çынсен тротуарсем, вĕсем валли ятарласа палăртнă вырăнсем тăрăх çÿремелле. Унашкалли çук тăк — çул хĕррипе хирĕç килекен транспорт енĕпе утмалла. Çавна май çывхаракан автомобиле маларахах асăрхама, хăрушлăх тухса тăрсан пăрăнса ĕлкĕрме пулать. Çул урлă çуран каçмалли вырăнсенче те тимлĕхе çухатма юрамасть. Машина çуккине, транспорт пулсан вăл сире чарăнса ирттерсе янине курса ĕненмесĕр малалла ярса ан пусăр. Çул хĕррипе каçхине е çĕрле утнă чух автомобиль çути ÿкнĕ май хирĕç çутатакан хайхи элементсем пулмаллах.

Çав вăхăтрах водительсен те тимлĕхе çухатма юрамасть. Çуран çын çул çине тухма пултаракан вырăнсенче — пушшех: çул урлă çуран каçмалли вырăнсем патне çывхарнă май маларахах хăвăртлăха чакармалла.

Патшалăх автоинспекцийĕнче сисчĕвлентерекен цифра пĕлтерчĕç: çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Ен территорийĕнче ПАИ сотрудникĕсем водительсем çуран çынсене ирттерсе яманнин 8 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Правилăсене пăснин çак тĕсĕшĕн административлă штраф палăртнă — 1500 тенкĕ. Çав вăхăтрах çуран çынсем хăйсем çул-йĕр правилисене 20 пин хут ытла пăснă. Кунашкаллишĕн РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕнче асăрхаттарассине кăна мар, 500 тенкĕлĕх штрафлассине те палăртнă.

Николай ДМИТРИЕВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.