Астăвăм вăйĕ нихăçан та чакмĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Павел Сорокинпа тата Чăваш Енри шырав юхăмĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.
Павел Захарович Сорокин Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕрлĕ Çар ретне 1941 çулта тăнă. Юпа уйăхĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Çур çултан вара тăшман самолечĕсем Севастополь хули çине бомба тăкнă чухне аманнă чăваш каччи тыткăна лекнĕ. Фашистсен аллинче пулнă чухне те совет салтакĕ вилĕм пирки шухăшламан. «Пурăнасчĕ-ха, хамăрăннисем патне таврăнасчĕ тенĕ», — вăрçă вăхăтĕнчи асаплă вăхăта аса илнĕ май пĕлтерчĕ ветеран. Виçĕ çул тыткăнра пулнă хыççăн Павел Захарович каллех тăшмана хирĕç тăнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн пĕр çулталăк çурăран, 1946 çулхи чÿк уйăхĕнче, тин тăван тăрăхне таврăннă вăл. 94 çулти ветеран вăрçă кунĕсене, çапăçу хирĕнче чăтса ирттернисене хальхи пек лайăх астăвать. «Тем те каласа кăтартать. Нихăçан та чармастăп ăна», — тет хĕрĕ Валентина. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветеран калавĕсене çырса илсе кĕнеке кăларма сĕнчĕ. «Сирĕн ят республика историйĕнче çырăнса юлтăр. Павел Сорокин пирки çырнă кĕнеке шкулсемпе библиотекăсене çиттĕр», — терĕ Михаил Васильевич. Çак шухăша ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев та ырласа йышăнчĕ, пулăшма шантарчĕ. «Кунашкал çынсем пирĕн хушăра сахал юлнă», — терĕ вăл.
Шел те, пурне те шăпа вăрçă хирĕнчен ырă-сывă таврăнма пÿрмен. Çапăçу хирĕнче ятсăр выртса юлнисем, хыпарсăр çухалнисем питĕ нумаййăн. Вĕсене шыраса тупас, тирпейлесе пытарас тĕлĕшпе шырав юхăмĕн хастарĕсем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 16 шырав пĕрлĕхĕ шутланать. Кăçал вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хаяр çапăçусен вырăнĕсенче 11 хутчен экспедицире пулнă. Уйрăмах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» отрячĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георгий хăйăвĕ» клубĕ, Чăваш Республикин «Веда» шырав отрячĕ хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Çамрăк шыравçăсем çапăçусем пулнă вырăнсенче тупнă япаласене пĕрле илсе таврăнаççĕ, музейсене параççĕ. «Салтаксен çумĕнче пулнă япаласене тăванĕсем тупăнсан вĕсене тавăрса паратпăр», — пĕлтерчĕ «Патриот» шырав отрячĕн ертÿçи Антон Антонов. Экспедицисене шыравçăсем тĕп ĕçрен пушă вăхăтра, ырă кăмăллă çынсем укçа-тенкĕ парса пулăшнипе çÿреççĕ. Тĕлпулура Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лайăх хыпар пĕлтерчĕ: хальхи вăхăтра шырав отрячĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне пама указ хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă тĕле В.И.Чапаев музейне реконструкцилеме, унта паян Раççейре туса кăларакан çар техникин куравне йĕркелеме палăртаççĕ. «Техмаш» НПК” обществăпа калаçса татăлнă. Вĕсем музейре оборона предприятийĕсен экспоначĕсене вырнаçтарĕç», — терĕ Михаил Васильевич.
«Астăвăм» шырав отрячĕн ертÿçи Николай Мясников пĕлтернĕ тăрăх — вĕсен отрячĕ хутшăннипе 5 пин ытла салтака тупса пытарнă. Отряд членĕсем хăйсем кăна 100 ытла çынна тупнă.
В.БАГАДЕРОВА
Комментировать