Министрсемпе депутатсем тупăшнă

17 Окт, 2016

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Правительствин тата Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕн хоккей командисем пуçласа пăр çинче тĕл пулнă. Юлташла матч тĕп хулари «Шупашкар Арена» пăр керменте иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — Министрсен Кабинечĕн тата саккун кăларакан влаç органĕн членĕсен хушшинчи спорт тупăшăвĕсемпе çыхăннă йăла малашне те упранса юлĕ. «Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕ спортпа тата та туслăрах. Эрнере икĕ хут хоккейла вылятпăр. Спорт пĕрлештерет, сывлăхлă пулма пулăшать, тăрăшса ĕçлемешкĕн çĕкленÿллĕ кăмăл тата вăй парать», — тенĕ вăл.

К.АНДРЕЕВ.

Автор: