«Кĕр мăнтăрĕ»

19 Окт, 2016

Çакăн пек ят панă Çемен Эреш /Николай Семенов/ хăйĕн сăввисен пуххине. «Кĕр мăнтăрĕ» çинчен шăпах çак вăхăтра калаçма кăмăллă.

Уйсем ула. Тавралăх

ăмăрланчĕ.

Умра тек хĕвĕшмест

тĕкĕлтура.

Чакак вĕçет яла. Вăрман

саралчĕ.

Курак ăшша ăсанчĕ

Пукравра...

Çемен Эреш поэзи авăрне çамрăклах çакланнă. Унăн çывăх пĕлĕшĕ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер каланă тăрăх — шкула çÿренĕ чухнех унăн пир сумкинче вĕренÿ кĕнекисен хушшинче Митта Ваçлейĕн «Кăмăлтан» сăвă пуххи выртнă. Вăл, вăрçă ачи, Уйăп Мишшин «Салтак амăшĕ» поэмин сыпăкĕсене тантăшĕсен умĕнче пăхмасăр каланă.

Хаяр вăрçă çулĕсенче кун çути курнăскер Кăмакал, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ, пĕтĕм класĕпе Çурçĕре тухса кайнă, чăваш ачисем унта чукун çул хывнă çĕрте вăй хунă. Николай Семенович инçетри çулçÿреврен таврăнсан Шупашкарта, Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче, пĕлÿ илнĕ. Дипломлă специалиста Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Андриян Николаев ячĕллĕ паллă хуçалăх хапăл туса йышăннă, ун хыççăн тăван тăрăха таврăннă, яваплă ĕçсенче тăрăшнă. Çав вăхăтрах алăри калемĕпе вун-вун сăвă шăрçаланă, вĕсенче чун-чĕринчи савăнăçĕпе ыратăвне, юратăвĕпе ĕмĕтсен йыхравне уçса панă.

«Кĕр мăнтăрĕ» кĕнекери йĕркесем çакна питĕ лайăх çирĕплетеççĕ. Манăн куçăм çав-çавах «Кĕр мăнтăрĕ» сăвва тишкерет:

Тавра шăпах. Кĕрхи

ĕçсем вĕçленнĕ.

Пуçне тайса çĕр мулĕ

умĕнче

Уйра хастарлă пулнă

çĕр ĕçченĕ

Паян ларать уяв

кĕрекинче...

 

Ял-йышăмăр сĕтелĕ

тулăх, сăйлă,

Çавра курка кайма

пĕлмест алран.

Ик-виç хут тĕппи

хуран та вăйлăн —

Ун хăватне тÿрех туйма

пуçлан.

 

Сĕтел çинче — аш-пăш,

çăкри-тăварĕ.

Йăлт манăçать кашнин

хуйхи-суйхи.

Сухаçăсен ян-ян

янравлă хорĕ

Юрлать «Алран кайми

аки-сухи».

 

Кĕр мăнтăрĕ кÿрет мĕн

чухлĕ ырлăх,

Тыр-пул выртать капмар

кĕлетсенче.

Çу кунĕнче ĕрчетнĕ

самăр выльăх

Мăш-мăш сывлать тулли

витесенче.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.