Ют чĕлхесене пĕлни Китая илсе çитернĕ

18 Окт, 2016

"Вăл е ку халăхăн чĕлхине вĕреннĕ май эпир унăн истори тĕлĕшĕнчен йĕркеленнĕ ăнлавсен тытăмне /шăпах çавăн урлă халăх чăнлăха йышăнать/ тишкеретпĕр. Çав тытăма тишкернĕ май эпир ăна хамăрăннипе танлаштаратпăр, çапла майпа юлашкинчен асăннине лайăхрах пĕлме пуçлатпăр", — тенĕ вырăссен паллă чĕлхеçи тата ăсчахĕ Лев Щерба. "Кам ют чĕлхесене пĕлмест — вăл хăйĕнни пирки те нимĕн те пĕлмест", — нимĕç поэчĕн тата патшалăх деятелĕн Иоганн Вольфганг фон Гăтен çак сăмахĕсене кам илтмен пулĕ?

Чăвашсеннипе те пĕрпеклĕхсем пур

Хальхи çамрăксенчен нумайăшĕ ют чĕлхесемпе кăсăкланать. Çакă вĕсене чи малтан тăван чĕлхене тивĕçлипе хаклама, унăн хăйнеевĕрлĕхне, илемне туйса илме май парать. Тепĕр енчен вара хĕрсемпе каччăсем ют чĕлхесене ют патшалăхсене усă кÿрес тесе мар, Раççей, унăн историйĕпе культури, йăли-йĕрки пирки тĕнчене пĕлтерес тесе ăса хываççĕ. Акă И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Диана Федотова Китайра пулнă май унти çамрăксене чăвашсем пирки каласа кăтартнă, икĕ çак халăхăн пĕрпеклĕхсем пулма пулнинчен тĕлĕннĕ.

Чăваш пики ют çĕршыва мĕнле лекни кăсăклантарать пулĕ-ха вулакансене. Дианăна ют чĕлхесем шкулта вĕреннĕ чухнех килĕшнĕ, çавăнпах вăл асăннă факультета суйласа илнĕ. Шкула медальпе пĕтернĕ хĕр акăлчан тата нимĕç чĕлхисене тарăннăн "шĕкĕлчеме" пуçланă. Китайла та вĕренес тесе университетрах йĕркеленĕ тÿлевлĕ курссене çÿреме тытăннă. "Маншăн экзотика чĕлхи пек туйăнатчĕ вăл, çавăнпа вĕренес терĕм. Атте те ман шухăша ырларĕ, ун чухне Раççейпе Китай çыхăнусем йĕркелеме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Вĕреннĕçемĕн çак чĕлхе ытларах та ытларах кăсăклантарма пуçларĕ. Кăткăс чĕлхе вăл. Эпир алфавита хăнăхнă. Унта вара йăлтах урăхла: иероглифсем пурри те, предложенисен тытăмĕ те, сăмахсемпе мĕнле усă курни те. Чи пысăк йывăрлăх — иероглифсене астуса юласси, вĕсене пĕрмай тĕшмĕртмелле, унсăрăн хăвăртах манса каятăн. Китай чĕлхинче сасăсен сĕмĕсем пур, кашни сыпăкăн — хăйĕн сĕмĕ /тонº. Енчен те вĕсене арпаштарса ярсан пачах урăх пĕлтерĕш пулса тухать, сана ăнланмасса та пултараççĕ", — каласа кăтартрĕ Диана. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — китай чĕлхинче чăвашсенни евĕрлĕ "ç", "ÿ", "ĕ" сасăсем пур, çавăнпа ку енĕпе чăвашла пĕлекенсене кăшт çăмăлрах иккен.

Диана Китайра икĕ хут пулнă. 2015 çулта çав çĕршывра иртнĕ "Янцзы — Атăл" форума хутшăннă хастарскер. Сычуань провинцине çитиччен вара çулталăк маларах Самар облаçĕнче иртнĕ "iВолга" форумра проект ĕçне хÿтĕленĕ, унта Китай студенчĕсем те пулнă. Ют çĕршыв делегацине мероприяти килĕшнĕрен Китайра та çавăн пеккине йĕркеленĕ, унта Атăлçири студентсене чĕннĕ. Çапла Диана Китая пĕрремĕш хут лекнĕ. "Вĕсен культурипе, йăли-йĕркипе паллашнă май чăвашсем пирки каласа кăтартрăмăр. Чăваш сăмахĕсене илтсен вĕсем пирĕн чĕлхе Китайри Мяо текен халăхăнни евĕрлĕ пулнине пĕлтерчĕç. Кăçал вара çав халăхăн юрри-ташшипе çывăхарах паллашма май килчĕ. Вĕсен наци тумĕнче пирĕнни евĕрлĕрех тĕссемпе, кĕмĕл укçапа усă курнине курса тĕлĕнтĕм", — калаçăва тăсрĕ Елчĕк районĕнче кун çути курнă пике.

"Стажировкăна пула тĕнче куртăм"

Кăçалхи пуш уйăхĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Гуйчжоу педагогика университечĕ пĕрле çыхăнса ĕçлеме тунă килĕшĕве тĕпе хурса икĕ студентка — Диана Федотова тата унпа пĕрле пĕлÿ илекен Дарья Медведева — китай чĕлхине тĕплĕнрех вĕренмешкĕн ют çĕршыва стажировкăна кайнă. Çакăншăн вĕсем чи малтан ют чĕлхесен факультечĕн деканатне тата ЧППУри Китай культурин центрĕн ертÿçине Елена Суховăна тав тăваççĕ. Хĕрсем Гуйян хулинче пĕр семестр пĕлĕвне тарăнлатнă. "Китай чĕлхи ют чĕлхе пек" ятарлă программăпа вĕренекен ушкăнра икĕ чăваш хĕрĕ, Корейăпа Африкăран пĕрер студент пулнă. Пĕтĕмпе — 5 дисциплина: çыру, вулав, аудировани, калаçу тата ирĕклĕ хутшăну. Преподавательсем акăлчанла тата китайла ăнлантарнă. Çамрăксем теори пĕлĕвне практикăра куллен çирĕплетнĕ: унта вырăсла калаçакансем çук-çке. Семестр вĕçĕнче студентсем пур предметпа та экзаменсем тытнă, вĕсене çакна ĕнентерекен сертификат панă.

Ентешĕмĕрсем ют çĕршывсен студенчĕсен общежитийĕнче пурăннă. Унта кашнинех пĕрер пÿлĕм панă. Хăйсене кĕтес уйăрнă çуртра хăтлă пулнине, унта маларах тĕпленнисем кашни ыйтăва ăнлантарса панине палăртрĕ Диана. Ăна общежитипе вĕренÿ корпусĕсем юнашарах вырнаçни, Студентсен хулинче мĕн кирли йăлтах пурри — парк, столовăй, концерт залĕсем, спорт лапамĕсем, футбол уйĕ т.ыт.те — килĕшнĕ.

Хĕрсем вĕреннипе пĕрлех Китай культурипе, хулисемпе çывăхрах паллашнă, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. "Гуйянран инçех мар вырнаçнă Цинянь хулине кайса килтĕмĕр. Унта авалхи çуртсемпе керменсем сыхланса юлнă — çакăн пеккине сайра-хутра çеç курма май пур. Мяо халăх пурăнакан Кайли хулинче пултăмăр. Унта Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш хайкинг-фестивале хутшăнтăмăр. "Гуйчжоу Раççейри тата Китайри ачасемшĕн МИХ лагерĕ" форум та, çулсеренех йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери экологи конференцийĕ те асра юлмалла иртрĕç. Уявсем пирки калас тăк — эпир Китайра пурăннă чухне пирĕн Çимĕк евĕрлĕ Таса çутă кунĕ пулчĕ. Тăвансем пĕрле пухăнса ваттисене асăнаççĕ çав кун, анчах масар çине каймаççĕ. Çĕртме уйăхĕнче питĕ кăсăклă уяв — Аçтаха киммисен праçникĕ — иртет. Юханшывсенче кимĕсемпе ăмăртнине сăнама питĕ кăсăклă. Çынсем дзундзы /типĕтнĕ улма-çырлапа, какайпа е тата урăх çимĕçпе хутăштарнă рис, çулçăсемпе чĕркенĕскер/ çиеççĕ, ăна кашни кĕтесре, лавккара сутаççĕ. Гуйянра /вăл Китайăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă/ техĕмлĕхсем, уйрăмах хĕрлĕ йÿçĕ пăрăç, янă апат çиме юратаççĕ. Апла пулин те наци кухни кăмăла кайрĕ. Хĕрлĕрех тĕслĕ пулă яшки, кăмрăк çинче пĕçернĕ пулăпа пахчаçимĕç килĕшрĕç", — хăй пулса курнă ют çĕршыв вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ утă уйăхĕн вĕçĕнче тăван тăрăха таврăннăскер.

Диана каланă тăрăх — Китайра тараватлă çынсем пурăнаççĕ. Ыттисемпе çăмăллăнах паллашаççĕ, çавăнпа тус-юлташ нумай вĕсен. Ачасем ир пуçласа каçченех вĕренеççĕ, уроксем хыççăн та шкулта пĕлĕвне хăйсем тĕллĕн тарăнлатаççĕ. Килне таврăнсан музыка инструменчĕ калама хăнăхаççĕ, ташлама çÿреççĕ, ют чĕлхе вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеççĕ. Шкул пĕтерекенсем акăлчан чĕлхипе экзамен тытаççĕ. Çамрăксем пурте тенĕ пекех аслă пĕлÿ илме тăрăшаççĕ. Студентсем стипендие тивĕçнисĕр пуçне хăйсем те укçа ĕçлесе илме ăнтăлаççĕ, уйрăмах — канмалли кунсенче. Ытларахăшĕ вĕренсе пĕтерсен тин е 30 çулалла çывхарсан çемье çавăрать. Туслă çÿрекен хĕрпе каччă çыхăнăва нихăçан та ăнсăртран татмаççĕ, вĕсен 90 ытла проценчĕ туй кĕрлеттерет. Çемьене пысăка хурса хаклаççĕ.

"Ют çĕршыв культурипе темиçе кунрах паллашма май пур. Халăх мĕнле пурăннине, мĕн пирки шухăшланине пĕлме вара вăхăт кирлĕ. Çак стажировка мана тĕнче курма пулăшрĕ", — пĕтĕмлетрĕ хĕр.

Пур енĕпе те маттур

Китайра хăйне килĕшнине, çапах инçе çĕрте тăван тăрăхшăн тунсăхланине пытармарĕ студентка, "Унта тин хам патриот пулнине ăнлантăм", — терĕ. Çуллахи сессие авăн уйăхĕнче панă вăл. "Паллах, çăмăлах пулмарĕ. Йывăр чухне яланах Китайри стажировкăна аса илтĕм, вăл мана мĕн чухлĕ усă тата опыт панине шута илни кашнинчех вăй хушрĕ. Тата тăрăшарах вĕрентĕм вара", — йăл кулчĕ Д.Федотова. Ку сессие те ытти чухнехи пекех питĕ ăнăçлă — "пиллĕксемпе" çеç — вĕçленĕ вăл.

Пĕтĕмпе пилĕк чĕлхе пĕлекенскере тепĕр чухне куçаруçă пулма сĕнеççĕ. ЧППУ ертÿлĕхĕ сĕннипе Норвегирен çитнĕ хăнасем валли экскурси ирттернĕ вăл. Çавăн пекех Китайран килнĕ предпринимательсене, университет хăнисене калаçу йĕркелеме пулăшнă. Диана хăйне француз чĕлхи те килĕшнине, вăхăт иртнĕçемĕн ăна та вĕренес кăмăлĕ пуррине палăртрĕ. Хĕр университетра иртекен мероприятисене хастар хутшăнать: Китай культурин тата Халăхсен туслăхĕн кунĕсене, "Студентсен çуркуннине"... Хитре ташлаканскер республика шайĕнчисенчен те айккинче юлмасть, Раççей шайĕнчисене те /тĕслĕхрен, "iВолга" форумаº çитсе курма ăнтăлать.

Студенткăн çывăх вăхăтри тĕп тĕллевĕ — патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси, диплом ĕçĕ çырса ăна хÿтĕлесси. Диплом илнĕ хыççăн куçаруçă пуласшăн вăл. Çав вăхăтрах Китайра магистратура пĕтерес шухăшĕ те пур. Хăш çулне суйласа илессине хальлĕхе хăй те пĕлмест. Çапах хăйĕн пурнăçне яланлăхах ют çĕршывпа çыхăнтарасшăн мар пике, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхрах юрăхлă çын пуласса шанать.

"Ют чĕлхесене вĕренес тесен çакăн валли вăхăтăра ан шеллĕр. Таврара мĕн пулса иртнипе кăсăкланăр, пурнăç таппинчен ан юлăр. Хăвăр ĕмĕтри ĕçе вырнаçма тăрăшăр. Хам та çакăн пиркиех ĕмĕтленетĕп", — сĕнчĕ çамрăксене Диана.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.